Вăрман кушакĕ
Пограничник дозорка çинчи кашни йывăçа, кашни чула, лупашкана, тĕмескене пĕлет. Акă, паян наряда Терентьевпа иксĕмĕр тухрăмăр. Ансăр сукмакпа пыратпăр. Пирĕн умра, çилпе хуллен чăштăртатса, икĕ юплĕ хурăн ларать. Ун çывăхĕнчи тĕме çине шăпчăк йăва тунă. Унтан инçех те мар пĕр лупашка. Ун варринче икĕ шурă чул. Çумăр чухне, урана ытла йĕпетес мар тесен, çав чулсем çине пусса каçмалла. Лупашка икĕ енĕпе те тем çӳлĕш серте ӳсет. Вĕсенчен пыл шăрши кĕрет. Çакăнтан çирĕм пусăмра çамрăк хырсем, чăрăшсем ӳсеççĕ. Унтан вара сĕм вăрман пуçланать. Вăрманта та кашни йывăç паллă, хăш тĕлте мĕнле кăмпа ӳснине, мĕнле çырла пиçнине те пĕлетĕн. Кунта эпир куçа хупса утас пулсассăн та аташмастпăр.
Терентьев çӳлĕ пӳллĕ, патвар пограничник. Куçĕсем ун кăвак. Вăл купăс калама юратать, стена хаçачĕн редакторĕ. Лайăх ташлать. Пограничник службине чĕререн юратать. Хамăр Тăван çĕршыва, тăван колхоза, тăван ялйыша чикĕре тăрса сыхлама тивĕç илнĕшĕн савăнать.
Эпир наряда тухнă чухне çурçĕр иртни пĕр сехетчĕ. Халĕ ĕнтĕ икĕ сехет иртрĕ иккен: фосфорланă сехет стрелкисем çакна аванах кăтартаççĕ. Эпир сĕм тĕттĕм вăрманта. Кунта тискер кайăксем те пулма пултараççĕ. Пĕлтĕр упа та курнă. Пăлансене кашни кун, кашни каç курма пулать. Çитменнине тата виçĕмçул вăрман кушакĕ те тытнă. Çак кушак пограничниксене чиперех ирттерсе ячĕ, тет, йывăç тăрринчен пăхса кăна юлчĕ, тет. Кайран вара йĕрлесе пырать, тет. Пограничниксем ăна персе вĕлернĕ. Кунсăр пуçне кунта чикĕ пăсакансем те çӳреме пултараççĕ...
Çакăн пек шухăшласа пынă чухне умри вĕтĕ хунавсем çăтăр-çатăр турĕç. Пирĕн умран хир качакисем пĕрин хыççăн тепри вĕлт те вĕлт сиксе иртме тытăнчĕç. Пĕрре, иккĕ, виççĕ... Мăйракисем çӳлĕ те шĕвĕр, урисем çип-çинçе.
— Фу, хăратсах пăрахрĕç вĕт, инкексем, — тет Терентьев, — шыв ĕçме каяççĕ пулас. Тул çутăласси инçе мар.
Эпир тĕттĕм чăрăшлăха кĕтĕмĕр. Дозоркăн икĕ енĕпе те çав тери лăска чăрăшсем. Вĕсен турачĕсем çĕр çумĕнченех пуçланаççĕ. Çак чăрăшсем çине улăхса ларсан, никам та курăнмасть. Финн вăрçинче «куккуксем» çакăн пек çĕрте ларнă ĕнтĕ. Нимĕç фашисчĕсем те хăшпĕр чухне çакăн пек чееленме хăтланса пăхнă.
Эпĕ Терентьевран сакăр-тăхăр утăмра пыратăп. Терентьев винтовкине хатĕр тытнăскер, малта утать.
Эпир пысăк чăрăш тĕлне çитетпĕр. Ку чăрăша «пакша чăрăшĕ» тесе ят панăччĕ. Мĕншĕн тесен ун тăрринче ялан тенĕ пекех пакша çӳрет.
Чăрăш тĕлне çитнĕччĕ ĕнтĕ, çӳлте темскер мĕкĕл-мекĕл турĕ. Чăрăш тăрринчен темле хуранчăк якăлт сикрĕ. Анчах тĕттĕм пирки нимĕн те уйăрса илеймерĕм. Çав вăхăтрах такам хаяррăн кăшкăрса ячĕ. Кам сасси-ши ку? Пĕртте Терентьев сасси пек мар. Тен, хăранипе сасси улшăнчĕ пуль? Вăрман кушакĕ пăвать пулмалла. Эпĕ юлташа пулăшма ыткăнтăм. Такам çавах йынăшать, хаяррăн ахлатать. Часах электричество фонарьне çутататăп. Ак тамаша! Ман умра Терентьев пограничник ним пулман пекех тăра парать.
— Вăрман кушакĕ тытрăм, кур, — тет вăл.
Пăхатăп: çĕр çинче кăкăрĕнчен чĕп-чĕрĕ юн юхтарса, сарă уссиллĕ, шĕвĕр сăмсаллă çын тасалса выртать.
Вăл Терентьев çине чăрăш тăрринчен сикнĕ иккен. Анчах Терентьев питĕ вăр-вар пулнă, пăрăнма ĕлкĕрнĕ. Çавăнпа «вăрман кушакĕ» штык çине пырса тăрăннă. Терентьев ăна çĕçĕпе чикме паман, часах çĕре çавăрса çапнă.
Кайран тĕрĕслесе пĕлнĕ тăрăх çакă паллă пулчĕ: çав сарă уссиллĕ, шĕвĕр сăмсаллă çын пĕр капитализмла государствăн агенчĕ пулнă-мĕн. Çав çын, пограничниксене çĕçĕпе чиксе вĕлерсе, чикĕ урлă шпионсене каçарма шутланă.
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...