Геннадий Волков
Вилнĕ, пĕтнĕ теççĕ улăпсем,
Юлнă тăприсем, çĕр куписем...
Ĕненес килмест çак сăмаха.
Тимлĕрех пăхсамăр çывăха:
Халĕ те вĕсем пурнаç иккен,
Çитĕнсех тăраç чăвашсенчен.
Çул хывать пĕри çӳл тӳпене,
Тишкерет тепри авалхине,
Виççĕмĕш тĕпчет эреш-тĕрре,
Хăш-пĕри сăнать чĕлхемĕре...
Улăпсем пур чух — пурнать чăваш,
Унăн пулĕ паттăрла малаш.
Халь пĕрне илер-и мухтаса?
Чăннипех вăл тивĕçлĕ чыса.
Кашкăр Хуначи текенскере
Сахал мар пĕлеççĕ тĕнчере.
Нимĕçпе якут, хакас çынни
Ăс ыйтса пĕлет унран çĕнни...
Пĕчĕк Хуначи пĕррехинче
Ларнă улăп тĕмески çинче.
Сасăпа калать сисмесĕрех:
«Эх, пуласчĕ улăп евĕрех...».
Ак хайхи такам çĕр айĕнчен
Сас парать: «Ăс пух ваттисенчен.
Ăспала çĕнтерĕн эс хĕçе,
Пуринчен малтан пуç тай ĕçе...».
Улăпа ача итленĕ тет,
Хушнине тума пикеннĕ тет,
Çак ĕçпе ялан супа-супа
Хăй те тухнă чаплă улăпа.
Пухнă вăл чăвашăн ăс-халне,
Пынă ăнтарса ун ĕç-хĕлне.
Сиплеме вĕрентрĕ пурнăçа
Пуç тайса ĕçе те тăнăçа.
Пархатарлă ĕмĕрхи йăла
Пытăринччĕ терĕ малалла.
Хамăрлăх — чăвашлăх тымарне
Татăлма ан парăр ĕмĕрне!..
Çакăн пек янрарĕ пилĕ ун,
Çав пилпе пайтах вăй илĕ чун.
Хуначи пичче, тавах сана,
Турă сывлăх патăрччĕ кăна...
Улăпсем пур чух — пурнать чăваш,
Унăн пулĕ паттăрла малаш.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...