Тупăсем кĕрленĕ чух...


Ку сăмахсем паянхи пекех илтĕнеççĕ. Пирĕн республикăри колхозниксем танксен колоннисем тумашкăн, паттăр летчиксем валли самолетсем илмешкĕн хăйсем çулсерен перекетлесе пынă укçи-тенкине вуншар та çĕршер пинĕн хыврĕç.

Ăçта, мĕнле çĕршывра курма пулать кун пек чаплă ĕçсене? Кун пекки вăл пирĕн Совет çĕршывĕнче кăна пулма пултарчĕ. Пирĕн колхозниксем, хăйсене ирĕк те ырă пурăнăç туса панă Совет влаçне хӳтĕлесе хăварас тесе, хăйсен пĕтĕм вăйне пачĕç. Тăван çĕршывшăн вĕсем нимĕн те хĕрхенсе тăмарĕç.

Пĕтĕм халăх укçи-тенкипе тунă танксен колоннисем, бронепоездсем, самолетсен эскадрильйисем Аслă вăрçă хирĕнче нимĕçсен фашистла çарĕсене пĕр хĕрхенмесĕр аркатрăç. Çапăçу хирне юмахри улăпсем пек тухнă совет воинĕсене пирĕн иксĕлми аслă та тулăх çĕр хăйĕн хăватлă пурнăç сĕткенне парса тăчĕ. Çĕр сĕткенĕ типиччен пирĕн паттăрсен чĕрисем хавшас çук; çĕр сĕткенĕ нихăçан та типсе лармĕ, пирĕн паттăрсен чĕрисем те кĕрешӳре ĕмĕр-ĕмĕр хавшамăç, — çапла каларĕ пирĕн халăх. Халăхăн Аслă вăрçăри паттăр ĕçĕсем пулас ăрусемшĕн пиншер çул урлă ĕмĕр-ĕмĕр сӳнми çуталса тăрĕç.

 

III

Совет писателĕсен çĕршыв умĕнчи тивĕçĕ — халăх кĕрешĕвĕн анлăшĕпе таранăшне ăнланса илсе, Аслă вăрçă паттăрĕсен улăпла сăнарĕсене кăтартса парасси, вĕсен пархатарлă та аслă ĕçĕсене чăн-чăн художниксем пулса çутатса парасси, çапла вара хамăрăн халăха татах та паттăртарах пулма хавхалантарасси.

Пирĕн писательсем çак тивĕçе лайăх ăнланчĕç. Совет литературин сасси вăрçăри тупăсен кĕрлевĕпе хупланса лармарĕ. Чăваш литератури те, ытти тăванла халăхсен литературисем пекех, вăрçă кунĕсенче хăйĕн вăйне малалла ӳстерчĕ.

Писательсен вăрçă вăхăтĕнчи произведенийĕсене пăхса тухсан, пирĕн литература ăшчикĕпе форми енчен малалла пуянланни курăнать. Литературăн аталану çулĕ вăрçа пула татăлмарĕ; пачах та урăхла, вăл хăватлăн малалла та тăвалла хăпарса пычĕ. Тăван çĕршыва пĕтĕм чун-чĕререн юратни, ылханлă тăшмана хаяррăн курайманни писательсен пултарулăхне татах та ытларах çулăмлантарчĕ.

Аслă парти чĕннипе пирĕн ĕççыннисем пĕтĕм ĕçе вăрçă вăхăтне тивĕçлĕ пек урăхлатса çĕнетме тытăнсан, писательсем те хăйсен перисене штыкпа танлаштарчĕç.

Пирĕн юратнă Тăван çĕршыв çине фашистсен йытă кĕтĕвĕсем сиксе ӳксен, писательсем чи малтан, хăйсен халиччен çырнă сыхлăх сăвви-юррисене, калавĕсемпе очеркĕсене пĕрле пухса, коллективлă кĕнекесем туса кăларчĕç. Çапла чи малтанхи кĕнекесем — «Тăван çĕршывшăн», «Хĕрлĕ ялавпа» ятлă сборниксем çуралчĕç.

