Тавралăх шуçăмпа хĕрелнĕ...
Тавралăх шуçăмпа хĕрелнĕ,
Йыхравлăн янăрать кĕсле.
Паян поэт кăвар чĕреллĕ,
Чĕлхи вылять ун çут хĕçле.
Тăван çĕршыв — мухтавлă Улăп —
Поэт чунне пăхăнтарать.
Тăван чĕлхе — ем-ешĕл улăх —
Поэт унта халь хăнара.
Юрла, поэт, ташла та çуйăх!
Йăпат хăватлă Улăпа.
Упаленет антранă уйăх, —
Çапса ӳкер ăна чулпа!
Кама пит кирлĕ пуль çав уйăх?
Ун хакĕ халĕ йӳн çӳрет.
Нарастаран салху та хуйăх
Мещен хĕрсемшĕн вăл кӳрет.
Халь пултăр купăс е сăрнай, —
Ташша кĕтет çĕршывăн уйĕ.
Çак аслă çимĕк çитнĕ май
Пуçланмалла чăвашăн туйĕ.
Поэт тени пит чăрсăр çын вăл, —
Мĕскер шутлать — çавна тăвать:
Салхуллă уйăх — сăнсăр символ —
Ак кутăн-пуçăн ывтăнать.
Поэт хĕçпе вăльт-вальт ухать...
Е мыскара ку, е ку чудо —
Ӳкернĕ уйăхран çап-çутă
Янравлă çĕн сăрнай тухать.
Кам çакă тĕнчере асамăç,
Кам ăрăмĕ темрен хаяр, —
Çавна поэт тесе ăмсанĕç,
Унтан ытла никам та мар.
Поэт ак тытрĕ сăрнайне... —
Кĕрле, пăлхавăрлă сăрнайăм!
Çĕнĕ çĕршывăн çĕн туйне
Чи чаплă хăна пек эс кайăн.
Ташла, юрла, çĕршывăн уйĕ,
Таптат тĕп пулнă авална!..
Паян сикет чăн паттăр туйĕ,
Хастарлă Улăп авланать.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...