«Музыка вăл — вĕрентет...»
Музыка вăл — вĕрентет:
пурнăçра эс — пурăн тет;
савăн, макăр, кул, хурлан,
манăç та — кирлех пулсан;
инкеке — тӳссе ирттер,
савнăçа — вĕçне çитер,
элчелтен те ан хăра,
вăл та — вĕçсĕр вăйăра;
ĕç — пĕлтерĕшлĕ тесе
ан шиклен эс: хĕмленсе
вăйăри пек пул — ĕçре, —
эпĕ — çук, ак — пур пĕрех
эс юрланă юрă пек,
эс юратнă юрă пек,
пур — эп пурнăçра пулни,
эс пулни, туссем пулни!
Иртесси, иртни, — йăлтах
музыка пек — юлмаллах!..
Музыка вăл — вĕрентет
(пуринчен ытла, тен, Моцарт...).
Шухăшсем
Замечательное поэтическое творение...
Аван çырнă вăл вăхăтра ...
Кам пĕлет И...
Тĕлĕнмелле çырнă...
Сахал сăмахсемпех питĕ тарăн шухăшсем уç...
Мана питĕ килĕшрĕ...
Пĕтĕм пурнăç çак сăвăра теме пулать...
Питĕ килĕшрĕ...
Прочитал от и до...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...