Вӑрӑм мӑйлӑ жираф
Утать кĕллин-келлĕн
Ярапа шлепкеллĕ
Питĕ вăрăм мăйлă жираф.
Ачасем чупаççĕ —
Тĕлĕнсе супаççĕ.
Йытăсем вĕреççĕ: Хав-хав-хав!
Жи-жи-жи-жи-жи
Жи-раф...
Питĕ вăрăм мăйлă жираф.
Халăх пăхкалать кăн-кан:
— Ǎçта танккан?
Хĕвĕшет çын ун тавра.
Кăшкăрашрĕ пĕр павра:
— Кай-кай-кай! Вăт тăрнаккай!
Африкăран килнĕ
Артист ятне илнĕ —
Çулпала пырать жираф.
Гастроле вăл тухнă,
Тус-юлташсем пухнă,
Тум-юмлавĕ унăн — пысăк лав!
Жи-жи-жи-жи-жи
Жи-раф...
Питĕ вăрăм мăйлă жираф.
Вăл утать юрласа,
Хăйне хăй ырласа:
- Хĕвеле чуп тăвап питĕнчен!
Çăлтăрсем пуçтарап тĕм çинчен.
Юрататăп эп пурнăçа,
Шав шанатăп шеп ăнăçа.
Шăрăх çĕртен килтĕм,
Халăх пилне илтĕм,
Сирĕн çĕрсем тăрăх
Халь утатăп йăрă.
Чаплă артист эпĕ!
Паллă артист эпĕ.
Халăх тăрать хапхасем патĕнче,
Çăварне карса тĕлĕнет;
- Ах, тĕнче!
Мĕн катемпийĕ ку?! Ай, тур-тур!!
Ачасем хуравлаççĕ маттур:
Жи-жи-жи-жи-жи
Жи-раф
Гастроле килнĕ.
Пулать курав.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...