Ман мулăм — юрату кăна
Çул çитнисен шутне кĕретĕп:
«Арçын эс!» — теççĕ халь мана.
Вăй кĕнине туйса илетĕп, —
Ак çитрĕ кĕтнĕ самана!
«Илемлĕ!» — теççĕ, «Хӳхĕм!» — теççĕ
Ял хĕрĕсем мана курса.
Улах ларма кайсан кĕтеççĕ,
Хитре такмак шăрантарса.
Çакна курса эп именетĕп,
Пĕлместĕп юрату мĕнне.
Ăна кивçен илме пĕлместĕп,
Туймастăп унăн хĕн-тертне.
Вăйпа алхапăл тус тупмашкăн
Мана никам та вĕрентмен.
Ăшри чун туйăмĕ: «Ан ашкăн!» —
Тесе ăс панă. Вăл — термен!..
Çулсем иртсессĕн тин ăнлантăм:
Чăн юрату — чĕре патши.
Юратрăм та чунтан пăлхантăм:
Çак туйăма юрайăп-ши?!
Шурсухалсен шутне кĕретĕп:
«Ырьят эс!» — теççĕ халь мана.
Юн кĕвĕлмен-ха, çук, сисетĕп:
Ман мулăм — юрату кăна!
Шухăшсем
Which keywords and locations convert bes...
Which keywords and locations convert bes...
Which keywords and locations do you need...
Which keywords and locations do you need...
Is your Chuvash Org website missing out ...
Struggling with low website leads for Ch...
Discover the beauty waiting just for you...
Which keywords and locations do you need...
Want more targeted traffic to your Chuva...
Your chuvash...