Тулли уйăх çутинче


"Ашшĕпе амăшĕ çывăрма выртнă пулас. Хăй вара ăçта тĕпленчĕ ши? Тĕнчен хăш кĕтесĕнче тупрĕ ши хăйĕн телейне Тоня?" — хальччен те пуçĕнчен тухмарĕ пĕрремĕш юратăвĕ.

Пĕрремĕш те юлашки. Кичем те тунсăх пулса кайрĕ Кирила. Вичкĕн сивĕ çил ӳтне çӳçентерчĕ. Пĕтĕм тĕнчере тăр пĕччен тăрса юлнăн туйăнчĕ ăна.

"Пĕтĕмпех хам çумра сигарет мăкăрлантарса тăракан Дениса пула" — куç хӳрипе пăхса илчĕ ун çине Кирилл.

Чунĕ тăвăнчĕ. Çав ирсĕр пĕтĕм класс умĕнче намăслантаран пулсан, тен, шăпи урăхларах килсе пулĕччĕ унăн. Дениса вăхăтсăр темĕн те пĕр каласа хурасран чĕлхине çыртрĕ.

— Мĕн шухăша кайса тăратăн? Тоньăна аса илтĕн и? — пирус тĕпне пылчăка персе шухăшĕсене татрĕ Денис.

— Çавна, — тунмарĕ Кирилл. — Ăçта пурăнать ши вăл халь? Шкул пĕтернĕренпе те курман.

— Таçта Мускав çывăхĕнче тенине илтнĕччĕ. Яла килкелесех çӳремест пулас. Курман. Атя, калаçса вăхăта ирттерер мар. Кайрăмăр.

Кӳлленчĕк хĕррипе асăрханса пырса тăкăрлăка пăрăнчĕç.

Урамри çутăсем кунта ӳкменнипе тĕттĕм. Кирилл Денис хыççăн утрĕ. Куçĕсем тĕттĕме хăнăхса çивĕчленсе çитрĕç. Денисăн кашни хусканăвне питĕ лайăх курса пычĕ вăл. Унăн чи курайман çынни пĕр-ик утăмра çеç. Кирилăн çилли капланса килчĕ. Аллисем чăмăртанчĕç. Денисăн çурăмĕ çинчен куçне вĕçертмерĕ вăл. Сиксе тапма епле меллĕ. Ӳкересси кăна. Ӳкерсен темĕн çапса аркатмалла вăй кĕнĕ аллисене хута ярĕ. Çак пылчăка путарса, çыпăçтарса хăварĕ Дениса. Ирсĕре тавăрса тин чунĕ канасса шантарчĕ Кирилл. Унăн ăшчикĕ вĕренĕрен сăмсипе хăвăрт-хăвăрт сывлама тытăнчĕ.

— Эсĕ мĕн хыçалта пыратăн? — сисрĕ пулас çакна Денис. Пăртак хĕрринелле пăрăнчĕ. — Ут хам çумра. Вырăн пур вĕт.

Çакăн хыççăн Кирилл Дениса килĕнче тавăрма шутларĕ.

... — Вăт çапла пурăнатпăр эпир, — лампочка çутипе пĕрле янăраса кайрĕ Денисăн сасси.

Кирилăн куçĕсем чи пирвай чаршав карман чӳречене асăрхарĕç.

— Хывса çак курткуна. Сĕтел хушшине ирт, — хуçаланчĕ Денис.

Пӳлĕме тирпейленçи турĕ. Сакă çинче сапаланса выртакан хаçатсене пуçтарчĕ. Тепĕр пӳлĕме кĕмелли уçă алăк патне пырса хаçатсене шала вăркăнтарчĕ. Сĕтел çинче ларакан таса мар турилккесене пĕр пĕрин çине купаларĕ. Çăкăр тĕпренчĕкĕсене свитер çаннипе урайне шăлса ывăтрĕ.

— Мĕн шыв сыпнă пек ларатăн? Кăлар сăмакунна, — пăхрĕ Денис сĕтел хушшине кĕрсе ларнă Кирилл çине.

Кирилл кĕленчене хĕвĕнчен кăларса сĕтел çине лартрĕ.

— Чӳречерен кӳршĕсем курмаççĕ и? — сĕлтрĕ пуçне кантăк енне.

Çĕрĕшме пуçланă чӳрече сакки çинчен фарфор чей чашăкне илсе сĕтел çине хунă хыççăн Денис чаршава карчĕ.

— Курĕçин. Туртас кăмăлу пулсан пирус тĕпне çакăнта хур, — тĕллерĕ пӳрнипе чей чашăкĕ çине.

Пирус кĕлĕпе пĕрле унта темиçе тĕпчĕк выртатчĕ ĕнтĕ. Денис чейнике шыв тултарса газ плити çине вĕренме лартрĕ.

— Çырмалли темех çук та, — темиçе турам çĕрулми выртакан çатмана сĕтел çине пырса лартрĕ Денис. — Ме, черкке вырăнне, — тăсса пачĕ Кирила лайăх çуманнипе ăшĕ сарăхнă чей курки.

Кирилл фарфор куркана çурри таран сăмакун тултарса Денис енне тăсрĕ.

— Яра пар.

— Çук, малтан хăвах ĕç. Темле наркăмăш тултарса килнĕ ха эсĕ унта мана вĕлерме.

Денис куçĕсем сиввĕн çиçрĕç.

— Мĕнех, шанмастăн пулсан.

Куркари сăмакуна янк ĕçсе ячĕ Кирилл. Пушă савăта сĕтел çине шаплаттарса лартрĕ. Дениса куçĕнчен пăхрĕ.

— Халĕ те шанмастăн и? — кулкаласа ыйтрĕ пăртакран.

Çатма çинчи сивĕ çĕрулми турамне алăпах илсе чăмларĕ.

— Халĕ шанатăп, — йăвашланчĕç Денисăн куçĕсем. — Тултар ман валли хĕррипе тан.

Сăмакуна сывлăш çавăрмасăр ĕçсе янă хыççăн Денис сигарет тивертрĕ.

— Хуçалăхра ĕçлетĕп тетĕн апла, — пуçларĕ вăл калаçăва. — Укçине тӳлеççĕ и хăть?

— Паркалаççĕ пăртак.

— Мĕн чухлĕ? Вăрттăнлăх мар пулсан.

— Уйăхне тăватă-пилĕк пин тухать. Ялан тем пăтраштараççĕ. Чылайăшпе илсе курман. Уйăха мĕн чухлĕ тухни паллă та мар, тĕрĕссипе каласан. Те юри çавăн пек тăваççĕ.

— Тăватă-пилĕк пин илессишĕн çав нушана курма и? Сурма кирлĕ. Эпĕ луччĕ килте ларатăп. Урăх енчен нимĕнле тупăш та çук и вара? Килти выльăх-чĕрлĕх валли те чĕпĕткелеместĕр и хуçалăхран? Э-э, — чеен пăхрĕç Денисăн куçĕсем.

Кирила çак ыйту çиллентерсе ячĕ пулин те вăл лăпкăн калаçма тăрăшрĕ.

— Мĕн тунмалли. Йышăнатăп. Хуçалăхран пурте мĕн те пулин килне илсе килме тăрăшать. Мĕншĕн? Ăнланмастăн и эсĕ çакна? Мĕншĕн тесен пире ĕçленĕшĕн паракан укçа вăл çын кулли анчах. Килти выльăх-чĕрлĕх валли апат илме май пулмасан хуçалăхра никам та ĕçлес çук. Унта вăй хуракансем бюджетниксем мар çав. Иккĕмĕш сортри çынсем анчах эпир. Пирĕн ĕç укçине ӳстерессишĕн депутатсем пăшăрханмаççĕ. Вĕсем шухăшĕпе ял хуçалăхĕнче ухмахсем анчах ĕçлеççĕ пулас. Чăн та çапла мар и ха. Хĕлĕн-çăвĕн çутăлнă-çутăлман ĕçе тухса каймалла. Тăман и, шартлама сивĕ и, е пĕр чарăнми çумăр лӳшкет — хуçалăх выльăхне апатпа тивĕçтермеллех. Ертӳçĕсем те ăнланаççĕ пулас çакна. Хăшне курмăш пулаççĕ.

— Вăрлатăр эппин! — сасартăк хăрушшăн кăшкăрса ячĕ Денис. — Аçу та ятламасть и сана вăратнăшăн? — йĕкĕлтесе илчĕ çавăнтах. — Хĕнесе вĕлермелле сана вăрланăшăн!

— Мĕншĕн? — ăнланмарĕ Кирилл.

Унăн пичĕ пĕçерсе кайрĕ. Ерипен ура çине тăрса пуçларĕ.

— Вăрланăшăн. Сан аçу ман пиччене вăрланăшăн хĕнесе вĕлернĕ вĕт. Апла пулсан сана та хĕнесе вĕлермелле.

Денис куç умĕнчех ӳсĕрĕлсе пычĕ. Кирилл ашшĕн хутне кĕме шутларĕ.

— Ман атте ăна хĕнесе вĕлермен! — çирĕппĕн каларĕ вăл сассине хăпартса. — Хăй вилĕмĕпе вилнĕ вăл. Ĕçкине пула.

— Аçу хĕненĕ кунхине и? Хе-хе, мĕнлĕ кăсăклă.

— Мĕн тăвăн, ун пекки такампа та пулма пултарать. Вăрлама та юраман ун чухне. Самани çапла пулнă.

— Вăрлама нихăçан та юрамасть. Турă ӳкĕтлерĕ пур кун пирки. Анчах кам пăхăнать ши ăна? Ухмахсем çеç. Ухмах пулнă сан аçу. Совет пропагандине чун-чĕререн йышăнса ăсран тайăлнă. Вăт мĕн. Колхозсене тустарма Мускавран ирĕк панă вăхăтра вăл кунта вăрлама чарасшăн пулнă. Ăссăр! Чи пирвай хăйĕн çаратмалла пулнă колхоза. Халĕ хисеплĕ çын вырăнĕнче шутланаттăрчĕ. Вăрласа тунă укçапа пĕр-пĕр бизнес уçма пулĕччĕ. Эсĕ те тăват-пилĕк пин укçашăнах хуçалăхра тар тăкмăттăнччĕ. Хăв çынна тара тытса ĕçлеттерĕттĕнччĕ. Тăватă-пилĕк пине, хе-хе.

Кирилл чĕнмерĕ. Денисăн сăмахĕсенче чăнни те пуррине ăнланчĕ ха вăл, анчах ашшĕн вăрламалла пулнă тенипе килĕшсе килмерĕ.

— Юрĕ, калаçмăпăр текех кун пирки, — аллине сулчĕ Денис. — Тахçан пулса иртнĕ япала.

Çавăнтах вăл тем пирки аса илчĕ пулас. Унăн сăнĕ çуталчĕ.

— Кирилл, Кирилл, астăватăн и? — кулса ярса тем пирки аса илтересшĕн пулчĕ вăл.

— Мĕн астумалла? — кăн пăхса илчĕ ун çине Кирилл.

Тем ытлашшине каласа ярасран тенĕ пек Денис çăварне аллипе хупларĕ. Унтан пуçне каçăртса пӳрнипе сăмси шăтăкне чакалама тытăнчĕ.

— Çавăн чухне, кĕркунне, атте хушрĕ мана сирĕн почта ещĕкне çыру пырса пăрахма. Мĕн çырнине халĕ те астăватăп ха. "Сегодня ночью вы полетите на небо". Аса илтĕн и? Эпĕ, эпĕ хăратрăм сире! — кăкăрне шаккарĕ Денис. Туртса пĕтернĕ сигарет тĕпне турилкке çине печĕ. Юрĕ кун пирки. Ашшĕшĕн ывăлĕ явап тытмасть теççĕ тĕрмерисем. Эпĕ мĕскер сӳтсе явасшăн санпа? Мускава вахтăпа кайма шутларăм. Пыратăн и манпа? Укçуна хашшайрах ил пыратăн пулсан. Хам хӳтте илес терĕм сана. Хуçалăхран чĕпĕткеленипе нихăçан та пуяймăн.

Пуканне куçарса Денис ура çине çĕкленчĕ. Хытă ӳсĕрĕлнипе сулăна-сулăна кайрĕ. Тайкаланса тепĕр пӳлĕме çул тытрĕ.

Вăл каялла тухасса пĕр хушă кĕтнĕ хыççăн Кирилл Денис хыççăн кĕчĕ.

Лешĕ пуçне диван кĕтесне хунă та харлаттарсах çывăрать. Хăрах ури урайĕнче. Пĕтĕм урай хаçатсем сапаланса выртаççĕ.

— Денис, Денис, — силлерĕ хулĕнчен вăратасшăн пулса.

