Эх, çак Укçине...


Йĕпхӳ çаплах тĕтреленсе пĕрĕхет. Анчах михĕсем йĕпенесрен тек хăрама кирлĕ мар ĕнтĕ, Анук вĕсене улăмпа шанчăклах витсе çитерчĕ.

Анука нимрен ытла Укçине таçта кайса çухални хытах пăшăрхантара пуçларĕ.

— Пăрахсах кайрĕ-ши вара вăл?

— Эс ун умĕнче чĕркуççипе шума ан тăрăш. Ниçта та каяс çук, — терĕ Улатти. — Саплăк юлмиччен йĕпенсен, хăех таврăнĕ ак. Атя, эсĕ мана машинăна çак шуйттан лачакинчен кăларма пулăш. Ытти вара ним те мар...

Çав вахăтра Укçине пуçĕнче пĕр шухăш кăна çавăрăннă.

Хытă юрататчĕ-çке вăл Улаттие. Юратмасăр. Унăн ашшĕ вăрçăра вилнĕ. Хуçалăха хăй тытса пырать. Колхозра та лайăх ĕçлет. Темиçе хутчен Хисеп хăми çине çырчĕç ăна.

— Çавăн пек вăйлă, илемлĕ çын та вак-тĕвек чунлă пулма пултарать-ши?.. — тесе, Укçине кĕрхи çĕртме сухи тăвакан трактористсен уйри будки патне çитрĕ. Çитрĕ те тек ĕнтĕ хăйĕн шухăшĕсене манса кайсах, будкăна кĕчĕ.

Нар çинче сухалланнă, хура питлĕ, кивĕ комбинезон тăхăннă çын выртать. Вăл хăй патне пач кĕтмен çĕртен чип-чипер хĕр пырса кĕнĕрен пĕр вăхăт çухалса кайрĕ. Нар çинчен сиксе тăчĕ те ним ăнланмасăр пăхса ларчĕ.

Укçине ăна хăйсен инкек-синкекĕ çинчен каласа пачĕ те пулăшу ыйтрĕ.

— Тракторпа-и?.. — тин ăнкартса илчĕ лешĕ. — Ан та кĕт, ача, майра-хĕр. Çакăн пек çанталăкра ырă хуçа йыттине те ниçта кăлармасть.

— Кунтан инçе мар вĕт-ха, алăпа кармашсан çитме пулать.

— Кайран эс пире бригадирпе мĕнле саплаштарас тетĕн? Горючи пĕтет-и? Уссăр çул тунăшăн пире пуçран шăлса ачашламаççĕ. Мĕн эс, ĕлĕкхи единоличник пек куратăн-и: лашуна кӳл те тух та кай.

— Ăçтан тупăннă эс кунашкал хыт кукар? Эсĕ леш юмахри Пăрçа патша патĕнче ямшăкра пулман-и?

— Ай-уй, эс, майра-хĕ-ĕр! Пит çивĕч кастаратăн-çке? Пирĕн кунта дисциплинă пур-и, çавна кала? Леш, анархистсемпе ĕлĕк мĕн тунăччĕ-ха?.. Çавна ăнлан.

— Эс те ăнлан. Тен, ху комсомолец пулĕ-ха. Эпир çумăр айĕнче çĕр каçсан, пирĕн фермăра мĕн пулать?..

— Ферма... Вăл — сирĕн ĕç.

— Эсĕ, тусăм, парти историне кăлăхах вĕренетĕн курăнать. Ферма ĕçĕ — патшалăх ĕçĕ мар-и-ха? Э?.. — Укçине хăюллăнах наступление куçрĕ. — Пирĕн ферма пĕлтĕрех Америкăран иртсе кайнă. Тата нумай иртсе каймалла! Çак çулсенчех ик-виçĕ хут иртсе каймалла! Çавăнпа пире патшалăх комбикорм парса пулăшать. Пĕлетĕн-и çавна? Пĕлетĕн-и? Апачĕ хамăрăн та пур, патшалăх тата лайăхрах пултăр тесе пулăшать.

— Ай-да-а! Сана çĕнтерме çук, — аллипе сывлăша касрĕ тракторист. — Ну, мĕнех-ха апла, атя эппин, агитатор юлташ!..

Улаттипе Анук тем чул тĕрмешсен те машинăна вырăнтан тапратаймарĕç. Кирек ăçтан пулăшу кĕтме те çук. Улатти кĕсйинчи пирусне те тахçанах туртса пĕтернĕ.

— Кĕрсе выртам та çывăрам пĕрре! Эсир хуть те мĕн тăвăр, — терĕ вăл, тарăхса. Кабинăна кĕрсе алăка шалтти хупрĕ те, чăнах та, ларкăч çине хутланса кĕрсе выртрĕ.

Ним тума пĕлмен Анук темиçе хутчен машина тавралла утса çаврăнчĕ. «Кунтах çĕр каçма тивĕ-ши?» — теçе, вăл тем тĕрлĕ шутласа пăхрĕ. Шăл çав вăхăтра таçта аякра трактор кĕрленĕ сасă илтĕнчĕ. Анук чарăнса тăрсах ăна тăнларĕ. Трактор сасси çывхарнăçемĕн çывхарать. Вăл сасса илтсе, Улатти те кабинăран сиксе тухрĕ.

— Трактор, — терĕ вăл, ун еннелле кармашса пăхса. — Ах шоссе еннелле çаврăнса ан кайтăрах ку. Чим, Анук, кунталлах килет мар-и? Кунталлах вĕт, пăх-ха!

Трактор, чăнах та, вĕсем патнеллех тĕллесе пырать...

...Тепĕр кунне каçа хирĕç çанталăк уяртрĕ, чиперленчĕ. Хĕвел пăхса ячĕ. Çавах сулхăн та нӳрĕ-ха. Касса вĕрекен çил çаралнă йывăçсен юлашки çулçисене ӳкерет. Таçта пĕр ула курак, хăй тăлăха юлнăн, хурланнă евĕр кăранклатать.

Клубран пĕчченех тухнă Улатти пуçне усса ерипен утрĕ. Чĕрере пĕрре те лăпкă мар. Комсомолецсен пухăвĕнче ăна хытă ятларĕç. «Ĕçре йывăр килсен, юлташĕсене манать», — терĕ Укçине. «Акă сана çураçнă хĕрӳ, пулас мăшăру».

Улатти çав каç çĕрĕпе çывăраймарĕ. Ир енне ун ыйхи пушшех те вĕçсе кайрĕ. Паян каçпа туй пулмалла, хăнасем пухăнмалла... Улатти тăрса тумланчĕ те кăвак çутăллах Укçине патне тухса утрĕ.

Укçине амăшĕ килте пĕчченех. Вăл ирех тăнă та килти выльăх-чĕрлĕхе пăхма тухнă. Унтан иккĕш пĕрле пӳрте кĕчĕç.

Акă Укçине пӳлĕмĕ. Унта таса, ирĕклĕ. Çемçе тӳшек кăпăшшăн хăпарса тăрать. Этажеркă çинчи кĕнекесем шăрçа ярăмĕ пек илемлĕ курăнаççĕ. Чечек çеçкисем тин кăна тухнă пек ешĕл симĕс. Пур çĕре пăхсан та, тирпейлĕ алă ĕçлени курăнать.

— Укçине ăçта кайрĕ ирех?

— Мĕн пулнине пĕлместĕп. Çĕр каçиччен çывăраймарĕ. Паян ирех хулана экзамен тытма тухса кайрĕ.

— Хулана?.. Экзамен тытма?..

— Ял хуçалăх институтне вĕренме кĕресчĕ, тет. Заочнă терĕ-и çав?

— Вара мĕнле?.. Туй?..

— Пĕлместĕп çав, пĕлместĕп. Вăл çавăнта, сĕтел çине сана валли хут çырса хăвартăм, терĕ.

Улатти йăпăр-япăрах Укçине сĕтелĕ патне чупса пычĕ. Сĕтел çинче, чăнах та, чернилпа çырнă пĕчĕк хут татăкĕ выртать. Улатти ăна илчĕ, вуларĕ. Ĕненмерĕ курăнать, татах вуларĕ. Вара хутне кĕсйине чиксе, ерипен кăштăртатса тухса кайрĕ.

Ытла та пăчă пек пулса килчĕ ăна. Те çавăнпа, хăйне хăй пĕлмесĕрех уя тухрĕ.

Кĕркуннехи уй пушă, тăлăх. Улатти чарăнса тăрса каллех Укçине çырса хăварнă хута вуларĕ.

«...Эпĕ сана ниепле те ăнланса илеймерĕм, анчах туй тума васкама кирлĕ маррине сисетĕп...»

— Мĕн туса хутăм эпĕ? Мĕн хăтлантăм? Шӳт тăвас терĕм-и е хамăн тăмсайлăхпа-и? — ним тума пĕлмесĕр тăчĕ Улатти. — Эх, Укçине, каçар, эпĕ те халь тин сан шухăшна ăнлантăм. Каçар...

Вăл йывăр ыйхăран вăраннă чухнехи пек куçне шăлса илчĕ те таçта аяккалла тинкерсе пăхрĕ.

Хĕвелтухăçĕнче шурăмпуç вылять. Кĕçех хĕвел тухмалла. Çĕнĕ кун пуçланать.

■ Страницăсем: 1 2

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Геннадий Петров (2023-01-18 14:50:39):

Пĕрремĕш йĕркесенченех паллă пулчĕ калав пит аван вуланасси , вăйлă !

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Agabazar (2023-03-20 10:57:05):

Хыçалтан вулама пуçласа пăх-ха тепринче

Шухăшĕ: вăйлă

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: