Амăшĕпе ывăлĕ
Вырсарни кун ирхине
Аçа çапрĕ тĕнчене.
Шарт! сиктерчĕ чĕрине:
«Вăрçă!» сăмах çынсенне.
Тăнăç пурнăç татăлчĕ,
Савăк пурнăç пăсăлчĕ.
Шухăш ӳкрĕ пуç çине,
Инкек кайрĕ ял çине.
Амăшĕ тата Кирук
Пурăнатчĕç — сăмах çук!
Ывăлĕ вун саккăрта,
Амăш вăтăр тăххăрта.
Вăрçă пуçланнă кунне
Пĕртен пĕрех ывăлне
Илсе кайрĕç Кирука
Тата пилĕк çамрăка.
Ывăлне вăл ыр сунса,
Пиллесе, ыталаса,
Саппунпа куçне шăлса
Ячĕ ăна ăсатса.
Кунсерен йĕре-йĕре,
Пĕр-пĕччен килти ĕçре
Кĕтрĕ хăй тĕпренчĕкне
Çĕнтерӳпе килессе.
Пĕрле кайнă çамрăксем,
Кирукăн тантăшĕсем:
Иккĕш килчĕç аманса,
Орден-медальсем çакса.
Тепĕр виççĕшĕ вара
Пуçне хунă вăрçăра.
«Ман Кирук мĕнле-ши?» — тет.
Амăш ывăлне кĕтет.
Пĕррехинче каçхине
Хăй çуралнă кил-çуртне
Яш салтак кĕрсе тăрать,
Амăш чĕри лăш пулать.
Алли-ури те сывах,
Тĕрекленнĕ самаях.
Амăш юратса пăхать,
Савнăçпа чĕри тулать:
«Манăн пилĕм çитрĕ-ши?
Ăраскалу çапла-ши?»
«Ах, аннеçĕм, аннем», — теп, —
Сан пата васкарăм эп».
Юрату, хастар чĕре,
Пулăшнă тăшман çарне
Тĕппипелех аркатма,
Çĕнтерӳпе таврăнма.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...