Тĕл пулăпăр чунсен ытамĕнче


(Куларах, васкавлăрах). Тинех тăна кĕчĕ, çемьенех таврăнчĕ терĕн пулĕ кăштахран. Тепринпе йăлăхрĕ терĕн-тĕр. Санпа лăпкăнрах, ăшшăнрах калаçма пуçларĕ упăшку, çапла-и? Санăн та, ăна кура, хитререх курăнас, хваттере хăтлăрах тăвас килчĕ пулĕ. Вăл килнĕ çĕре кухньăран тухас та килмест, тутлăран та тутлă апатпа сăйлас килет хăвăн арçыннуна, çапла-и? Çапларах шухăшланă эсĕ юлашки вăхăтра. Анчах çук, йăнăшатăн, эпĕ çуккине пула мар, шăпах эпĕ пуррине пула çапла йĕркеленчĕ-майлашăнчĕ сирĕн пурнăç. Ан чăмăрта, ан лутăрка хут таткине, пит-куçна тарăхупа ан пĕркелентер, сана асаплантарас килмест манăн. Эппин, мĕншĕн çыратăп? Пĕлместĕп... Халĕ эсĕ килте пĕччен пулнине, Ултияр вара дачăна ун-кун илме вĕçтернине те питĕ аван пĕлетĕп. Унтан вăл тӳрех кунта килет. Ыранхи уяв пирки калаçма. Çапла, ыран, 18-мĕш числара, санăн çуралнă куну. Виçĕ çул аслăрах-мĕн эсĕ манран...(Чӳрече патнелле утать. Уртăнса, урамалла пăхать). Çук-ха, курăнмасть. Пĕлетĕн-и, Марина, — куратăн, ятна та пĕлетĕп эпĕ санăнне, — кунта санăн айăпу та çук мар.

Çулла паллашрăмăр, пĕрлешрĕмĕр эпир санăн упăшкупа. Экзаменсем пыратчĕç. Йĕрке тунă çĕрте, унта асли пулса ĕçлетчĕ вăл. Темшĕн ытла та пĕччен, тăлăх курăнчĕ ун чух Ултияр. Çав вăхăтрах унра (Хăй те хăпартланса, Ултиярпа мухтанса) вăрттăн вăй-хăват тапса тăни сисĕнчĕ. Хăнана пырас кăмăлĕ пуррине пĕлтерсен — хирĕçлеймерĕм. Çывăхрах хутшăнусем çинчен систерсен вара... (Çак вăхăтра чӳрече кантăкне темĕн пырса çапăнни илтĕнет. Аса-илӳ авăрне кĕрсе кайнă Пинерпи пуçне çĕклет). Мĕн сасси ку? (Унталла-кунталла пăхкалать те, каллех пуçне чикет. Чӳрече кантăкне каллех темĕн пырса çапăннипе чанк-к-к! туни илтĕнсе каять. Пинерпи, тинех ăнланса илнĕн, чӳрече патне чупса пырать, ĕненмесĕр тенĕ пек пуçĕпе сулласа илет, кулса ярса, аллипе саламласа илет).

Пинерпи: Сала-а-ам! Сала-а-ам! Часах уçатăп!.. (Хваттер алăкĕнчен чупса тухса каять те, самантран тенĕ пек пӳлĕме айкашса — кулса Ултиярпа Пинерпи кĕреççĕ. Ултияр аллинче пысăк сумка).

Пинерпи: Епле хăвăрт çӳретĕн эс, Ултияр! Анчах кайса килмелли пур тесе шăнкăравларăн, халĕ, акă, кунта.

Ултияр (Ытарлăн кулса): Дача хулапа юнашарах. Ку — пĕрре. Урамра чăтма çук шăрăх. Ку — иккĕ. Виççĕмĕшĕ те пур. (Сумкăран темĕн кăларса çурăмĕ хыçне тытать). Хăш аллинче? Пĕлсен — паратăп.

Пинерпи (Телейлĕн те кутăнлашнăн): Пĕлмесен вара? (Вăрттăн Ултияр çурăмĕ хыçнелле пăхасшăн. Ултияр аллисене кăтартасшăн мар туртăнкалать). Ну-у-у, Ултияр, усал та иккен эсĕ. Кăтарт, эппин, сулахай аллуна.