Чăн та, çав малтанхи кĕнекесенче вăрçă мĕн тери хаяр пулассине, Тăван çĕршыв умне тухса тăнă хăрушлăх мĕн тери пысăк пулассине тавçăрсах çитерейменни, халăхăн çав вăрçăри задачисене çăмăлраххăн ăнланни сисĕнетчĕ. Унта декларацилле сăвăсем ытларахчĕ. Çапах та, тăшмана хирĕç хатĕрлесе хунă мĕнпур пек хĕçпăшала арсеналран кăларса, унпала малтанхи кунсенче усă курни вăхăтлă та вырăнлă пулчĕ. Çакă вăл пирĕн писательсем, пирĕн халăх сĕмсĕр тăшмана пушă алăпа мар кĕтсе илнине, пирĕн халăхăн мораллĕ-политикăллă пĕрлĕхĕ никам хавшатайми çирĕп пулнине кăтартса пачĕ, çакă вăл малтанхи кунсенчех халăха вăрçа мобилизацилеме пулăшрĕ.

Пирĕн çĕршыв йĕри-тавра тăшман тăнине эпир лăпкă вăхăтра та манман:

 

Хĕçсем çидĕч, çирĕп тытнă пăшала.

Тус-винтовка пирĕн тĕрес, тĕл перет.

Ыткăн, ыткăн, урхамахăм, мăлалла!

Çилхӳ витĕр, çилхӳ витĕр çил вĕрет.

(Уйăп Мишши, «Çилхи витĕр çил вĕрет».)

 

Ленин партийĕн аслă планĕсене пурнăçа кĕртсе пырса, пирĕн рабочисем пулас кĕрешĕвĕн хĕçпăшалне фабрикăсемпе заводсенче туптанă, колхозниксем çĕршывăн чĕр-таварпа апат-çимĕç пуянлăхĕсене ӳстерсе пынă, прозаиксемпе поэтсем ĕççыннисене хăйсен кĕнекисемпе çĕнтерӳ тума хавхалантарнă.

Çавăнпа, тăшман вăрă-хурахла, кĕтмен çĕртен, систермесĕр тапăнчĕ пулин те, ăна эпир хамăрăн мĕнпур хĕçпăшала алла тытса кĕтсе илтĕмĕр. Çавăнпа ĕнтĕ мирлĕ вăхăтра çырнă сыхлăх сăвви-юррисем малтанхи кунсенчех питĕ вырăнлă пулчĕç. Пирĕн сăвăсем Совет Çарĕн воинне çапăçу хирне хăюллăн тухма чĕнчĕç, иртнĕ вăрçăсем (Хасан, Халхин-Гол патĕнчи çапăçусем, Финлянди вăрçи) çинчен çырнă калавсемпе очерксем çĕнĕ боецсене кăштах та пулин вăрçă опычĕпе паллашма пулăшрĕç.

Вăрçăн малтанхи кунĕсенчех пирĕн литературăра очерксем, чĕнекен сăвăсем, пĕр актлă пьесăсем пысăк вырăн йышăнчĕç. Вĕсене чăваш ĕççыннисем хапăлласах кĕтсе илчĕç.

Пирĕн чечекленекен çĕршыва юнлă вăрçăпа килнĕ тăшмана хирĕç халăхăн пĕтĕм хаярлăхĕпе курайманлăхĕ çĕкленчĕ. Совет халăхĕ ылханлă фашизма хирĕç танксемпе те самолетсемпе кăна мар, тупăсемпе те пăшалсемпе кăна мар, хăйĕн аслă литературипе те хаяррăн кĕрешĕве тухрĕ. Вăрçă кунĕсенче халăх Пушкин, Лермонтов, Гоголь, Толстой, Максим Горькипе Маяковский произведенийĕсене çĕнĕ туйăмпа, çĕнĕ шухăш-кăмăлпа вулама тытăнчĕ. Толстойăн «Война и мир» романне нумай çын, çĕнĕрен вуласа тухса, вырăс халăхĕн авалхи паттăрлăхĕнчен паянхи кĕрешӳ валли вăй илчĕ. Çавăн пекех вăрçă кунĕсенче халăх пултарулăхĕ çĕнĕ вăйпа хускалса çĕкленчĕ. Халăх пултарулăхĕ — фольклор — тăшманпа çапăçнă çĕрте çивĕч хĕçпăшал пулса тăчĕ. Халăх хушшинче нимĕç захватчикĕсене, çынçиен Гитлера ылханса питлекен çĕнĕ сăвă-юрăсем, такмаксем тăшман чĕрине çивĕч сăнă пек витекен сăмахсемпе каларăшсем çуралчĕç. Чăваш писателĕсем, хăйсен произведенийесене пичетлесе кăларнипе пĕрлех, вăрçă пуçланнă çул халăх сăвви-юррисене пухса, «Фашизма хирĕç фольклор» ятлă кĕнеке кăларчĕç.

