Анне канлĕхĕшĕн
Эп тĕлĕк курнăçемĕн
Уçать те çенĕке
Кĕрсе тăрать аннеçĕм.
Майлать пуçелĕке.
Вĕçет сапунĕ вăштăр.
Пăшăлтатать тути.
Сăнне çутатнă фосфор.
Сар тупăкăн çути.
Ялан ун куçĕ хупă;
Пырса тăрсассăнах,
Мăкăртатать пĕр хушă,
Тем-тем калать сăмах.
Çук, илтĕнмест халапĕ,
Çитмест ман çывăха.
Аннеçĕм, тен, халь эпĕ
Кĕретĕп çылăха?
Сăнран эс кушăрханнăн
Сăнатăн пĕр кана.
Тен, шутсăр пăшăрханнă
Тăван-пĕтен мана?
Çын хуйхине, тен, маннă?
Çунатăп хамшăн çеç?
Йӳçек, чухлатăп, манăн
Сана çак кучченеç.
Епле куçран эп пăхăп?
Аннеçĕм, ан хашлат.
Шута кайса пĕр вăхăт
Пуçа эс хыпашлан.
Çӳçрен туртасшăн мар-и
Юри ĕлĕкхилле?
Чим, эс кала пуçларăн:
— Ачам, атя киле.
— Ăçтан кун пек хастарлăх?
Пуçу каллех шакла.
Мĕн-ма вара кастарнă
Çӳçна эс салтакла.
— Каллех вут-çулăм шарĕ?
Аннем,
Пурах кунçул, —
Мăнукусем вуншарăн,
Çураласси мĕн чул?
Вĕсем кайса пĕтес-и?
Аннеçĕм, ан хăра.
Çавна шанса аттеçĕм
Пуç хунă вăрçăра.
...Эп тĕлĕк курнăçемĕн
Уçать те çенĕке
Хуллен кĕрет аннеçĕм
Майлать пуçелĕке.
Шухăшсем
Your site's next 10,000 visitors are alr...
I've noticed that your chuvash...
I've recently checked out online casinos...
Imagine a system that gets smarter every...
The AI behind Vantovo never stops learni...
Если вы ищете надежный сервис VPN, обрат...
Real-time keyword scoring...
Our AI-powered traffic solution delivers...
Save on marketing with our AI-optimized ...
I've noticed that your chuvash...