Ултияр (Çырласене сылтăм аллинче тытнă пулин те): Маттур, Пинерпи! Тĕрĕс пĕлтĕн! (Сылтăм аллинчен сулахайне хăвăрт кăна куçарса çырла çыххине Пинерпие тыттарать. Пĕр çырлине татса илсе, Пинерпие хыптарать).

Пинерпи (Çырлине çыртса илет те, çуррине Ултияра хыптарать): Пур — пĕрле, çук — çурмалла тенĕ пирĕн мăн асатте-асаннесем. (Сасартăк салхулланса, пĕр вăхăт шухăша каять. Унтан, тăна кĕнĕн). Ултияр! Ман санпа калаçмалли пур. Анчах малтан кофе ĕçтерем-ха сана. Ку çырласене вара çупкăмĕпех хăварăпăр. Типĕтетĕп те, икэбана пек пулĕ. Шел кун пек илеме пĕтерме. (Хăй, калаçнă хушăрах, залри пĕчĕк сĕтел çине пуçтарать: кухньăран кофе ĕçмелли пĕчĕк çеç икĕ чашăк, ун-кун илсе килет, сĕтел çине вырнаçтарать). Хама чĕрĕ чечек-çеçке парнелекенсене вăрçас та килет манăн. Кĕлчечек, акă, Ултияр (Ун çине диван çинче куларах пăхса ларакан Ултияр çине пăха-пăха илсе), нумайран та 1-2 талăк чĕрĕ-сывă курăнса ларать. Унтан — шанать. Таçта Голланди таврашĕнчен те илсе килеççĕ пирĕн Шупашкара кĕлчечеке. Çавăн чухлĕ укçа тăкса, çавăн пек инçе çул тăрăх... Ăнланмастăп. (Хавасланса). Эсĕ кил кунтарах. (Аллине сĕтел хушшинелле сĕлтсе кăтартать). Çавăнпа, чĕрĕ чечек-çеçкен кун-çулне кăштах та пулин вăрăмлатас тесе, эпĕ вĕсене типĕтетĕп. Акă çапла кутăн çакса хуратăп та шанма пуçласан, типсен çиелтен лак сапатăп. (Туса, тытса кăтартать). Тĕлĕнмелле хитре икэбана пек курăнать.

Ултияр (Пинерпие тимлĕн сăнаса-сăнаса тинкерет): Мĕн пулнă сана, Пинерпи? Салху эсĕ, яланхи пек хаваслă та мар. Чечек çинчен калаçатăн, — анчах урăххи çинчен шухăшлатăн. Мĕн пулнă сана, ылттăнăм? Кил-ха, лар юнашар, кофе ĕçер. «Кофе тăн-пуçа уçать, пуç мимисене ĕçлеттерет» тетĕн-и-ха эсĕ? (Пинерпие юнашар лартасшăн, анчах лешĕ, çаплах темшĕн пăшăрханса, тем пирки шухăшласа, Ултияр аллинчен вĕçерĕнет).

Пинерпи: Кофе? Мĕн терĕн эсĕ кофе пирки? Çапла, кофесĕр пурăнаймастăп. (Шеллевлĕн кулса). Анне те, авă, кофе ĕçсех вилетĕн ĕнтĕ тесе вăçать мана. Эх-х-х, анне, анне! Шеллет вăл пире, хăйĕн хĕрĕсене. «Мĕншĕн нихăшĕн те ăраскалĕ телейлĕ пулмарĕ-ши?» — тесе ялан калать. (Хашлатса сывласа илет). Çапла-а-а, темшĕн çукрах пирĕн йăхра арçынĕсемпе телей курса пурăнакансем. Юрĕ-ха, Ултияр, кирлĕ мар мана шеллеме. Кирлĕ мар... (Сăвă вулама тытăнать).

 

Ан макăрăр, хĕрсем, макăрма кирлĕ мар,

Хамăр вăйсăрлăха кăтартма кирлĕ мар.

Юлăр пĕччен — пĕлĕр чăтма.

Пĕр ӳкĕнӳсĕр, пĕр тарăхусăр —

Вĕренĕр, хĕрсем, тасан юратма...

