Хăрушă парне
(Лука, XXIII, 44-46)
Ирсĕр халăх хушшинче
Çăлакан Христос хур курать,
Çăлакан Христос умĕнче
Ирсĕр халăх пăлханать...
Мĕншĕн, халăх, ун çине
Хаяр куçпа пăхатăн?
Мĕншĕн Туррăн Ывăлне
Пĕр шухăшсăр п(ă)талатăн?
Мĕншĕн унăн чĕрине
Пĕр хĕрхенмесĕр касатăн?
Мĕншĕн тĕнче Пуçлăхне
Чура вырăнне хуратăн?
Мĕншĕн кĕвĕç куçупа
Шуйттан хыççăн каятăн?
Ах, ах! Туррăн халăхĕ!
Хă(в)на ху ылхан тупатăн,
Эсĕ тĕнче Пуçлăхне
Хĕрес çумне п(ă)талатăн.
Ĕмĕре пырас ылхана
Хыт чĕрӳпе сис(ей)местĕн,
Ирсĕр-ирсĕр пăлханса
Ачусем çине илетĕн...
Акă ĕнтĕ, Çăлакан,
Йывхăç çинче пăталантăм;
Пире ĕмĕт Паракан!
Пирĕншĕн хурлăх куратăн;
Пĕтĕм тĕнче тытакан,
Тĕнче сана пăталарĕ...
Ирсĕр этем намăсран
Турă умĕнче тармарĕ,
Чунлă этем тĕнчере
Чи усаллиех пулайчĕ...
Кун-пуç çути пур чу(х)не
Тĕнчене тĕттĕм хупларĕ:
Хĕвел-уйăх чĕтресе
Хăйĕн çутине памарĕ.
Ирсĕр чуна чĕтретсе
Çĕр питне тĕттĕм хупларĕ...
Х(ă)рушă тĕттĕм варринче
Хăрушă сасă илтĕнет:
— Аттем, Аттем! Çак тĕнче
Хăйне юнпа пĕрĕхтерет!..
Аттем, Аттем! Мана хĕн...
Сывлăша Сана паратăп!..
Х(ă)рушă тĕттĕм варринче
Чиркӳ чаршавĕ çурăлчĕ,
Пысăк тусем хушшинче
Хытă çулсем те çурăлчĕç...
Х(ă)рушă тĕттăм варринче
Çӳлти вăйсем сехĕрленчĕç
Х(ă)рушă тĕттĕм варринче
Пĕтĕм тĕнчипе лăпкă çеç...
Шухăшсем
Unlock more targeted leads with our AI! ...
https://dog-house-games...
Dobro jutro! Optimiziraj svoj vsakdan ...
Здравей! Лесен начин за повече продукт...
Bok! Ako voliš otkrivati nove stvari, ...
Hi! Ein smarter Kniff für deinen Allta...
Hei! Truc special pentru azi — această...
Bună! Îți recomand un truc nou — metod...
Здравей! Подобри ежедневието си с този...
Why overspend on paid ads? Our AI-powere...