Чĕре
Чĕре вăл
пит нумай чăтать –
куçĕсем хăйĕн,
вĕçех курать.
Вĕрипе сивĕ
чăтнипе,
чĕре тĕл пулать
чирпе.
Вĕри вăл
чĕрене çиет,
сивви ăна
чĕтреттерет.
Пурте çавна
аван пĕлеççĕ,
ăна пачах та
шеллемеççĕ.
Чĕрен шăпи
çавăн пек пулĕ,
ун урлă
юн тымарĕн çулĕ.
Юççи те,
пылакки нумай,
кансĕрлеç
ăна пĕрмай.
Пурне те
унăн чăтмалла,
хăйĕн урлă
кăлармалла.
Курайманлăхпа
пĕрле,
юратма та
пĕлмелле.
Чĕре пуррине
ăшра,
çынсем пĕлеç-ши
пурнăçра;
Пĕлеç пулсан,
ăна шеллĕччĕç,
асапне те
кăтартмĕччĕç.
Пирĕн чĕре кăна
чăтмасть,
анчах ыттине
куç курмасть.
Чĕре çине
пурте шанаççĕ,
сыхлама вара
манаççĕ.
Шухăшсем
Your website, chuvash...
Is your chuvash...
Get additional leads for your chuvash...
Is your website chuvash...
Предлагаем вам высококачественный трот...
Ready to enhance your website aud...
Is your website chuvash...
Ready to drive your website succe...
Is your website chuvash...
Замечательное поэтическое творение...