 

Мария Волкова сăввиччĕ пулас. О-хо-хо, мĕншĕн ухмах-ши эпир, хĕрсем, çамрăк чух? Шкулта вĕреннĕ чухнех салтака ăсатса ятăм пĕрне. Кĕ-ĕ-ĕске çырусем çыратчĕ çартан, эп сан пек пултараймас, сăмах çăмхи манăн пĕчĕк тетчĕ. Кĕтсе илтĕм. Иксĕмĕр те Шупашкара вĕренме килтĕмĕр. Тĕрлĕ аслă шкулта вĕренме тытăнтăмăр. Çакă уйăрчĕ те пулĕ ĕнтĕ пире. Ытла та шухăшсăр, паянхи кунпа пурăнса юлас тени пулчĕ-тĕр вăл студент çулĕсем. «Кай тасал! Урăх сулланса ан çӳре ман пата!» — теттĕм. Турăçă-ă-ăм! Нивушлĕ çавăн пек чунсăр пулма пултарнă эпĕ ?!. (Ултияр çине каласан лайăхрах пулать-ши е каламасан, тенĕн пăхать те). Йывăрлă çынран унăн каччине туртса илсе тĕрĕс турăм-и-ха тата?! (Чунран тухкан асаплă сасăпа, кăшкăрнăн). Ултияр! Тĕрĕс тунă-и-ха эпĕ? (Ултияр Пинерпие хăй ытамне илсе, унăн куçĕнчен куççулĕсене шăлать, Пинерпие куçĕсенчен чуптăвать).

Ултияр (Шухăшлă сасăпа): Кам пĕлет ĕнтĕ, Пинерпийĕм, кам пĕлет. Кашниех йăнăшатпăр пурнăçра. (Лăплантарнăн). Пĕр йăнăш та тумасан тата ытла та кичем пулĕччĕ вĕт-ха.

Пинерпи (Кăшкăрса тенĕ пек): Ултияр-р-р! Анчах мана пула амăш варĕнче 5 уйăх аталаннă ача çут кун курайманнине Турă каçармĕ çав ĕнтĕ. Хама хам та куçармастăп, нихăçан та каçармастăп...

 

Çутă ерипен сӳнет.

 

2 картина.

Ĕçсем малалла каллех 1990-мĕш çулсенче пулса иртеççĕ. Кафе. Сĕтел хушшинче хĕрпе каччă лараççĕ. Хĕрĕн çире пурри палăрать. Вĕсем кунта тахçантанпах пулни сисĕнет. Умĕсенче ларакан чей чашкисем те пушах.

 

Вера (Хыттăн): Эсĕ, Сергей, манран темĕн пытаратăн. Ăçта Мишша? Часах килет терĕн. Мĕншĕн халĕ те çук вăл? Мĕншĕн вокзалта мана эсĕ кĕтсе илтĕн? (Юнашарти пукан çинчи сумкине йăтса ура çине тăрасшăн пулать). Юрĕ, каласшăн мар пулсан, хамах пĕлĕп. Çулне пĕлеп...

Сергей (Ниçта кайса кĕме аптраса): Лар-ха, эсĕ, лар, Вера. (Вăйпах Верăна каялла лартать). Лăпкăрах пул, çынсем те пăхаç, ав, пирĕн çине.

Вера: Сергей! Мĕн пытаран?! Хăвăрт кала! Курап вĕт-ха, тем пытаран манран.

Сергей (Иккĕленсе ларать, унтан çирĕппĕн): Вера! Мишша авланать...

Вера (Йĕкĕлтеререх сасăпа): Лайăх хыпар! Эппин, эпĕ те качча тухатăп!

Сергей: Çук, Вера, урăххине качча илет вăл...

Вера (Сиксе тăрать, чĕтрекен сасăпа, ĕненмесĕр): Эс мĕскер калаçан, Сергей? Хăвăн чи çывăх юлташу пирки çапла суйма юрать-и вара? Кĕтменччĕ санран... (Лăшт! пулса, вăйран кайнăн, сулăнса каять. Сергей, хăвăрт тăрса, ăна ӳкесрен тытса ĕлкĕрет, пукан çине вырнаçтарса лартать).

Вера (Вăйран кайнăн): Чăнах-и ку? (Сергее куçĕнчен тем кĕтнĕн тинкерсе пăхать). Ăнланмастăп, мĕн шухăшлă эсĕ...

Сергей (Верăна куçран пăхма хăяймасăр): Çапла, Вера, улталамастăп сана. Туй кунĕ те паллă. (Тарăхса). Ăнланмастăп, ăнланмастăп ăна! Пуçне çухатрĕ тейĕн... Тепĕр тесен, Вера, мĕн кĕтнĕ эсĕ унран? Эс — Ульяновскра, Мишша — Шупашкарта. Ун чĕлхине пĕлен — пыл та çу. Ăçта кăна çитмерĕ, кампа кăна пулмарĕ. (Аванмарланса). Мĕн, ĕненместĕн-им? Хăйĕнчен аслăраххисене те тиркемест. Повар та пур ун, сутуçă та. Пурăнма пĕлет. Лешсем выçă студента апатне те çитереççĕ, кĕпи— тумне те çуса параççĕ.

Вера (Тăрăхланăн): Ыттине те тăваççĕ, пĕлетĕп. Унсăр пултараймасть вăл. (Хăй çине тĕлĕнсе, куçне чарса пăхакан Сергей çине пăхса, хăйĕнчен мар, урăх çын çинчен йĕкĕлтешсе-кулса каласа панăн). Мĕн пăхатăн? Шупашкартан Чĕмпĕре çавăн пек аякри çула пăхмасăр ахальтен пырса çӳрет-и-ха Мишша? Юлташна лайăх пĕлетĕп тетĕн вĕт... (Тем вăхăт шухăша кайса ларать). Кам вăл?

Сергей (Ăнланмасăр): Кам? Мишша-и? Çын...

Вера (Сыпăкăн-сыпăкăн тенĕ пек): Кама качча илет Мишша?

Сергей: Пинерпие... (Урăх нимĕн те каласшăн мар пулса шăпланать).

Вера (Васкатса): Вара... Малалла кала... Чĕлхӳне çăтса ятăн-и-мĕн?

Сергей (Вĕриленсе кайса): Мĕншĕн манпа çапла тарăхса калаçатăн эс? Эпĕ айăплă-им Мишша авланнăшăн?! (Вера шăп-шăпах, вăл мĕн каласса кĕтсе ларнине кура, лăпланнă пек пулать). Мишша авланать, Вера. Хĕрĕ Пинерпи ятлă, хăйпе пĕрлех вĕренет. Загса заявлени кайса панă вĕсем. Июльте туйĕ пулать. (Калас-и, калас мар-и тенĕн, тытăнарах). Эс, Вера, мана ан çиллен. Мишша мана: «Юлташсен пĕр-пĕрне пулăшмалла-и? — терĕ. Ăçтан пĕлме пултарнă-ха вăл мана çакăн пек ухмахла ĕçе хутшăнтарса ярать тесе? Паллах, пулăшмалла, терĕм. Çитменнине укçа-тенкĕ тĕлĕшпе те ялан Мишша пулăшать те хама. (Каллех хăйпе хăй вĕриленсе). Кун пек калаçу пуласса пĕлнĕ пулсан-и, ни за что (Аллипе касса татнă пек хускану туса илет) килĕшместĕмччĕ. Сан телеграммуна хĕрĕ, Пинерпи, илнĕ. Хăвах ăнланма кирлĕ мĕн пулса тухнине. Мишша чупкаларĕ кăна. (Тем аса илсе, чăхлаттарса кулса ярать. Унтан, Вера çинчен аса илсе). Каçар, Вера, чăтаймарăм. Ульяновск автобусне кĕтсе ил, Вера килет, ăнлантар ăна, эпĕ авланнине кала, ман пата общежитие килме юрамасть тесе кала, тем пулса тухĕ, терĕ. Каялла кайма Ульяновск автобусĕ çине билет илсе пар, лартсах яр, терĕ. Акă, укçине те пачĕ. Билетне сана хамах илсе парăп, юрĕ-и, Вера?

■ Страницăсем: 1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: