Каҫӑр Уҫӑп


Ялта та çаплах чĕнеççĕ ăна: «Каçăр Уçăп», — теççĕ.

Каçăр Уçăп вăл чăнах та каçăр, вăрăм çын. Утнă чух вăл вара яланах пуçне каçăртса, кăкăрне мăкăртса çурхи хур аçи пек утать.

Каçăр Уçăп пĕрре вăрмана кайнă. Лашипе пĕртан утса пынă пулнă. Лаши начартарахчĕ. Уçăп лашипе утса пынă вăхăтрах лашинчен иртнĕ, кайнă, хăй те асăрхайман. Яла çитсе кĕнĕ чух Уçăп:

— Но-оо, утарах пар! — тесе çавăрăнса пăхнă.

Анчах Уçăпăн лаши ниçта та курăнман. Уçăп маларах кайсан, лаши урăх çулпа уттарнă пулнă.

 

* * *

— Эс мана паян ан çиллентер, — терĕ Çĕнĕ çул кунне ирхине Уçăп арăмне.

— Ăçтан калама пĕлтĕн куна, ачам? — терĕ арăмĕ Уçăпа хирĕç йăвашшăн.

— Ара, Çĕнĕ çул кунне çилленсен, çулталăкĕпех çилленсе пурăнать, теççĕ те...

— Э-э-э, Каçăрма! — терĕ арăмĕ çавăнтах асăрхамасăр.

— Каларăм вĕт шуйттан карчăкне. Ярса тытсан пĕрре... Тьфу!

Анчах Уçăп çавăнтах Çĕнĕ çул кунхине аса илчĕ те, арăмĕ çине сулахай куç хĕррипе пăхса:

— Эй, Ваççили атте, каçар! — тесе хăй çине хĕрес хурса илчĕ.

Уçăп арăмĕ вĕтеленсе çеç çӳрет. Вăл паян лайăх пĕлет: Уçăп алли ун çине ӳкмест, алăк патĕнчи чăпăркка та уншăн вырăнтан хускалмасть.

— Паян ман аттесем патне кайса килес-ха. Мĕн кунĕпех йăтса ларан пӳртре ку çĕнĕ кĕрĕке, ачам? — терĕ вăл Уçăпа сăмах майĕпе.

— Çĕнĕ çул кунне çĕнĕ кĕрĕкпе пулсан, çулталăкĕпе çĕнĕ кĕрĕкпе пулать тет.

— Пулĕ вăл. Турă усала сиртĕр, — терĕ арăмĕ хаш хуйхăрса.

— Мĕн, эсĕ мана кивĕ кĕрĕкпе çӳретесшĕн-и тата?

— Çук, та-ха, ара...

— Шуйттан карчăкĕ, ан çиллентер тенĕччĕ.

— Ара, пĕр çулне те сивчирпе çăвĕпех кĕрĕкпе çӳрерĕн те...

— Ху пуçна пултăр. Ху пуç... Ах, турă, усала сир!

Уçăп арăмне кашни сăмахрах урлă пырать. Арăмĕ те хăрамасть паянлăха. Мĕншĕн тесен Çĕнĕ çул. Çĕнĕ çул кунне Уçăп ăна «Кай» тесе каласса кĕтмесĕрех, тухрĕ те утрĕ ашшĕсем патне.

Уçăпăн çилленмелли таçтан та тупăнать. Хăйне хăй кĕвĕçсе ларать.

— Шуйттан шăни, — тесе çупса ячĕ хăйне хăй пит çăмартинчен, пырса ларнă шăнана çапас май.

— Мĕн кирлĕ сана, мĕн ман çине пăхан? — терĕ çавăнтах урай варрипе утса пыракан кушакне.

— Кам чуптарать-ши куна ку таранчченех? — тесе юлчĕ кантăк витĕр, урампа иртсе пыракан пĕр çуна çине пăхса.

Ирхине хутса çунтарнă кăмака хĕрӳленсе çитрĕ. Пĕчĕкрех кивĕ пӳрт мунча пек вĕри. Уçăп сарă çĕнĕ кĕрĕкпе, пуçра мулаххай-çĕлĕк... Мĕншĕн тесен... Çĕнĕ çул.

