«Кавалерист»
Пирĕн енче, Вăрмар таврашĕнче, чăрăш вăрманĕ çук. Чикĕ хĕррине лексен, манăн чăрăш, хыр вăрманĕнче пурăнма тиврĕ. Çак вăрмана эпĕ, хамăр ял вăрманне юратнă пекех, çав тери килĕштертĕм. Кунта хĕл каçах кĕтмĕл çырли çиме пулать, юр лекмен тĕлте, йывăç айĕнче, вăл хĕп-хĕрлех курăнса выртать. Ĕмĕр-ĕмĕр симĕс ларакан чăрăшсем мана уйрăммăнах савăнтараççĕ. Хыр вăрманĕн сывлăшĕ питех те уçă.
— Çутçанталăка юратман çын йĕркеллĕ пограничник пулма пултараймасть, — тет пирĕн застава начальникĕ.
Чăнах та, çутçанталăка сăнани, пĕлни пограничникшĕн çав тери усăллă. Хурăн тĕпĕ хăш енче мăкланнине пăхса, çурçĕр хăш енчине пĕлетĕн и, ула курак краклатнине илтсен, юр çăвасса кĕтетĕн-и, çерçи чĕвĕлтетсен, çумăр пуласса сисетĕн-и — пурте кирлĕ пурнăçра. Пограничникăн çил вĕрсен йывăç мĕнле кашланине те, шыв хăçан, мĕнле шăнкăртатнине те сăнамалла.
Секрет валли лайăх вырăн суйласа илесси те — хăйне кура тимлĕ ĕç. Айлăма выртсан — инçетри курăнмасть, тĕмеске çине выртсан, хăвна инçетренех кураççĕ.
Терентьев пограничник çак енĕпе питĕ пултаруллă çынччĕ. Вăл çутçанталăка аван ăнланатчĕ. Унпа эпир виçĕ çул хушшинче наряда темиçе хутччен пĕрле кайнă. Çапла, пĕррехинче чикĕ хĕрринче хуллен утса пыратпăр. Ун чухне пире, пĕр-ик кун малтан кăна, комсомола илчĕç. Комсомолăн чаплă ятне тӳрре кăларассишĕн пĕтĕм чунтан тăрăшаттăмăр эпир.
Пирĕн застава çывăхĕнчи вăрманта упасем тĕл пулкалатчĕç. Çавăнпа чикĕре упа йĕрĕсене час-часах кураттăмăр эпир. Çав кунхине те Терентьевпа иксĕмĕр упа йĕрĕ куртăмăр. Вăл йĕрсем, паллах, чăн-чăн упан ĕнтĕ. Пысăккăн лаплаттарса, кĕрĕс-мерĕс пуснă йĕрсем. Кунта тĕлĕнмелли, иккĕленмелли ним те çук.
Анчах Терентьев çак йĕр çине уйрăммăнах тинкерсе пăхрĕ.
— Мĕншĕн çав териех пăхатăн вара? Упа-утамана тытас теместĕн пулĕ те?..
Терентьев нимех те каламарĕ. Çапах та тепĕр кунне каллех çав йĕре пăхса тăчĕ. Виççĕмĕш кунне татах сăнарĕ. Юлашкинчен ман енне тинкерчĕ те:
— Çак йĕр — çамрăк упа йĕрĕ. Анчах вăл çакăн пек путарса утма пултарать-и? — терĕ.
— Пултармасăр. Вĕсем йывăр пулаççĕ вĕт...
— Çук, — хирĕçлерĕ мана Терентьев, — ку упа çури хăй кăна каçман. Ун çине утланса тепĕр «тискер кайăк» каçнă пулас, çамрăк упа çакăн пек тарăн путарса утма пултараймасть.
Эпир çакăн çинчен застава начальникне пĕлтертĕмĕр.
Упа çине утланса килнĕ „кавалериста* чылайччен шырама тиврĕ. Çапах та ăна тупрĕç-тупрĕçех. Вăл çывăхри хулана çитнĕ пулнă. Вăл вăрăм, типшĕм çын. Ытла та кулăшла: упа çинче ларса пынă чухне урине епле тăскаласа пычĕ-ши вăл? Çак çынна курсан, эпир Терентьевпа иксĕмĕр те, кулса ятăмăр.
Унăн упи — вĕрентнĕ упа пулнă. Ăна юриех çав ĕçе тума вĕрентсе ӳстернĕ.
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...