Чăн та, ку кĕнекере пурте пĕр пекех паха теме çук, анчах уйрăм такмаксемпе каларăшсем тăшмана витĕмлĕн пырса çапаççĕ.

Акă Красноармейски районĕнчи Яманак ялĕнчи Иван Анисимовран çырса илнĕ «Çунса кайтăр» такмака илер. Ку сăвă пысăк мар, унта пĕтĕмпе те сакăр йĕрке çеç, анчах вăл чăннипех те хаяр çулăмпа çунса тăрать.

 

Пусмăр кӳрен Гитлерне

Йĕрĕх тыттăр, хĕн куртăр,

Шăтан-юхаяпа аптратăр,

Шăна ларсан хуртлантăр.

 

Юнпа хĕрелнĕ Гитлерне

Çĕлен сăхса аптраттăр.

Вуник курка юн юхтăр,

Типсе хăрса, çунса кайтăр!

 

Е тата çав районрах Чатукасси ялĕнчи Николай Павловран çырса илнĕ «Айтăр пĕрле кайăпăр» ятлă юрă:

 

Юратнă тăван ялйышсем,

Айтăр пĕрле кайăпăр.

Гитлер пуçне касăпăр,

Мăн çул хĕрне çакăпăр.

 

Иртен-çӳрен сурса ирттĕр.

Шалçа çинчех çĕрсе кайтăр,

Çакăн пек пултăр ман ылхан.

 

Ку сăвă пĕтĕм халăхăн хаяр шухăш-кăмăлне палăртать. Ăна ылхан чĕлхи тесе каласан та ытлашши пулмасть.

Кĕнекере халăхсен аслă çулпуçне Ленина, тăван партие, хамăрăн юратнă Тăван çĕршыва, ăна паттăррăн хӳтĕлекен халăх ывăлĕсене мухтаса çырнă сăвă-юрăсем, халăхăн кĕрешӳри шухăш-кăмăлне, унăн хуйхи-суйхине кăтартса паракан сăвă-юрăсем, халăх хăйĕн ывăлĕсене çапăçу хирне ăсатнă чухне пехиллесе каланă сăмахсем чуна витермелле илтĕнеççĕ.

Çавăн пекех «Чăн сăмахăн суйи çук» текен уйрăма кĕртнĕ ваттисен сăмахĕсем те тăшмана намăс юпи çумне пăталаса хураççĕ. Акă тĕслĕхсем: «Выçă кашкăр та фашистран йăвашрах; фашиста пĕр татăк париччен, йытта виç татăк пар; пусаран вăрлăх ан кĕт, фашистран — ырлăх ан кĕт; фашистăн çăткăн хырăмне — хурçăпа тăхлан тултар çăкăр вырăнне; ăçта Гитлер чунилли — унта çын вилли; пуля, куçсăр пулин те, фашиста тупатех; фашист паян полковник — ыран покойник; пуйма тухнă нимĕç вилĕм тупнă; юнпа илнĕ мул юнпах пĕтет; вутпуççине — шыв, Гитлер пуçне — штык».