— Никам килсе чĕнекен çук.

Килте кунĕпе урса лариччен тухса утĕччĕ Уçăп пĕр-пĕр çĕре пĕр-ик курка сăрана. Анчах, унран мăшкăланă пекех, никам та чĕнекен çук.

— Хăпарса выртасчĕ кăмака çине, — терĕ каллех урай варринче йăваланса выртакан кушакне.

Кил алăкĕн сасси илтĕннĕ пек туйăнчĕ. Уçăп пăчăртанарах ларчĕ.

— Ман килес. Ăçта кайма тапраннă тата Уçăп пичче? — терĕ пускил ачи Тихăн, васкавлăн кĕрсе.

— Тапраннă сана...

— Атте пичке пуçлама чĕнет те, мăнаккасем килнĕ. Халех пыр,— тесе хăварчĕ пĕчĕк Тихăн.

Уçăпăн чĕри уçăлсах кайрĕ. «Ĕçес, ӳсĕр пулас, анчах никама та парăнас мар. Мĕншĕн тесен... Çĕнĕ çул», — терĕ Уçăп ăшĕнче.

Тухрĕ те утрĕ Уçăп пускиле пичке пуçлама. Килтен тухсанах курчĕ: пĕр тимĕр-кăвак лашаллăскер хытах чуптарса анать кунталла.

— Пăрăнас мар-ха. Çулталăкĕпех пăрăнмалла пулĕ. Хăй пăрăнса иртсе кайтăр манран. Мĕншĕн тесен...

— Эй-эй-эй! Çул пар!

— Паян мĕ-ĕ... Ой-й!

«Паян мĕн кун?» - тесе каласшăнччĕ Уçăп. Анчах унччен те пулмарĕ: турта пуçĕ Уçăпа хулран сĕртĕнсе юр çине ывăтса ячĕ. Уçăпăн сылтăм çанннйĕ юр çине тухса ӳкрĕ — турта пуçĕ татса хăварчĕ.

Кĕрĕкпе кайма çук. Кайса сăхман улăштарчĕ. Сивĕрех пулсан та, чăтас пулать. Мĕншĕн тесен... Çĕнĕ çул.

Курка хыççăн курка. Курка хыççăн курка. Сăмахран сăмах: тĕрлĕрен сăмах.

— Паян Çĕнĕ çул, парăнма юрамасть, — терĕ Уçăп сăмах май.

— Тĕрĕс, пуçна тата çӳлерех йăт! — терĕ Унтри йĕкĕлтесе.

— Сана мĕн?

— Ара...

— Сана мĕн? Э.. Кама... Сана мĕн?

— Çӳлерех çĕкле тетĕп.

Уçăппала Унтри тытăçса ӳкрĕç. Чарма та çук кусене. Уçăп чĕп-чĕрĕ юн пулчĕ. Тула тухса чупрĕ.

— Чипер, Уçăп, — терĕ Унтри.

Аичах унччен те пулмарĕ, тултан кĕнĕ Уçăп яра пачĕ Унтрие пуçран пĕр чăмăр патакпа. Э, парăнма юрамасть вĕт. Мĕншĕн тесен... Çĕнĕ çул!

Уçăп киле таврăнсан паçăр тарăхтарнă кушакпа шăнана темĕн чухлĕ шырарĕ, анчах ниçта та тупаймарĕ. Тупнă пулсан, кăтартатчĕ кусене те пĕрре «Çĕнĕ çул».

 

* * *

— Тăр, Уçăп Хветĕрч!

— Сана мĕн кирлĕ? Э... Сана мĕн...

— Тăр, тăр.

Икĕ милиционер Каçăр Уçăпа кăмака хыçĕнчен туртса кăларчĕç. Унта вăл хăйĕнчен мăшкăланă шăнана шырама кĕнĕ пулнă. Анчах çавăнтах çывăрса кайнă. Мĕншĕн тесен... Çĕнĕ çул!

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: