Иртнĕ кун çути
Ку чухнехи вулакан истори темипе çырнă кĕнеке еннелле ытларах туртăнать. Ахальтен мар пулĕ. Самани çавнашкал килсе тухрĕ паян: кашни халăх хăй халиччен утса тухнă çула çĕнĕрен аса илсе тĕпчесшĕн, сиенлинчен сивĕнсе, йăнăшшинчен хăтăлса, ыррипе пуянланса малалла талпăнасшăн.
Чăн та, кам эпир? Хăш тымартан вăй пухса çĕкленнĕ? Мĕнле майпа пĕр йыша чăмăртанса чăваш халăхĕ пулса тăнă? Мĕнле йĕр хăварма пултарнă шавласа иртнĕ ĕмĕрсенче? Мĕн кĕтет пире малашне?
Канăç паман çакнашкал ыйтусем пурнăç тăршшĕнче хăçан та пулин пырса тăрăнаççех кашнин чĕрине. Шухăша яраççĕ вĕсем, тупсăмне шырама хистеççĕ. Ирĕксĕрех вара пĕр-пĕр шанчăклă тĕрек шыратăн — халапсенче-и, авалхи документсенче-и е чунпа та ăспа çырнă кĕнекесенче.
Чăваш литературине илес пулсан çакăн пек шанчăклă тĕрексенчен пĕри — Кузьма Турханăн «Сĕве Атăла юхса кĕрет» романĕ. Унта çырса кăтартнă ĕçсем XVI ĕмĕрте пулса иртеççĕ. Шăпах ĕнтĕ çав тапхăрта чăвашсем хăйсен паянхи ячĕпе вырăс летопиçĕсене кĕрсе юлнă. Апла пулсан ку ятпа пирĕн мăн асаттесемех çӳреме пултарнă. Тен, ячĕ кăшт урăхларах илтĕннĕ. Сăмах май каласан, чăваш историне пур енчен те тĕплĕн тишкерсе çырман-ха халиччен. Мĕн çырни-пичетленнинче ытларах уйрăм тапхăрсем çинчен сăмах пырать, унта та пулин фактсене пуç пулса тăнă коммунизмла идеологи картне вăйпа кĕртсе лартас туртăм хуçаланни палăрать. Çав карта шăнăçманнине вара е сирсе хăварнă, е тĕрĕслĕхе шута илмесĕр юри курмăш пулнă.
Историри шурă пăнчăсене пĕтерме тăрăшакансен йышĕ юлашки çулсенче палăрмаллах хушăнчĕ. Халăхăмăрăн кун-çулĕнче грексем, шумерсем, перссем, скифсем, хунсем хăварнă йĕрсем пуррине палăртрĕ хăшĕ-пĕри. Анчах кунта ытларах хăй тĕллĕн кăсăкланни, наука шайне çĕкленейменни сисĕнет. Паллă ученăйсем вара темшĕн пĕтĕмлетӳ тума, чăваш халăхĕ ку таранччен утса тухнă çул-йĕре анлăн та тарăннăн уçса пама васкамаççĕ.
Ку тĕлĕшпе Турхан романĕн пĕлтерĕшĕ мĕн тери пысăк пулни каламасăрах паллă. Автор чăвашсен тăватă ĕмĕр ытла каярахри пурнăçне, йăли-йĕркине, терчĕ-савăнăçне, шухăшĕ-ĕмĕтне витĕр курса тăрать, вулакана яланлăх асра юлакан сăнарсемпе паллаштарать, пирĕн асаттесемпе вырăссем тата ытти халăх çыннисем хушшинчи хутшăнусем мĕнле аталанса пынине ĕненмелле кăтартса парать.
Çак виçĕ çаврăмлă кĕнекене алла тытсан хăвна тӳрех авалхи тĕнче сывлăшĕпе сывлама пуçланă пек туятăн. Мĕн чухлĕ сăнар. Мĕн тĕрлĕ хутшăну. Мĕнешкел пулăмсем. Йăлтах килĕшӳллĕ. Пĕтĕмпех пĕр тĕвве тĕвеленнĕ теме пулать. Тĕввин çирĕплĕхĕ вара — Чăнлăхра.
Сĕм-сĕм вăрман ăшĕнче пытанса ларакан чăваш ялĕсем… Таркăнсен çĕр пӳрчĕ… Мускаври кремль палатисем… Çĕнĕ хула çĕкленни… Хусан ханĕсемпе вĕсен хӳрешкисен иртĕхĕвĕ… Мал ĕмĕтлĕ мăрсасемпе çĕр ĕçченĕсем… Хура чунлă, тăванне те сутма хатĕр алманчăсем… Яш-кĕрĕмĕ, ватти-вĕтти… Хĕвĕшет пурнăç Атăлпа Сĕве тăрăхĕнче. Турхан çакна историк виçипе хаклать, художник чунĕпе туйса тăрать.
Пурте шыраççĕ унăн трилогийĕнче. Ахтупай тутар аскерĕсем чуралăха сутнă савнă арăмне — Эрнепие шырать. Хусан ханĕ пулнă Шигалей йышшисем вырăс патши çумĕнче хӳтлĕх тупасшăн. Северьян, таркăн вырăс, хăйĕн улпут мăшкăлĕ пулнă пĕртен-пĕр юратăвне çухатнăскер, сӳнме пуçланă туйăмсене чăваш пики çумĕнче çĕнĕрен чĕртме тăрăшать. Хаяр Иван патша Хусан ханлăхне пăхăнтармалли мел шырать. Пĕтĕмĕшпе илсен, Сĕве Атăла юхса кĕмелли çул шыранă пек, халăхсем те мал еннеллех талпăнаççĕ. Çак шырав çинчен писатель хумханмалла каласа кăтартать.
Каялла çаврăнса пăхсан тепĕр ăс кĕрет тенĕ ваттисем. Тепĕр ăсĕ тĕрĕсрех çул çине тухма пулăшаканни пултăрччĕ. Çак шухăш тĕп вырăна тухса тăрать кĕнекере.
Çивĕч ыйтусенчен те пăрăнмасть писатель. Вырăссемпе пĕрлешни чăвашсене те, вĕсен кӳршисене те çăмăллăх кăна кӳмен çав. Патша панă хут виçĕ çуллăха ясак тӳлесрен хăтарнă пулин те тӳре-шарапа вырăнти куштансем хура халăха çаратма чарăнман. Вайпутсем хырçă-куланай эсир ĕлĕк Хусан ханĕсене тӳленĕ чухлĕ тӳлетĕр тесе шантарнă, илессе вара чылай ытларах илнĕ, халиччен пулман тĕрлĕ хырçă-марçă шутласа кăларнă.
«Эпир икĕ вут хушшинче», — тет чăваш мăрси Тукай вырăссемпе хан çыннисем çапăçма пуçласан. Хусан ханлăхне парăнтарсан та икĕ вут хушшинчех тăрса юлать Ту енчи çĕр-шыв (хальхи Чăваш çĕрне çапла ят панă романра). Çапах та пĕрлĕх, килĕшӳ çулне шырама пăрахмасть.
Роман пĕлтерĕшĕ çинчен нумай каласа каймăп. Ун çинчен критиксем те, ăсчахсем те пĕрре мар çырчĕç, вулакансем те тивĕçлĕ хак пачĕç. Ман сăмахăм — трилоги авторĕпе тĕл пулнă хăш-пĕр самантсем çинчен.
Ун чухне эпĕ Мускаври литература институтĕнче вĕренеттĕм. Проза семинарне Данила Иванович Романенко ертсе пыратчĕ. Культ вăхăтĕнче шар курнăскер, вăл хăйĕн «Ерофей Хабаров» романне утмăлмĕш çулсенче тин тепĕр хут кăларма пултарчĕ (малтанхи кăларăмне библиотекăсенчен катертнĕччĕ хăй вăхăтĕнче). Эпир, студентсем, çав кĕнекене авторĕ ыйтнипе семинарта пăхса тухрăмăр. Тавлашмалли те тупăнчĕ унта. Çапах та пурте пĕр пулса çакна палăртрăмăр: «Ерофей Хабаров» — ăнăçлă произведени, мĕншĕн тесен писатель историлле сăнара ĕненмелле уçса панă. Çавăн чухне манăн та тухса калаçма тиврĕ. Эпĕ чăваш писателĕсем те истори темине хапăлланине палăртса Турханăн «Сĕве Атăла юхса кĕрет» романне асăнтăм.
— Санăн ăна вырăсла куçармалла, — терĕ Данила Иванович. Чăваш литературине лайăх пĕлетчĕ вăл, Ухсайăн «Кĕлпук мучине» ырлатчĕ.
Аслă юлташăм каланине ăша хывса, каникула таврăнсанах эпĕ кĕнеке магазинне васкарăм. Ак тамаша: Турхан романĕ (ун чухне икĕ çаврăмĕ çеç тухнăччĕ) ниçта та çук. Ирĕксĕрех авторĕ патне кайма тиврĕ.
Çук, куçару ĕçне тӳрех кӳлĕнме хал çитереймерĕм ун чухне. Ара, капашсăр пысăк тĕнчене кĕрсе каймалла-çке. Ăна, çав тĕнчене, тепĕр чĕлхепе калăпласа сăнламалла. Патшапа патша пек калаçмалла, хăрхăмпа — хăрхăм пек, турханпа — турхан пек, сухаçăпа — сухаçă пек. Хан керменĕнче те пулса кур, вырăс вайпучĕпе çапăçăва кĕр, таркăнсемпе вăрманти çĕр пӳртре пытанса пурăн… Кăна мĕнле каламалла, лешне мĕнлерех чĕнмелле? Хатĕр-хĕтĕрĕ, хĕç-пăшалĕ, тумтирĕ, йăли-йĕрки, калаçăвĕ-хутшăнăвĕ — пурте вăхăтне кура тĕрĕс пулмалла куçарура.
Хам иккĕленме пуçланине Турхана пĕлтертĕм.
— Ĕçĕ, чăнах та, нумай, — терĕ вăл. Унтан сĕтел çине темиçе хулăн тетрадь кăларса хучĕ — Кусем йăлтах архивсенче, библиотекăсенче тупнă, çырса илнĕ материалсем. Эпĕ историксен кĕнекисене те тĕплĕн тишкерсе тухнă. Çакăн пек ĕçлесен — пулать, — тесе хавхалантарчĕ Турхан.
Эпĕ вара вырăс летопиçĕсене, Н. Карамзинăн «Вырăс патшалăхĕн историне», Хусан ханлăхĕпе Хаяр Иван патша тапхăрне çутатса паракан ытти кĕнекесене тĕпчеме тытăнтăм. Çапла хатĕрленсе темиçе çул та иртрĕ.
— Виличчен курасчĕ те вырăсла кĕнекеме, çапах та васкама кирлĕ мар, — тетчĕ Турхан сайра пĕрре тĕл пулсан.
«Сĕве Атăла юхса кĕрет» романăн темиçе сыпăкне вырăсла куçарнăччĕ те — çавсене хаçата сĕнсе пăхас терĕм.
Хаçат вулаканĕсем хайхи романăн куçарса пичетленнĕ сыпăкĕсене аванах йышăнчĕç. Ку мана малалла ĕçлеме хавхалантарчĕ. Куçарнă май кăштах кĕскетме тиврĕ: вырăс вулаканĕшĕн çĕнех мар вырăнсем те пурччĕ трилогире. Авторĕ килĕшрĕ.
Чăнах та, Турхан пултарулăхĕ тĕлĕнтермеллипех тĕлĕнтерчĕ мана. Тем пысăкăш капан пек туйăнатчĕ мана унăн трилогийĕ. Пучахăн-пучахăн, кĕлтен-кĕлтен пухса типтерлĕн хăпартса лартнă капан. Унта — халăх аваллăхĕ, унăн тертлĕ те кăткăс кун-çулĕ. Çав хушăрах — ĕненӳ. Ыранхи куна шанса малашлăха çывхартма тăрăшни. Чĕлхене хуçкаламасăр, чуна пырса тивекен сăмахсемпе сăнлать çыравçă пурнăçа, çут çанталăк илемне.
Акă пĕр тĕслĕх:
«Сăпкари пĕчĕк ача тапкаланмасăр ыйхăран вăраннă пек, ирхи вăрман майĕпен чĕрĕлет. Малтан çӳллĕ йывăçсен çийĕнче хĕвел урисем ытлашши ашкăнмасăр ташласа иртеççĕ. Унтан вĕсем уçланкăсене анаççĕ те çĕрле темле ырă кинемей сапса хăварнă кĕмĕл-ахах шăрçана пуçтараççĕ. Тин çулçă сарса сар хĕр пек тирпейленнĕ çамрăк хурăн çине ăсан пырса ларать, хăйĕн мăшăрне кĕтсе илеймесĕр ешĕл кăчка пĕрчĕн-пĕрчĕн çăтса ирхи апат тăвать. Кăшт тăрсан вăрманта пĕтĕм хурт-кăпшанкă тĕнчи хускалать».
Пин-пин сасăллă мăнаçлă хор пек янăрать эпопея. Акă хăрхăм пулса курнă Эрнепин çепĕç те хурлă сасси. Ахтупайăн çирĕплĕхĕпе чăтăмлăхĕ. Темле йывăр самантра та шӳтпе-мĕнпе йăпатма пултаракан Ятламас кулли. Пуянлăхшăн амăшне те сутса яма хатĕр Урасмет ахăрашни. Тукай хăюлăхĕпе мăнаçлăхĕ. Сююнбикен куççулĕ витĕр тухакан юрри… Пурте вырăнлă. Кашнин хăйĕн çемми-кĕвви. Çак илеме, çак пуянлăха тепĕр чĕлхепе сăнарласа панă чух çухатусăр пулмарĕ, паллах. Çапах та «Сĕвен…» вырăсла кăларăмĕ хăйĕн вулаканне тупрĕ пек туйăнать: 80 пин экземпляр темиçе уйăхрах сутăнса пĕтрĕ.
Çухатусăр тенĕрен… Трилогире Чалăм крепоçне асăннă тĕлсем пур. Историксем çавăншăн Турхана айăплама пăхрĕç: летопиçсенче ун пирки нимĕн те каламан имĕш. Авторĕ вĕсене хирĕçлесе çырнине ниçта та вуламанччĕ эпĕ. Çавăнпа та пулĕ Чалăм крепоçне куçарура асăнас мар терĕм, Кузьма Сергеевича хамăн шухăша пĕлтертĕм. Турхан лăпкăн кăна:
— Ученăйсем халăх сăмахлăхне шута илмеççĕ, — тесе тавăрчĕ. — Чăваш юрри-халапĕнче Чалăм крепоçĕ çине-çинех тĕл пулать. Тата — эпĕ хам унти вырăнсене кайса тĕпченĕ. Çирĕплетсех калатăп — пулнă Атăлăн чăнкă çыранĕнче Чалăм крепоçĕ. Тепĕр тесен, эпĕ доктор диссертацийĕ çырман — илемлĕ литература произведенийĕ çырнă. Унта вара ăнкару та, фантази те пулăшать. Критиксемпе тупăшас темерĕм. Мĕн калассине кĕнекере каланă эпĕ.
Чалăм крепоçĕ хăй вырăнĕнчех юлчĕ вара.
Çапла, çирĕп кăмăлччĕ Турханăн. Тĕрĕслĕх тесен, вăл ăна темле авторитет умĕнче те хӳтĕлеме хатĕрччĕ.
Çирĕм çула яхăн ĕçленĕ Турхан «Сĕве Атăла юхса кĕрет» романта. Унăн пĕрремĕш кĕнеки 1960 çулта, иккĕмĕшĕ — 1967 çулта, виççĕмĕшĕ — 1976 çулта çапăнса тухрĕç.
Акă ĕнтĕ вăл иккĕмĕш кăларăмпа, вырăслине шутламасан, тухать. Вулакансен çĕнĕ ăрăвĕ çак кĕнекене пĕтĕм чунтан йышăнасса шанас килет.
Шел, авторĕ ку кăларăма хăйĕн аллине тытса пăхаймĕ ĕнтĕ: 1988 çулта çитмĕл виççĕри Кузьма Сергеевич Турхан пирĕнтен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайрĕ.
Иртнĕ кунăн çути çук тенĕ авал. Ман шутпа, иртнĕ кунăн та çути пур. Вăл — халăх астăвăмĕнче, çав астăвăма сӳнме паман «Сĕве Атăла юхса кĕрет» роман йышши культура палăкĕсенче.
Аристарх Дмитриев, писатель, Чăваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...