Ракетница
Застава таврашĕнчи хурăнсем, çирĕксем сап-сарă саралчĕç. Вĕсем çине чăрăшсем çав тери ăмсанса, киленсе пăхаççĕ. Ара, ытла та хитре тумланнă вĕт. Çывăхри вăрманта тем чухлех кăмпа тухнă. Çак вăхăтра пограничниксем кăмпана кайма юратаççĕ. Застава поварĕ Смирнов кăмпасене тĕлĕнмелле лайăх шаритлет. Çак кăмпана çисен, застава начальникĕ Сорокин та пĕррехинче: «Вăт, ку апат», — терĕ. Отряд штабĕнчен килнĕ полковник та ăна мухта-мухта çирĕ.
Пĕрре çапла нарядран таврăннă хыççăн, эп хам юлташăм патне пытăм та:
— Кăмпана кайса килер мар-и? Кăмпа нумай теççĕ, — терĕм.
Терентьев хаваслансах килĕшрĕ.
Эпир хăпăл-хапăл пуçтарăнтăмăр та вăрмана тухса вĕçтертĕмĕр. Вăрманти кăсăясем сарă «кĕрĕк çĕлетме» ĕлкĕрнĕ те иккен. Турат çинчен турат çине йăлт та йăлт сиксе çӳреççĕ. Эп Терентьев çине пăхрăм та чăтаймасăр кулса ятăм.
— Мĕншĕн кулатăн-ха эс? Мĕн пулнă? — терĕ манăн юлташ, ним тума аптраса.
Терентьев чĕн пиçиххи çумне хыпашласа пăхрĕ те, унта ракетница пуррине пĕлчĕ. Акă мĕн иккен. Терентьев нарядран килнĕ хыççăн ракетницăна кăларса хума маннă, хăйпе пĕрлех илсе тухнă. Ракетница тенĕрен çакна каласа парам: вăл наган евĕрлĕ, анчах унăн кĕпçи питĕ пысăк. Унпа ракета яраççĕ.
Ну, мĕн тăвас тетĕн? Ракетницăпах малалла кайрăмăр.
Кăмпасем мĕн чухлĕ кунта! Кашни пусăмрах курăнаççĕ. Эпир ватăлнă кăмпасене татмастпăр, çамрăк кăмпасене кăна пухатпăр. Вĕсем, пĕçерсен, çăварта кăмăрт-кăмăрт тăваççĕ, чăх ашĕ пекех туйăнаççĕ.
Кăмпа татнă май Терентьев манран таçта уйрăлса кайнă. Эпĕ вăл инçех те мар иккенне пĕлетĕп: çавăнпа чĕнместĕп, ытарайми хитре кăмпасене пĕр вĕçĕмсĕр тататăп.
Ну, кĕçĕр кăмпа çисе савăнатпăр ĕнтĕ, — шухăшлатăп хам.
Хĕп-хĕрлĕ пилеш йывăçĕ çинче пăчарсем лараççĕ, вĕсем, тĕкĕсене сăмсисемпе чавкаласа, хуллен сиккелеççĕ.
Терентьев мĕнле-ши ман? Вăл кунти пекех лайăх кăмпасем тупрĕ-ши? Мĕншĕн сас памасть-ха вăл? Юри хăтланать ĕнтĕ. Апла пулсан, эпĕ те чĕнместĕп.
Чăрăш тăрринче, ман пуç тĕлĕнчех, пакша сиккелет. Эпĕ ăна хăратмастăп. Ара, мĕн тăвăн-ха çав пысăк хӳрепе, çӳретĕрех.
Çав вăхăтра ман умри çамрăк хурăнсем хуллен хускалса илчĕç, вĕсен сап-сарă çулçисем ман еннеллех вĕçсе килчĕç. Пĕр çулçийĕ кунтăках килсе ӳкрĕ. «Кайăк вĕçсе кайрĕ-ши е Терентьев вылять-ши?» — шухăшларăм эпĕ.
Сăнама тытăнтăм: кăшт леререх ларакан пилеш тĕмĕ çинчен каллех çулçă вĕçсе ӳкрĕ. «Терентьев пилеш тĕлне çитрĕ ĕнтĕ», - шухăшларăм каллех.
Кăштах тăрсан, тата аяккарах ларакан çӳçе тĕмĕ çинчен те çулçă ӳкрĕ. Мĕншĕн ӳкеççĕ-ха çулçăсем? Тен, пĕр-пĕр кайăк выляса çӳремест-ши? Тен, Терентьев хăех…
Çулçă ӳкекен еннелле утма пуçларăм. Кĕтмен çĕртенех Терентьев умне пырса тухасчĕ, тетĕп. Анчах мĕнле шырасан та никам та тупаймарăм. Куç умне каллех питĕ хитре кăмпасем тухса тăчĕç. Эпĕ кунтăка тултарма васкарăм.
Чи хитре кăмпине татма тытнăччĕ кăна, пĕр уç сасă янăраса та кайрĕ:
— Руки вверх!
Сасă илтĕннĕ еннелле кăмпана тăка-тăка чупрăм. Акă мĕн куртăм вара унта: Терентьев ракетницине алла тытнă та пĕр палламан çынна тĕллесе пырать. Палламан çыннăн сехри хăпнă. Вăл аллине çӳлелле çĕкленĕ те Терентьев умĕнче хуллен утать.
Кайран çакă паллă пулчĕ: çулçăсем вĕçни ахалех пулман иккен. Чикĕ урлă каçнă çын ман умранах иртсе кайнă. Анчах манран тарса кайнипе кĕтмен çĕртенех Терентьев умне пырса тухнă. Терентьев пултаруллă салтак çав! Хăраса ӳкмен. Ракетницине туртса кăларнă та тăшман çине тĕлленĕ. Тем пысăкăш кĕпçеллĕ «нагана» курсан, тăшман хăраса ӳкнĕ, аллисене çӳлелле çĕкленĕ.
Çапла, совет пограничникĕсем мĕн тумаллине хăвăрт тавçăрса илеççĕ.
Каçхине кăмпана питĕ хаваслăн çирĕмĕр. Çав кун татнă кăмпа ытти кунсенче татнă кăмпаран темиçе хут тутлăрах пулнă пек туйăнчĕ.
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...