Халăх сăмахĕсем халăх ывăлĕсене çапăçу хирĕнче герой пулма, Тăван çĕршывшăн арăслан пек çапăçма, халăх ĕçĕшĕн тӳрĕ кăмăллă та çирĕп тăма, чыса лайăх сыхлама чĕнеççĕ: «Тăван çĕршыв сыв пулсан, тăван йăву пулĕ сан; вилĕмрен ан хăра, пурăнмăн хурлăхра; сехрӳпе хăпартиччен чышкупа хăпарт; ӳркев ӳкерет, хастарлăх хăтарать; ĕç умĕнче пилĕк таран авăн, хĕç умĕнче пуç ан тай; упаленсе пурăниччен, ура çинче тăрса вил; пуçна çухатсан та, чысна ан çухат; ан тĕлĕнтер чĕлхӳпе, ĕнентер — ĕçӳпе; фашист пĕтмесĕр пăшална ан пăрах».

«Фашизма хирĕç фольклор» кĕнеке валли материалсем пухнă çĕрте уйрăмах И. Патмар (Анисимов), В. Долгов (Хутарсем), Иван Мучи, А. Кăлкан, М. Ястран, Г. Краснов-Кĕçĕнни писательсем вăй хурса ĕçленĕ. Вĕсем тăван литературăшăн та, халăхшăн та пысăк ĕç тунă.

«Фашизма хирĕç фольклор» — вăрçăн малтанхи çулĕнче кăларнă кĕнеке, унтанпа вăхăт чылай иртрĕ. Çав хушăра, паллах, халăхăн çĕнĕ сăвви-юррисем, юмахĕсемпе халапĕсем сахал мар çуралнă. Анчах писательсем халăх пултарулăхне пухас тĕлĕшпе çителĕксĕр ĕçлеççĕ-ха. Писательсен ку енĕпе ĕçе вăйлатмалла, писательсемпе халăх хушшинчи çыхăнăва ытларах çирĕплетмелле. Халăх пултарулăхĕн çăлкуçĕ тăван литературăна та, çавăн пекех уйрăм писательсен пултарулăхне те çĕнĕ вăй-хăват кӳрет.

Аслă вăрçăн малтанхи тапхăрĕнче чĕнекен тата тăшмана питлекен пысăк мар сăвăсемпе вăрçă эпизочĕсене кăтартса паракан пĕчĕк очерксем ытларах пулчĕç пулсан, юлашки тапхăрта фронтри паттăрсене кăтартса паракан калавсемпе чылай пысăк повеçсем, поэмăсемпе пьесăсем те çуралчĕç.

Писательсем çак Аслă вăрçăн тĕп геройне — совет халăхне, халăх хушшинчех ӳсекен паттăрсене çывăххăнрах курса, вĕсен кĕрешĕвĕпе сăнарĕсене литературăра кăтартса парассишĕн пикенсе ĕçлеме тытăнчĕç. Вăрçă вăхăтĕнче литература халăха идея тĕлĕшĕнчен хĕçпăшаллантарма тивĕçлине писательсем лайăх ăнланчĕç. Литература ĕçченĕсене хăйсен задачисене ăнăçлă пурнăçа кĕртме, чи малтан, вĕсем пĕтĕм халăх ĕçне фронтра та, тылра та тӳрремĕнех хутшăнни пулăшрĕ.

Чăваш писателĕсенчен нумайăшĕ вăрçăн малтанхи кунĕсенчех, алла хĕçпăшал тытса, Тăван çĕршыва хӳтĕлеме, Октябрьти Социализмлă Аслă революци çĕнтерĕвĕсене фашистла тискер кайăксенчен сыхласа хăварма кĕрешĕве тухрĕ. Писательсем çакна лайăх ăнланса илчĕç: Тăван çĕршыва тăшманран хӳтĕлени вăл — совет гражданинĕн ирĕклĕхĕпе чыслăхне хӳтĕлени, чăваш совет писателĕн тивĕçне хӳтĕлени пулать. Çавăнпа та тăшмана хирĕç писателĕн хурçă перопа кăна мар, алла хĕçпăшал тытса та кĕрешме тиврĕ.

■ Страницăсем: 1 2 3 4 5 6 7

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: