Юбилей юрри
Утма çулпа утма лайăх,
Утмăл çулччен пурăнма лайăх,
Утмăл çула çитиччен,
Сухал çĕре çитиччен,
Утмăл çулпа утрăмăр,
Утмăл çĕрте пултăмăр;
Улăп пекех юлтăмăр.
Курманнине — куртăмăр,
Çырманнине — çыртăмăр.
Утмăл çула çитсен те,
Сассăм кăштах çĕтсен те,
Утаймиех пулмарăм,
Ула утран юлмарăм.
Утмăл çултан иртсессĕн,
Çитмĕл çула çитсессĕн,
Сисĕнтерме пуçларĕç,
Сивĕнтерме пуçларĕ,
Ай, апла мар, капла мар,
Суя суйма аван мар,
Çакă ырă пурнăçпа,
Пурнăçпа мар — канăçпа,
Çĕршыв панă хăватпа,
Ялйыш панă ыр ятпа,
Парти панă телейпе,
Хамăр йышпа эртелпе,
Çитмĕл çула çитсен те,
Сассăм-кĕррĕм çĕтсен те,
Çитмен çĕре çитĕпĕр,
Кĕтмеллине — кĕтĕпĕр.
Çамрăксемпе пĕрлешсе,
Ял-йышсемпе пĕрлешсе,
Йăл-ял кулса утăпăр,
Çутмаллине çутăпăр,
Улма-çырла лартăпăр.
Сарă улма çитĕнсен,
Сарă хĕрсем пуçтарĕç;
Хĕрле улма çитĕнсен,
Хĕре-хĕре пуçтарĕç;
Хăмла çырли хĕрелсен,
Юрла-юрла пуçтарĕç;
Çĕр çырлисем çитĕнсен,
Çĕрте пĕрĕн пуçтарĕç;
Чей çырлисем çитĕнсен,
Чĕне-чĕне пуçтарĕç,
Чĕнмесĕрех пуçтарĕç.
Çырла çисе ӳссессĕн,
Çырла пекех пулĕç-ха.
Улма çисе ӳссессĕн,
Улма пекех пулĕç-ха,
Çавра питлĕ пулĕç-ха.
Çавра питлĕ пулнăран,
Хĕрлĕ питлĕ пулнăран,
Каччисене çавăрĕç,
Юратнипе савăнĕç.
Çитмĕл çула çитсен те,
Сассăм-тĕррĕм çĕтсен те,
Çырла питлĕ хĕрсемпе,
Çавра питлĕ хĕрсемпе,
Уя-хире тухăпăр,
Юрла-юрла юхăпăр.
Хура пусса кĕрсессĕн,
Сăмах-юмах хĕрсессĕн,
Хăра-хăра тăмăпăр,
Пит хурлансах тăмăпăр,
Тракторне те тытăпăр,
Суха тума пуçлăпăр.
Тăр-тăр-тăр трактор,
Сухаласа пăрахтăр,
Сӳрелесе пăрахтăр.
Тырри пултăр тухăçлă,
Ĕçĕ пултăр ăнăçлă.
Сарă пусса çитсессĕн,
Сар ачасем кĕтсессĕн,
Саркаланса тăмăпăр,
Сăмах çапса тăмăпăр,
Комбайн çине ларăпăр,
Курнăçланса лармăпăр,
Сăпайланса ларăпăр,
Сар ырашне пухăпăр,
Ĕçре мала тухăпăр.
Тулă уйне тухсассăн,
Сар ачасем пăхсассăн,
Турткаланса тăмăпăр,
Сăмах çапса тăмăпăр,
Комбайн çине ларăпăр,
Курнăçланса лармăпăр,
Сăпайланса ларăпăр,
Сар туллине пухăпăр,
Ĕçре мала тухăпăр.
Сĕлĕ уйне пырсассăн,
Сар ачасем курсассăн,
Сĕлкĕшленсе тăмăпăр,
Пуçа чиксе тăмăпăр,
Комбайн çине ларăпăр,
Курнăçланса лармăпăр,
Сăпайлансах ларăпăр,
Сар сĕллине пухăпăр,
Ĕçре мала тухăпăр.
Кукурузне курсассăн,
Каччăсемпе курсассăн,
Кулкаласа тăмăпăр,
Сăмах çапса тăмăпăр,
Комбайн çине ларăпăр,
Курнăçланса лармăпăр,
Сăпайлансах ларăпăр,
Кукурузне пухăпăр,
Ĕçре мала тухăпăр.
Кантăр патне çитсессĕн,
Пĕр-пĕринчен çĕтсессĕн,
Кансĕрленсе тăмăпăр,
Кăн-кăн пăхса тăмăпăр,
Кантăр татма пуçлăпăр,
Пĕрне-пĕри куçлăпăр.
Кайран пĕрле пулăпăр,
Сӳс-кантăрне хутăпăр,
Клубалла уттарăпăр.
Кантăрсене хутсассăн,
Çанталăксем шăнтсассăн,
Сарă сĕтел хушшинче,
Хурăн вутти ăшшинче,
Сарă ыраш çăкăрне
Саркаланса çийĕпĕр;
Сарă тулă кулачне
Сар мăшăрпа çийĕпĕр;
Сарă-сарă сăрине
Сахăр ярса ĕçĕпĕр.
Сарă-сарă сĕллипе
Самăр утсем тытăпăр;
Кукурузне хĕлĕпе
Сыснасене парăпăр,
Силос туса парăпăр,
Сурăхсене парăпăр,
Çулă пултăр, тийĕпĕр,
Ĕнесене парăпăр,
Сĕтлĕ пултăр, тийĕпĕр.
Сысни парĕ саллине
(Кам юратмасть çуллине),
Ĕни парĕ шур сĕтне,
Сĕтпе пĕрле хăймине
Сарă-сарă хăймаран,
Хăйми çăра пулнăран,
Услам çуне уçлăпăр,
Сар çу тума пуçлăпăр,
Сарçу пекех пулăпăр.
Сурăхсене пусăпăр,
Усрассине — усрăпăр;
Курассине — курăпăр;
Çырассине — çырăпăр;
Шӳрпе çакса ярăпăр,
Шăрттан лартса парăпăр.
Шурă юрсем ӳксессĕн,
Çĕнĕ çулсем иртсессĕн,
Çитмĕл çула çитсессĕн,
Çитмĕл ултта пуссассăн,
Çичĕ така пуссассăн,
Юбилейне тумашкăн
Юр пек шурă тумашкăн,
Сире хăна тумашкăн,
Туслă-йышлă пулмашкăн
Шӳрпе çакса ярăпăр,
Шăрттан лартса парăпăр,
Сарă-сарă кинсене
Сарă çупа парăпăр,
Çупа пуçса парăпăр,
Çывăх-çывăх çынсене,
Ял-йышсене, туссене,
Çăмартапа парăпăр,
Шур чăкăтпа парăпăр,
Хутăштарса парăпăр,
Ăшаласа парăпăр.
Ăшаланса тăрăпăр.
Ятлă çынна чĕнĕпĕр,
Ятне кайран пĕлĕпĕр.
Хыркассинчен — чĕнĕпĕр,
Хутшăнасах, тийĕпĕр.
Чулкассинчен — чĕнĕпĕр,
Чуна парсах, чĕнĕпĕр
Чунтан савап, тийĕпĕр.
Çатрасенчен — чĕнĕпĕр,
Çывăх çынсем, тийĕпĕр,
Çывăх пулар, тийĕпĕр.
Туçи енчен, чĕнĕпĕр,
Тăван-кĕтен, тийĕпĕр.
Тăван — тăварпа пиçет,
Тăван — тăванпа ӳсет.
Тăванăмсем, тусăмсем,
Ялйышăмсем — чунăмсем,
Пĕр пулнине мĕн çитет.
Ĕмĕр пулсан, пĕр пулсан,
Пĕрне-пĕри пулăшсан,
Çитменнине — çитерсен,
Пĕтмеллине — пĕтерсен,
Ытлашшине — каçарсан,
Этем çитет çитмĕле,
Манăн çĕре çитмелле,
Сирĕн çĕре çитмелле,
Коммунизм курмалла,
Ăна хамăр тумалла.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...