Гемма
Çапла, унăн хушамачĕ Геммаччĕ. Вăл пограничникпе эпĕ виçĕ çул хушши пĕрле пурăнтăм. Гемма — сарă çӳçлĕ, вăтам пӳллĕ, хаваслă çынччĕ. Унăн пĕр уйрăмлăх пурччĕ: вăл, çамрăк пулин те, куçлăхпа çӳретчĕ, походсенче те, чикĕре чухне те куçлăхне хывмастчĕ. «Сан куç хурчăканни пекех курать вĕт, хывса пăрах ку инструмента!», — тетчĕç ăна юлташĕсем. Вăл, хăйне çапла каланине хăнăхнипе пулас ĕнтĕ, хывасси çинчен асăнмасчĕ те.
Пĕр каçхине эпир диверсантсемпе хытах тытăçрăмăр. Пралук карта тĕлне çитсен, пирĕн çине вирлĕн пеме тытăнчĕç. Тӳпене вĕçĕмсĕр ракета яраççĕ: тӳпе çуннă пекех туйăнать. Эпир çĕр çумне лăпчăнса выртрăмăр. Унччен те пулмарĕ, диверсантсем пирĕн енне икĕ айккинчен те хĕреслетсе пулеметран шатăртаттарма пуçларĕç. Хырăм çинче шуса, пралук карта патĕнчен иртрĕмĕр. Çав вăхăтра хыçалта хаяррăн ахлатни илтĕнчĕ. Пăхатпăр: пралук çинче пĕр салтак çакăнса тăрать. Ку самантра тăшман вăйлă пенине пула пуçа çĕклеме те çукчĕ. Пульăсем пух! пух! туса пуç патнех ӳкеççĕ. Пралук çинчи салтак тутар ачи Хамидуллин иккен.
— Командир юлташ! Яр мана Хамидуллина çăлма, — тăшман вăйлă пенĕ чухнех чĕнчĕ пограничниксенчен пĕри. Ку — Гемма сасси пулчĕ.
Акă вăл пульăсене хирĕç малалла шума тытăнчĕ. Унăн çумĕнченех çутатакан пульăсем, симĕс, хĕрлĕ пульăсем иртеççĕ. Вĕсем, çын шыраса, çĕр çумĕпе килеççĕ, чăв-чăв туса, йынăшса, шăннă çĕр ăшне кĕреççĕ. Гемма вĕсенчен хăрамасть. Вăл хамăр юлташа хăтарма васкать.
Эпир вĕсене кĕтсе выртатпăр.
Мĕнле хисеплĕ те чыслă ĕç вăл — юлташа çăласси. Унпа пĕрле заставăра ларнă, калаçнă, кулнă. Вăл юлташпа пĕрле Тăван çĕршыв чиккине хураллатпăр. Вăл юлташпа эпир пĕр ĕмĕтпе: хамăр çĕршыва тĕреклĕрех те пуянрах тăвас ĕмĕтпе пурăнатпăр.
Нумай та вăхăт иртмерĕ, Гемма Хамидуллина сĕтĕрсе те килчĕ, хăй йĕп-йĕпе тарланă, аран-аран сывлать.
— Илĕр-ха çĕлĕке, çĕлĕк хывăнса ӳкрĕ, — терĕ вăл хуллен.
— Ай-ай, санăн çĕлĕкӳ... — илсе пычĕ ăна Павлов. Çĕлĕке виçĕ тĕлтен пуля шăтарнă, çапах та Гемма пуçне тивмен, çӳçне çеç ĕнтнĕ. Геммăна эпир çак ĕçшĕн мухтарăмăр. Вăл хăй нимех те каламарĕ.
— Куçлăх лайăх ман, ăна пуля тивмест, — тесе кăна кулчĕ.
Хамидуллин юлташа акă мĕн пулнă: пралук карта патĕнчен иртнĕ чух ăна пуля лекнĕ, вăл пралук карта çине йăванса кайнă. Гемма пырса илмен пулсан, вăл çавăнтах пĕтетчĕ пуль.
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...