Малтанласа Денис чăннипех çывăрнине шанасси те килмерĕ унăн. Вăл юри туса выртнă пек туйăнчĕ. Ăна вăратма çуккине ăнланса Кирилл кухньăна тухрĕ. Кайма пуçтарăнчĕ. Курткине илсе тăхăннă чухне куçĕсем сĕтел çинче выртакан çĕççе тăрăнчĕç. "Акă самант", — вĕлтлетрĕ пуçĕнче усал шухăш. Хирĕç тăма мар, хăйне вĕлернине те сисмесĕрех юлĕ Денис. Сĕтел патне пырса çĕççе ярса тытрĕ.

"Вĕлерес, вĕлерес çав ирсĕре май килнĕ вăхăтра", — хушрĕ ăшĕнчи сасă. "Тĕрмене хупĕç", — хирĕçлерĕ ăна тепри. "Хупĕçин. Хальччен санпа мĕн хăтланнишĕн вăл тахçанах вилĕме тивĕçлĕ. Ăна тӳсейнине тĕрмене те тӳсеетĕн", — хăйĕннех пĕрчĕ малтанхи сасă.

Çавăнпа килĕшрĕ те Кирилл. Ăнсăртран такам килсе кĕресрен шикленнипе малтан урама тухса тĕрĕслеме шут тытрĕ. Çĕççе сĕтел çине каялла хучĕ.

Тула тухрĕ. Хапха алăкне уçса пуçне кăларчĕ. Çĕрлехи урама енчен енне пăхса итлерĕ. Ниçта та çын сасси илтĕнмест. Вĕсем пӳртре чухне йĕпхӳ çăва пуçланă иккен. Картишĕнче валак айне лартнă таза шыв тумлать.

Кирилл каялла кĕчĕ. Кухньăра сигарет шăрши пĕлменччĕ ха. Денис паçăрхи пекех выртать. Çак самантра газ плити патĕнче мунчара ăшшине панă евĕрлĕ сасă илтĕнсе кайрĕ. Паçăрах вĕренме кĕнĕ шыв чейник сăмсинчен юхса тухса çулăм çине тăкăнать иккен. Çакна курсан Кирилăн пуçне урăхла шухăш пырса кĕчĕ. Мĕншĕн Дениса çĕçĕпе чиксе вараланмалла? Вăл вилтĕр тесен нимĕн те тумалла мар çке унăн. Газа сӳнтермесĕр пӳртрен тухса каймалла çеç. Газ шăршипе Денис хăех наркăмăшланса вилĕ. Кирилăн айăпне вара никам та нимĕнле çирĕплетсе параймĕ.

Тухса кайма тесе Кирилл алăк патне пычĕ. Горелкăри çулăм сӳнчĕ ĕнтĕ. Пӳлĕмре газ шăрши сисĕнме тытăнчĕ.

"Хăвна хирĕç тăрайман çынна пĕтернипе савăнатăн и эсĕ, мĕскĕн чун? Хăюлăх тесе шутлатăн и çакна?" — питлеме тытăнчĕ Кирила ăшĕнчи сасси. "Ирсĕр эсĕ! Ниçта юрăхсăрскер! Кун пек тусан Денисран та путсĕртерех пулса тухатăн вĕт ху!"

Çак сасă витĕмĕпе Кирилл пӳртрен тухса кайма васкамарĕ. Каялла çаврăнчĕ. Пырса газа тухма чарчĕ. Çакăн пек туни тин канăç кӳчĕ унăн чунне. Çăмăл, хăй çинчен темле йывăр çĕклеме илсе ывăтнăн туйăнчĕ ăна. "Пурăнтăр. Эпĕ Денис та, Митя та мар. Вĕсенчен чылай çӳллĕ шайра пулмалла манăн. Чыслă, пархатарлă. Хăвна хирĕç тăрайман çынна пĕтерни тĕнчере чи пысăк усаллăх", — шухăшласа утрĕ тĕттĕм урампа Кирилл.

Тоня çуралса ӳснĕ пӳрт умĕнчен иртнĕ чухне хăвăртлăхне чакарчĕ. Пылчăк çыпçăннă аттисене кӳршĕсен пахчин шертисем çумне хырса тасатрĕ. Урамра ӳсекен ватă тирĕк айне тăрса, унăн сарлака вулли çумне таянчĕ. Вĕтĕ çумăр пĕрчисем самаях йĕпетнĕ йывăçран çурăмне сивĕ çапрĕ. Пуçĕ тăрринче сайра çулçăсем çилпе шĕпĕлтетрĕç. Сăран карттусĕ çине тумла тумларĕ.

■ Страницăсем: 1 2 3 4 5 6 7

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: