Велосипед
Район центрне çитнĕ çĕре лашам тарларĕ. Тарламастчĕ пулмалла та, анчах иртерех çитес тесе васкарах хăваларăм пулмалла. Çывăх çул мар, пĕре килнĕ пек чухне райçĕруправленине те, райфона та кĕрсе ĕçсем тумалла. Çавăнпа та уçăрах килсе час çитес тесе лашама хăваларах патăм.
— Райçĕруправлени пуçлăхĕ пур-и?
— Пурччĕ та-ха, — ответлет çинчерех çамкаллă хĕсĕк куçлăскер. Вăл камне эпĕ пĕлместĕп.
— Час килет-ши?
— Темле.
— Мĕнле темле, эсĕ хусамăр служашчисене пĕлмесен — кам пĕлмелле? чăтайманнипе сасса хăпартарах ыйтрăм.
— Эсĕ мĕн манпа харкашатăн, эпĕ хам та Уйкас колхозĕн председателĕ Иванов пулатăп вĕт, райçĕруправлени пуçлăхĕ çук пирки çеç унăн вырăнне чĕлĕм туртма кĕрсе лартăм.
— Ай, апла-и.
— Çапла çав.
— А эсĕ йулташ? — ыйтрăм тепринчен.
— Эпĕ тоже.
— Мĕн тоже.
— Ялсовет председателĕ.
Ларсан-ларсан ахалех çавăрăнса тухрăмăр.
— Маттур ĕçлеççĕ шельмăсем, 7–8 служашчирен пĕри те юлман, пурте яла колхозсене саланнă ĕнтĕ, — тесе тухрĕ ман хыçран пĕри.
Кĕтĕм Райçутпайне. Кĕçĕн вăтам шкул директорĕ кĕнекесем илме хушса янăччĕ те çавсене тиесе каяс тетĕп.
— Сывă-и, — терĕм кĕрсенех. Мана хирĕç пĕри те пĕр сăмах чĕнмерĕç. Сĕтелсем хушшинче пĕри тетрадь çине кăтра çӳçлĕ майрасем ӳкерсе ларать, тепри шĕвĕр шалча пек метр тăршшĕ чĕркенĕ чикаркка ĕмет, виççĕмĕшĕ çисе янă хăярăн хуппине тураса ларать.
— Сирĕнтен хăшĕ кĕнекесем парса яраканни? — ыйтрăм вăхăта нумай ирттерес мар тесе.
— Эпĕр хамăр та кĕнекесем патне килсе те, ни Райçутпайĕн пуçлăхĕ, ни инспекторсем çук терĕç. Вирлĕ ĕçлеççĕ значăт, ĕнсисене те хыçма вăхăт тупаймаççĕ, шкулсене çĕнĕ вĕренӳ çулне аван хатĕрлентерес ĕçпе хыпаланаççĕ, тесе тухрăмăр.
— Райфо çакă пулчĕ-и?
— Çакă та-ха.
— Кам çакăнта чек çырса парать?
— ?
— Ай çырса параканĕ çук-и?
— Çук çав, яла кайнă пулмалла.
— Да, яла кайнă пулмалла. Ну мĕн тăвăпăр-ха ĕнтĕ вулаканăм. Чăнахах учрежденинчи юлташсем ялсене, колхозсене саланнă пулсан аванччĕ. Вара эпĕр те тепĕр чух килме килĕшĕпĕр. Анчах тăхта-ха, çав Райфо пуçлăхĕ Коротков юлташ мар-и-ха?
— Çавă, çавă!
— Эй, юлташ. Ан кай-ха, икĕ ураллă кĕсруна тăрат-ха! — кăшкăртăм, района килнĕ чухне пĕр ĕçне те пулин туса каяс тесе.
— Çакă хут тăрăх эсĕр-и чек çырса параканĕ?
— Эпĕ мар. Авиçă, ман хыçран манăн бухгалтерсем велосипедпа килеççĕ. Вĕсенчен ыйт, — терĕ те, ларчĕ те вĕçтерчĕ.
Чăнахах унăн хыçĕнчен 15–16 çын велосипедпа йăрлаттарса килеççĕ. Йăр й-ă-ă-р каяççĕ. Кайсан-кайсан пурте пĕр харăс чăнкă-ă-р тутарса илеççĕ. Çавă 15–16 çын хушшинче 1–2 çынна ăçтан паллан. Хыççăн каям-ха, тен, чарăнĕç. Чупрăм хыççăн. Район центрĕн хĕрне çитсен каялла çавăрăнчĕç те мана хирĕç килме тытăнчĕç. Хытă килеççĕ. Кĕçех хама таптаса каятчĕç. Иртсе кайрĕç, курăнми пулчĕç. Çапла аппаланса çӳресен чылай вăхăт иртсен РИК çуртне кĕрсе, Райçутпай инспекторĕн сĕтелĕ умне пытăм.
— Инспектор эсĕр пулатăр-и?
— Эпĕр.
— Кĕнекесем илсе каясшăнччĕ те.
— Кĕнекесене инспектор памасть, а кĕнеке параканĕ велосипед çинчен анмасăрах киле кайрĕ.
Кунта ĕç тухмарĕ.
— Райзо пуçлăхĕ эсĕр-и?
— Эпĕ.
— Çавă улăштарнă тыррăн квитанципе укçа...
— Ты что, колхозник, халĕ 5 сехет çитет, а эсĕ укçа илесшĕн çӳретĕн. Ну кайăпăр.
Çăварне курак пек карчĕ те 5–6 çын велосипечĕсене çавăтрĕç те тухрĕç те кайрĕç. Эпĕ тепĕр пӳлĕме çеç кĕрсе тухасшăнччĕ, анчах сарлака туталлă сторож кутран тапсах кăларса ячĕ. «Вирлĕ ĕçлеççĕ шельмăсем». Малалла та кун пекех ĕçлесен велосипечĕсем çине лартса кутран тапсах килелле ăсатмалла пулать пулĕ.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...