Этем ятне илнĕ этем
— Сывă-и, лайăх çӳретĕр-и? Мĕнле пурăнатăр? — пырса ал патăм ялтан хулана килнĕ юлташа курса.
— О-о, сывă, сывă! Лайăх çӳретпĕр. Питĕ те аван пурăнатпăр.
— Çемьесем мĕнле çӳреççĕ?
— Аван çӳреççĕ. Пурте сывах-ха. Пĕр... карчăк суккăр пулса ларчĕ те, тата ача çăвĕпех çăпансемпе асапланать. Ытти енчен... Э-э лайăх çӳретпĕр. Пурте сывах-ха.
— Больницăна илсе кайса пăхман-и?
— Больницăна... Илсе кайса пăхаймарăм-ха çав. Ерçӳ çук вĕт, хăвах пĕлетĕн. Кунĕн-çĕрĕн ĕçре. Ларса та канмалла мар.
— Çав ĕнтĕ, çав. Чылай ĕçкунĕ ĕçлесе илтĕн пулĕ ĕнтĕ кăçал?
— Чылаййи качки... Нумаях ĕçлеймен вара эп кăçал. Ерçӳ çук, хăвах пĕлетĕн. Ларса та канмалла мар.
— Апла пулсан, пушшех нумай ĕçкунĕ турăн пуль ĕнтĕ. Ĕçкунĕсем вĕсем, ларса канмасăрах ĕçлесен, пушшех нумай пулаççĕ вĕт.
— Çапли çапла та... Эпĕ ĕçлесех кайман кăçал. Ерçӳ çук, хăвах пĕлен. Ларса канма та ерçӳ çук. Хамăр çумри Çтаппансем ĕçлекелерĕç. Иккĕн икçĕр кунран ирттернĕ тетчĕç. Паян та ирех вăрмана тухса кайрĕç. Ерçӳллĕ çынсем вĕт, хăвах пĕлетĕн. Колхоз ĕçĕнчен пуçне урăх нимĕн те тумаççĕ. Кашни кун çавăнтах чаваланаççĕ. Мĕнпур ĕçĕ çавăнта вĕсен.
— Эсĕ те ĕçлетĕн вĕт-ха. Ларса канма ерçӳ çук тетĕн. Апла эсĕ те чылай ĕçленĕ пулас ĕнтĕ?
— Çук. Ĕçлесех каяймарăм эпĕ кăçал. Пĕркунне икĕ кун тухнăччĕ ыраш вырма. Урăх тухаймарăм. Нимĕн тума та ерçӳ çук. Кăçалхи пек канăçсăр çул курман вара эпĕ. Ытла та пĕрре те ерçмелле мар. Тĕлĕнсе кайăн, ачам. Ниçта кайса кĕмелле мар. Вĕтелентереççĕ кăна. Е — пушăт касма хăвалаççĕ, е — çул ĕçне яраççĕ, — е — тислĕк тăкма хушаççĕ, е — çаран çулма, е — тырă вырма, е... Ну, мĕн калаçмалли пур унта. Простă, ĕнсе хыçма ирĕк памаççĕ. Нимĕн тума та ерçмелле мар. Иртнĕ çулсем арăм ĕçленĕччĕ пăртак. Кăçал вăл та пулин тухаймарĕ. Шалтах аптраса çитрĕм ĕнтĕ кăçал. Нимĕн тума та пĕлместĕп. Хăть çурăлса кай çавăнтах.
— Апла сирĕн колхозра кăçал ĕç питĕ те нумай иккен. Ĕçсĕр пурăнма çук. Темĕн чухлĕ ĕçкунĕ тума пулать.
— Ĕçлесен... пулать. Анчах ĕçлеме ерçӳ памаççĕ. Кунĕн-çĕрĕн ĕç тума хушаççĕ. Ăçтан ĕçлесе çитерен? Нимĕн те тумалла мар. Так çаплипех иртсе каять.
— Пушăт касма кайнă-и эсĕ?
— Çук. Ерçӳ çук ара...
— Çул ĕçне кайнă-и?
— Çук, ерçӳ çук тетĕп-çке ара...
— Тислĕк тăкма кайнă-и?
— Пĕр кун та тухман. Ара, каккуй тислĕк тăкма кайма, ларса канма ерçмен.
— Çĕртме тума?
— Çук.
— Çум çумлама?
— Каккуй унта...
— Çаран çулма та кайман-и?
— Çук, ара. Чăнах калатăп: ерçӳ çук.
— Тырă вырма тата?
— Пĕркунне ыраш вырма икĕ кун кайнăччĕ терĕм-çке. Урăх тухман. Çуртри вырма пĕр кун та тухаймарăм. Ниепле те ерçмелле мар. Аптраса çитрĕм ĕнтĕ. Ларса канма та ерçӳ çук. Туршăн та... ĕçпех вилес пулать ара.
— Итле-ха, Михаил Иванч! Ара эсĕ çу кунĕсене нимĕн ĕçлемесĕр ирттерсе янă вĕт. Хĕле кĕрсен чăнах та выçă лармалла килет вĕт санăн?
— Хам та çавна шутлатăп çав. Простă, тĕлĕнсе кайнă ĕнтĕ. Хĕле кĕрсен, темле пурăнас?
— Ĕçлес пулать, Михаил Иванч, çиме пулать. Ĕçлемесĕр ăçтан пурăнма май килет. Хăвах шутласа пăх, Михаил Иванч!
— Тем тĕрлĕ те шухăшласа пăхнă ĕнтĕ. Аптăраса çитрĕм. Таçта кайса кĕрес? Ларса канма та ерçӳ çук. Пĕрмай ĕç патне каймалла. Нимĕн тума та ерçмелле мар.
— Ху ерçӳ çук тетĕн. Паян мĕн туса çӳретĕн вара эсĕ кунта? — Хулара мĕн çухатрăн?
— Вăт калаçа паратăн ара... Ларса канма ерçӳ çук вĕт. Пĕрмай ĕç патне каймалла тенине илтместĕн-им? Вăт тухса уттартăм вара — куçăм ан куртăр тесе. Вăт çӳретĕп вара çакăн пек янкăлтатса ирĕксĕр... Сан пĕр тенкĕ укçа çук пуль? — хăюсăр ыйтрĕ Михаил Иванч.
— Çук. Васкатăп. Сывă пул-ха, Михаил Иванч, — парас укçана памарăм çилленсе.
— Э-э сывă пул! Çĕрпӳ пасарне чуптарас-ха кирек камăн та. Ара, ларса канма ерçӳ çук. Пĕрмай ĕç патне хăвалаççĕ колхозра, — вăраххăн алă парса уйрăлчĕ Михал Иванч.
Пыр та пупле — пулать вĕт этем ятне илнĕ этем!
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...