Таса атте Ахваниççи
Мăнкун иртсен тепĕр кун —
Тунтикун
Таса атте Ахванаççи,
Ун матăшки Анастаççи
Пулчĕç хăнара —
Ăшă сăрара.
— Хăритун!
Паян тунтикун, —
Терĕ пуп сăра хуçине
Выляткаласа куçсене.
— Çаплах, ара, çаплах,
Çветтуй атте,
Тыт-ха татах.
Ĕç ман килте, —
Терĕ Хĕритун алтăрпа
сăра парса,
Пуп çумне ларса.
Хĕритун арăмĕ Укçине
Пăхса илчĕ пуп çине.
Вăрттăн, куç айĕпе,
Пуçларĕ сăмах майĕпе:
— Ташласан та юрать те
Пĕрре,
Таса атте.
Хам ĕçтерем — тыт тепре.
Ĕçрĕç ĕçмеллех,
Ташăра вĕçмеллех.
Çӳçне-пуçне арпаштарса,
Пуп пуçларĕ ура хуçса:
— Эх, ну!
Эх, ну!
Унччен-кунччен, мăнкунччен,
Кукăль пиçсе тухиччен,
Хура халăх сисиччен
Пурăнар-ха виличчен.
Эх, ну!
Эх, ну!
Кăчăк туртса кăмăл ту!
Ура тапса ташă ту!
Çăвар карса юрă ту!
Эх, ну! Эх, ну!
Эпĕ сан йысну. —
Ячĕ пупăн çеммипе
Херитунĕ кĕслепе:
— Тĕнкĕлти-тĕнкĕлти кĕслеме
Ывăнмасăр хам калам,
Çакă çветтуй аттеме
Урайĕнче шутарам.
Шурĕ урай тăрăх çветтуй атте.
Эх, пулчĕ çав илемлĕ тетте!
Тепĕр кунне ирхине
Чанĕ чиркĕве чĕнет.
Утрĕ пуп та мухмăрла —
Ваттисене асăнмалла.
Пуçланчĕ кĕлĕ-поминани:
— Со святыми упокой,
Человек-то был такой,
Любил выпить каянни...
— Тпру, стой! — терĕ тиечук.
— Молодая жена! — пĕтерчĕ пуп.
Халăх пăлханчĕ.
Пуп та лăпланчĕ.
Тытăнчĕ пуп каллех асăнма
Хут çинчен вулама:
— Çимеона,
Иоанна,
Демьяна,
Емельяна,
Харитона,
Спиридона,
Тата
Титта....
Им-тата-та-та!
Тит-та та, та-та!
— Тпру, стой! — терĕ тиечук,
— Молодая жена! — терĕ пуп
Чарма пынă арăмне тытса,
Чуптуса.
Тĕнкĕлти-тĕнкĕлти,
Мĕкĕлти-мекĕлти,
Тĕнкки-тенкки,
Ӳсĕр пупа хăлха чикки.
Эх, ну-у!
Халăх чиркӳрен тух та шу.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...