Кашлатăр Вăрнар вăрманĕ
Çакă та юмансемшĕн асапсăр иртмен. Тепĕр сăлтав çинчен те асăнсах хăварас килет. Пирĕн вăрмансенче икĕ тĕрлĕ юман ӳсет; ир çулçă кăлараканни тата 14-15 кун каярах юлса кăлараканни. Çак сăлтавпа, икĕ тĕрлĕ юмансене пĕр вăхăтрах самолетсем çинчен имçамсем сирпĕтсе пулăшу парасси питĕ ответлă ĕç. Мĕншĕн тесен вĕсен çулçисем тĕрлĕ вăхăтра çурăлаççĕ. Вĕсене питĕ тимлĕн, кашни сехетрех сăнасан та, чăн-чăн тĕрĕс вăхăтне татса пама йывăр тата тĕресех те пулмасть. Иртерех çулçă саракан юмансем, çулçи çирĕпленсе ĕлкĕрнипе, питех аптрамаççĕ, каяраххисем вара… Вĕсен анчах сарăлма пуçланă çемçе кăчкисем имçампа часах вĕтеленсе çĕре тăкăнаççĕ. Çав кĕске вăхăтри юман «нушине» çурхи шавлă сип-симĕс вăрманта никамах та сăнамасть. Çанталăкне кура, тепĕр икĕ эрнерен, е 17 — 18 кунтан, «асаплă» юмансем çĕнĕрен, иккĕмĕш хут çулçă сарма мĕн чухлĕ çурхи вăйне пĕтереççĕ. Ахальтен каламан ваттисем: «Инкек пĕччен çӳремест». Чăн та, çав çап-çамрăк çемçе çулçăсене хайхи имçам та лекмен лаптăкри тепĕр тĕрлĕ хуртсем йăлтах сырса илеççĕ. Ĕнтĕ вĕсене пĕтерекен хуртсемпе кайăксем, имçамлă хуртсене çинипе, нумайăшĕ пĕтнĕпе пĕрех. Çавăнпа сиенлĕ хуртсем çĕнĕрен питĕ йышлăн ĕрчесе каяççĕ. Вĕсем хушшинче пĕр çу каçиччен темиçе çамрăк ăру паракансем те пур. Акă, курăк пайти садсенче çу каçиччен 10-12 ăру парса мĕн чухлĕ панулми йывăççине тертлентерет. Вăл çăмартапа мар, чĕрĕ «ачасем» çуратать. Унсăр пуçне юмана тепĕр тĕрлĕ чир, «мучнистая роса листьев» текеннин грибници, сырăнать. Юман çулçи çăнăх сапнă пек шуралать. Унăн сиенлĕ вăрлăхĕ час-часах юман кăчкинче хĕл каçать. Вăл тепĕр çулĕнче каллех юман çулçин ăшĕнчи клеткисене çисе, ăна ӳсме чарать, нумай чухне чире ярса хăртма та пултарать. Вăл чир вăрманта кашни çулах «алхасать».
Пирĕн юманлăхсенчи чи хăрушă хуртсем: непарный шелкопряд, дубовая зеленая листовертка, зимняя пяденица, боярышниковая листовертка т. ыт. те.
1957 çулта çĕртме уйăхĕн 16-мĕшĕнче каçхине сивĕ 4 градуса çитрĕ. Юманăн çап-çамрăк çулçисем (вăл чи кайран çулçă сарать), пушар хыççăнхи пек вĕтеленсе тăкăнчĕç. Анчах ун «нушине» никам «асăрхамарĕ», уй-хирти кукурузăсемпе помидорсем сарални çинчен çеç сăмах-юмах çителĕклĕ пулчĕ.
Тепĕр 20-22 кунтан çеç юмансем симĕсленчĕç. Анчах мĕн чухлĕ хурт нушалантарчĕ вĕсене? Кĕске хушăрах, нушаллă тепĕр 1972-мĕш çулта, типĕ шăрăх çанталăк тата нумай асаплантарчĕ юмансене. Вĕсем тĕрлĕ чире çĕнейми пулчĕç пулмалла.
Халĕ чугун çулăн икĕ енĕпе лартнă вăрманта юмансем (халăх вăрманĕ çук çĕрте) пурте питĕ лайăх, сывă та илемлĕн çитĕнеççĕ. Вĕсенчен нумайăшĕ 1941-1942 çулсенче, ытларах 1945-1946 тата 1954 çулсенче лартнисем. Часах вĕсем хăйсен йĕкелĕпе халăха савăнтарĕç. Иртнĕ çул чĕрĕ юлнă юмансем халăх вăрманĕсенче те йĕкелне парса çынсене хĕпĕртеттерчĕç. Йĕкел пулсан калчи пулĕ, вĕсем пулсан юманлăх вăрманĕ те малашне çĕнĕрен çĕкленетех. Анчах юманлăх вырăнне юман калчисем лартиччен унти чирлĕ турат таврашне мĕнле те пулин васкасах тухса тасатасчĕ. Юманлăх вырăнне юманах пултăрччĕ.
Çак ĕçе ăнăçлăн тăвас тесен, вăрман хуçалăх ĕçченĕсемпе экологи министерствинчи çынсем, халăха нимене йыхравласах пуçарăва пĕрле тытăнмалла. Халĕ пĕтĕм тавралăх вăрманĕ хăйне пулăшасса кĕтет. Çынсем те ăна пулăшма ӳркенмĕç. Вăрман усси, унăн пуянлăхĕ халăха хăйнех таврăнать вĕт. Пирĕн ĕçчен чăваш халăхĕ çав ĕçе тимлĕн тăвасса питĕ шанас килет.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...