Хури
Аюх,
Нимĕн те çĕнни
Халь çук.
Çапать вăл мĕскĕн
Пĕççе:
Керенски çӳрет
Вĕçсе,
Çĕленĕ питне
Кĕççе.
Керенски... çапла,
Çапла...
Вăл тухнă иккен
Чапла.
Хуришĕн ку паллă
Ят,
Хури шухăша
Каять:
Керенски... çапла...
Ваккат.
Пайтах... Асилсен —
Тĕлĕк:
Вуникĕ çулсем
Ĕлĕк,
Персе вĕлерес
Чухне,
Хăюллă студент
Хутне
Вăл кӳртнĕ Хусан
Сутне.
Тен, халь те пĕр пек
Ĕмĕт...
Анчах хĕп-хĕрлех
Пĕлĕт.
Ӳсет урăхла
Вăй-хал,
Пуçтарчĕ тара
Пăшал,
Шăпах тайгара Шакал.
VII
Хури таврăнать
Киле.
Кăршка, çыннуна
Пилле!
Ан ютшăн унран,
Ан чак,
Куран — вăл суран
Анчах.
Хавшаннă, куран,
Тăнчах.
Вуникĕ асаплă
Çул —
Ăна пăхăнтарнă
Чул.
Ĕлĕк вăйпитти
Йĕкĕт —
Паян вăл — хăрăк
Шĕшкĕ;
Шĕшке шĕкĕлчет
Шĕкĕ.
Кил-йыш палламасть
Кам ку?
Мĕскершĕн-ха, ма
Салху?
Кăкăр таранах
Сухал,
Кĕтеслĕ янах
Ун халь,
Ниçтан паллама
Çук хал.
— Тимуш... Тимухха?
Çавах...
Чухлаççĕ пуль-ха
Çапах
Ыйтаççĕ: ăçтан,
Мĕнтен
Мехелĕ килет
Тĕнчен?
Илет-ши çĕре
Хресчен?
Хури шухăшлать:
— Аха...
Керенски — мăкла
Така.
Вăл çакĕ паха
Ука,
Кунта макăрать
Суха,
Эппин, пуçланман
Пуль-ха...
VIII
Хире кичемлет
Хăмăл,
Салху-çке темле
Кăмăл.
Шаланкă йĕрет
Çинçен,
Эс çав кĕвĕре
Сисен
Такам ĕмĕрĕ
Çинчен.
Ку кам-ши васкать
Çулпа,
Мĕнле мăн каска,
Юпа?
Ку кам пăрăнать
Унтан?
— Тăхта! Чар ăна,
Шуйттан!
Ăçта çăвана
Чупан?
Курмастăн-им эс,
Улпут, —
Ванать, тӳсеймест
Чул çурт.
Илтместĕн-им çак
Сасса:
— Пĕтех, юн ĕçен
Сăпса,
Кăлар ман юна
Хăсса!.
Октябрь! Çунать
Çĕршыв.
Мĕншĕн эп çунат-
сăр-ши?
Октябрь! Часрах
Вăран,
Этем тивĕçне
Тăман
Асаплă чăваш —
Тăван!
Илтсемччĕ, мĕскĕн,
Илтсем:
Çăтмах — çĕнĕ тĕн
Çĕнсен!
Пăхсамччĕ вĕçрен
Вĕçе —
Хĕрессĕр этем
Миçе?
Хĕçе эс ĕнен,
Хĕçе!
IX
Ан чарăн, йĕтре,
Юрла.
Кăвак пăлĕтре
Çурла.
Ан çывăр, çĕнĕ
Хурал,
Октябрь чĕнет —
Хускал,
Тĕлле тĕнчене.
Путвал!
Кĕр-рĕс ишĕлет
Пашне.
Тустар, ан шелле
Ăшне.
Çак ылтăн калпак —
Пире,
Вăл пирĕн халпа
Хитре,
Шăратăр унтан
Йĕтре!
Çак тутлă эрех —
Ман юн,
Эп пурпĕрех —
Мĕльюн...
Чипер çарамас
Хĕртен
Çаратар алмас,
Мерчен.
Вăл пирĕн хавас,
Пиртен!
Мĕльюнлă сасса
Пĕр сас
Ăçтан каласа
Парас?
Анчах мĕльюнтан
Пĕри —
Чăвашшăн тăван
Хури —
Пулса-мĕн наган
Хурри.
Çак пысăк хуйха
Пĕлме
Сĕмленчĕ çăка,
Йĕлме.
Калан, никамах та
Çук,
Çил çеç такама
Хăш чух
Чӳклет тем амак
Учук.
Х
Çулсем шăвăнаç
Пĕр май,
Каллех вăранать
Сăрнай.
Каллех шеремет
Тухья
Тухса илемлет
Туя.
Сӳнмест-мĕн ĕмĕт,
Туян.
Кун-çул ĕмĕре
Çеçке,
Ĕмĕр тĕрмере
Кĕске.
Анчах асăрха,
Сăна
Экран çийĕнчи
Çынна
Палларĕ мĕнпур
Хăна.
Çитеймĕ эппин
Çăва,
Куран — миçе пин
Чăваш
Унпа пĕр кавар
Çак кун:
— Паян Шупашкар
Ман чун,
Юлташ, алă пар,
Ыр сун...
Çитмен ĕмĕтсем
Çитсен,
Аваллăх тĕксĕм
Иккен.
Анчах вăл асапсăр
Мар,
Кĕлленĕ пайтах
Кăвар.
Ăна та пуçа
Таяр.
Çухалнă ята
Тупсан,
Чуну хĕпĕртет пуль
Сан.
Анчах ятсăрри
Миçен,
Çĕклентĕр тăпри
Вĕсен!
Çак юрă Хури
Çинчен...
Agabazar (2014-10-24 18:41:45):
ХУРИ
сонет
Ирĕке кĕрешӳсĕр илеймĕн.
Тимофей Николаев (Хури)
Ячĕпе паян кун кам киленмĕ?
Хура халăхшăн çуннă чĕри!
Кĕрешӳ çухатусăр пулаймĕ.
Тимахвийĕн шăпи те тискер.
Темĕн тĕрлĕ хĕн-хур курнăскер,
Йăнăш утăм та тунă чылай-мĕн.
Урăха та манмашкăн май çук:
Хусанти тĕрмере ларнă чух
"Чăваш халăх историне" çырнă.
Вăл унпа хавхаланнă иккен.
Чăнахах та, пулни-иртнинчен
Уйăраймĕ пире нимле ширма!