Станцăра


— Сабира! Итле-ха мана. Санăн çутă сăнна курса пĕтĕм çакăнти вăрман, пĕтĕм çĕр — акă умрах ӳсекен сарă чечексем те, пĕтĕм ешĕл курăкĕ те, курăк айĕнчи сивĕрех тăпри те, ăçта килчĕ унтах выртакан хăрăк патак татăкĕсем те е тата пĕчĕк улăм çӳпписем те — пурте... пурте сана мухтаса тăнă пек; çав тери чипер те çав тери илемлĕскер çинчен хитре юрăсем юрласа пурте... пурте ташша янă пек...

Сабира çав сăмахсене илтсен хăйĕн тăп-тăп чăмăр кĕлеткине ларнă çĕртех лăс-лăс тутарса кăшт силлентерсе илет те Георги аллине паçăрхинчен темиçе хут та хытă ыраттармаллах чăмăртать, Георгин сăнчăрланнă чĕри те сăнчăрĕсене татса ирĕке тухасшăн пушшех хыттăн тапа пуçлать.

— Ытла та лайăх-çке çулла вăрманта ларма!..

— Йывăç пахчинче те пит аван. Пирĕн Хусанта сад пур та, манăн çулла садран тухас та килмест. Сулхăнта выртма пит лайăх-çке!

— Шăпчăксен юррине итлесе выртма тата лайăх вĕт?

— Ой, шăпчăк тесенех хамăн та юрлассăм килсе каять.

— Тутар юррисем пит сăвăллă пулаканччĕ. Юрласа кăтартмăн-ши, Сабира?

— Куратăн-и, Георги, вон-н унта пĕр хитре кăвак чечек пур, çавна татса пар та, вара юрлăп...

Георги Сабирăна чечек татса парать, Сабира тутарла юрласа ярать:

 

Çулла пулсан сад пахчине тухатăп эп пĕр-пĕччен,

Çĕмĕрт айне, курăк çине выртаттăм эп сулхăна!

Пахча тулли чечеккисем — илĕртеççĕ куçăма:

Шăпчăк юрри шăрансанах яратчĕ вăл шухăша.

 

Сабира юрласа пĕтерет те юррине вырăсла ăнлантарса парать.

— Лайăх-и? — тет Георгие.

— Аван та... анчах эпĕ унашкал юрăсене сахал пĕлетĕп.

— Мĕнлисене пĕлетĕн эсĕ чăвашлисенчен? Ну, эппин, юрласа кăтарт-ха хăшне те пулин.

Георги чăвашла юрă юрласа кăтартать:

 

Çулла пулсан уй-хирсенче ирттеретпĕр вăхăта,

Хĕртсе хĕвел пăхнисенчен хăрамастпăр шăрăхра.

Тыр вырнă чух кăнтăрлара каяттăмăр çăл умне;

Тӳрри пулсан кулкаласа илеттĕмĕр ун чухне.

 

Георги хăй юррине вырăсла куçарса парсанах Сабира хăй хул айĕнчен тытнă Георги аллисене тӳрех аяккалла сирет те:

— Эсĕ хресчен ĕçне юрататăн-и? — тет.

Георги хĕр мĕншĕн апла ыйтнине пĕлнĕ пекех çапла калать:

— Пит йывăр вăл хресчен ĕçĕ, анчах... темшĕн эпĕ ăна юрататăп.

— Ах, — тет Сабира, — тем парсан та эпĕ ялта пурăнассăм çук. Мана качча пыма ыйтакан пур, ялта çĕр ĕçĕпе пурăнаканскер, пит пуян килтен хăй: виçĕ лаша, икĕ ĕне тата ытти выльăх та нумай усрать... Вăл киле эпĕ тем тусан та каяссăм çук. Унта кайсан ĕçлесех вилес пулать... Хулара пурăнма лайăх. Пирĕн атте ĕлĕкренпех сутă туса пурăнать те, лапах лăйăх: нимскер хура тăпрапа вараланасси те çук. Пушă вăхăтра эпир романсем вуласа киленетпĕр. Çулла вăрманта та пахчасенче савăнатпăр, шыва кĕме çӳретпĕр. Тата театрсем, киносем, цирксем — эх, мĕн-мĕн çук хулара!..

«Тем парсан та эпĕ ялта пурăнассăм çук... ĕçлесех вилес пулать» тесе Сабира калани Георгие çавăнтах шухăша ярать. Тем, Сабирăпа ĕмĕр пĕрле пурăнма шухăш тытнă çын пек, Георги хăйĕн килти тăванĕсем, ашшĕ-амăшĕ çинчен шухăшласа илет. Ашшĕ-амăшĕ унăн хастар, ĕçе юратакан, ĕçрен таракансене шутсăр курайман çынсем. Вĕсемпе, пуринчен ытла амăшĕпе, танлаштарса пăхать те Георги Сабирăшăн хĕрелнĕ пек... кăшт намăсланнă пек пулать... Сабира умĕнче хуйха ӳкет.

Сабира хăйĕн пуçланă сăмахне каласа пĕтереймен-ха.

— Çапла мар-и, Георги? Кала-ха!..

— Темле... пĕлместĕп.

Сабира хăйĕннех ĕнентересшĕн. Акă вăл станцăра ĕçлекен чăвашсем çинелле тĕллесе кăтартать.

— Пăх-ха, — тет Георгие. — Ялта вĕсем вилес пек ĕçлеççĕ. Пурĕ пĕр лайăххăн пурăнаймаççĕ: çав-çавах таса мар, йĕрĕнчĕк çӳреççĕ... Ой, кирлĕ мар! Кирлĕ мар яла кайма!.. Эпир хура тăпрапа вараланмасан та аван пурăнатпăр. Нихçан та выльăхла нумай ĕçлесе курман, нихçан та тусан ăшĕнче пурăнман. Ой, кирлĕ мар мана хресчен килĕ, кирлĕ мар... хуларах пурăнма лайăх. Çапла вĕт.

Георги, тем, Сабирăпа яла пурăнма каяс çын пек, каллех ял шухăшне каять. Ялти пурнăçа, ялта хăй епле пурăннине, ĕçрен хăрамасăр ака-суха тунине, тырă вырнине аса илет. Уншăн хресчен ĕçĕ çăмăлах пулмасан та йĕрĕнсе тумалли ĕç мар: вăхăчĕ-вăхăчĕпе, пуринчен ытла уй-хирсенче ĕçленĕ чух, халăхпа, çынсемпе пĕрле хавасланса та хĕпĕртесе тумалла ĕç пек пулать.

Сабирăна хирĕç вăл татах:

— Пĕлместĕп, — тет.

Хăй çавăнтах пĕрре Сабирăпа ларнăшăн, ăна юратса кайни çинчен ытла малтанах пĕлтерме васканăшăн кăшт намăсланса илнĕ пек пулать. Тепре тата уншăн та мар. Сабира ĕçрен хăранăшăн ăшĕнче хĕрелсе илнĕ пек пулать...

— Кала-ха, Георги? Кала! — тет Сабира. — Ма эсĕ пуçа усрăн?.. А? Мĕншĕн апла? Пăх-ха, эпĕ чечексем татрăм: сарри, кăвакки, кĕренни — тем тĕрли те пур!..

Георгие ĕнтĕ нимпе те хаваслантарас çук. Унăн ăшĕ çунмаллах çунать. Пуçĕнче тĕрлĕрен шухăшсем çӳреççĕ.

— Мĕн пулчĕ-ши паян? Мĕн куртăм-ши эпĕ?.. Чипер вăл, çав тери чипер!.. Анчах шухăшĕ унăн... ăс-пуçĕ унăн... Ах, чипер вăл, ытла чипер!.. Юратрăм эпĕ ăна, хытă юратрăм... Анчах эпĕ пĕр тĕрлĕ шухăшлатăп, вăл — тепĕр тĕрлĕ... Ах, чипер вăл, чипер!..

Георган çавăн пек шухăшсем пуçĕнчен каймаççĕ. Ăшĕ унăн вут пекех çунать.

Сабира Георги çаплах пуçа усса ларнине курать те çапла калать:

— Атя, эппин, каялла кайăпăр.

Георгийĕ ăна-кăна асăрхаман пек пулать. Вара иккешĕ те темшĕн пĕр-пĕринчен пит сасартăк ютшăнса пынă пек пулса хăйсем килнĕ çулĕпех каялла уттарчĕç...

 

III

Кăнтăрла иртни тăватă сехет. Хĕвел çаплах хĕртсе тăрать. Георги туйипе сулкалашса пĕчченех платформа хĕррипе уткаласа çӳрет. Сабира пуçне çĕрелле усса амăшĕпе юнашарах ларать. Хутран-ситрен вăл куç айĕнчен те пулин платформа хĕррипе уткаласа çӳрекен Георги çинелле пăхса илет.

Паçăрхи вырăнтан килсенех Георгипе Сабира кăшт калаçкаласа ларчĕç. Анчах калаçасса вĕсем йăлтах урăх япала çинчен, хăçан пуйăс килсе вырăнсене çитесси çинчен, çеç калаçрĕç. Ларсан-ларсан Сабира çапла ыйтнăччĕ:

— Атя, Георги, каллех утса çӳрĕпĕр.

Георги пуçенче паçăрхи хирĕçле шухăшсем кăшт лăпланнă пек пулнă çĕртенех каллех çĕнĕрен сиксе тухрĕç:

— Çук, пырас килмест, — терĕ вăл.

Сабира вара Георгие пăхса илчĕ те пĕчченех вăрман еннелле утса кайрĕ. Георги те Сабира чылай лерелле кайсан платформа тăрăх Сабира кайнă еннелле мар, тепĕр еннелле ерипен утса кайрĕ...

Хăма тиекен чăвашсем халĕ те хĕрсех ĕçлеççĕ. Хăшĕ анчах, арçынсем, ĕç хушшинче кăшт канас тесе чĕлĕмсемпе чикарккисене çăварĕсене чикнĕ те чĕлĕм тĕтĕмне сывлăшалла пăл-л! пăл-л! кăлара-кăлара ярать. Пурин çăварĕнчен те тухакан тĕтĕм ункăн-ункăн явăнса пĕр çĕрелле, чĕлĕм туртакансен пуç тăррийĕсем тĕлне, пуçтарăнать те, — çил çук майĕпе хĕвел ытла та шăратса пăхнăран пулас, — пĕчĕкçеççĕ шурăллă кăвак пĕлĕт пек капланса тăрать. Акă пĕри, çамрăкрах ачи, те тĕтĕм пĕлĕчĕпе выляса пăхас тесе тĕтĕм пĕлĕчĕ витĕр сылтăм аллипе урлă-пирлĕ хĕреслентерсе илет те, пĕчĕкçеççĕ шурăллă кăвак пĕлĕт вара, татăкăн-татăкăн татăлса пĕтнĕскер, ахăртнех, саланас-ши, саланас мар-ши тесе пулĕ, çине-çине çипсем пулса вăрăммăн чăсăла-чăсăла хутланса илет. Унтан тин куç курми пуличченех çинçелсе каять те тăп-тăрă сывлăшра тăнчах куçран çухалать. Çынсем чĕлĕмĕсене çăвартан пăрахсанах каллех ĕçе тытăнаççĕ, Каллех хăмасене çăт-çат! тутараççĕ те хурас вырăна майлаштара-майлаштара хураççĕ...

Çав картинăна Георги ытла та аван сăнаса пырать. Хăма тиекенсем çинелле пăхса пынăçемĕн унăн тепĕр хут хускалма тапратнă пуçри шухăшсем те таçта тарса шăпăрт, пытаннă пек пулаççĕ. Çынсем хĕрсе ĕçленине кура тата ăшă çеç кăмăллă хĕвелĕ те ĕçлекен чăвашсемпе пĕтĕм станцă çине, пĕтĕм уй-хирсемпе вăрман çине çав тери юратса та савса пăхнине кура Георги ăшне сасартăк çĕнĕрен чĕрĕ, уçă сывлăш вĕçсе кĕнĕ пек пулать. Георгин пĕтĕм кĕлетки те лăштах çăмăлланса, хăпартланса каять. Станцăна килнĕренпе пекех чĕрине ыраттарса тăнă куçа курăнман сăнчăрĕ те ун ăшĕнче таçта çухалать... Ытла та çăмăлланнăран Георги чăтаймасăр хăй ăшĕнче çапла каласа ярать:

— Эх, — тет, — ăшĕ тутлах пулмасан мĕн тăвас-ха вăл чипер улмапа?..

Унтан, те хăй мĕн каласа яни çинчен шухăша кайса, платформа тăрăх чылай утса пырать те хăма тиекен чăвашсемпе паçăрхи пекех шăтарса тăракан хĕвел çинелле пăхса илсе каллех хăйне хăй çапла калать:

— Эрне чипер вăл... Анчах ан парăн эсĕ ăна, — тет. — Ĕçлекен чăвашсем çине пăхатап та пĕтĕм тĕнчешĕн, пĕтĕм çĕр çинчи этемлĕхшĕн ăшшипе çуттине ним те хĕрхенмен хĕвел çине пăхатăп, — чунăм та савăнса каять... Вăл пур — чипер тесе пĕтĕм ĕçрен тарать...

Георги чылай çавăн пек шухăшсемпе утса çӳрерĕ. Юлашкинчен чылай тăвалла кайрĕ те чугун çул хĕрринчи симĕс курăклă çерем çине тăсăлса выртрĕ. Вăл выртнă вырăнтан амăшĕ патĕнче ларакан Сабира та курăнать. Унтанах водокачка та, тата станцă хăй те пĕтĕмпех курăнса ларать.

Станцă еннелле тинкерсерех пăхсассăн Георги халĕ паçăр асăрхайман пĕр япалана асăрхарĕ. Унăн куçне конторкăн саплăкланса пĕтнĕ, симĕс сăрпа сăрланă тăррийĕ курăнах кайрĕ. Саплăклă вырăнсем те сăр тивеймен пирки сарăхса-тутăхса кайнă. Саплăклă тăрăпа пĕрлех Георги конторка тĕлĕнче тепĕр тополь евĕрлĕ аманнă йывăç хăйĕн юлашки кунĕсене кулянмасăр, ни хавасланмасăр, хăй аманнăшăн никама та ӳпкелешмесĕр ларнине асăрхарĕ. Георги шухăшлать:

«Мĕнле-ха эпĕ кăна паçăртарах асăрхаймарăм? Кунта вун саккăрмĕш çулсенче чаплă ĕç пулнă вĕт: хĕрлисем шуррисемпе çапăçнă. Шутласассăн, нумай та вăхăт иртмен пек... Ах, тĕлĕнмеллк çав: вăхăт иртни сисĕнмест...»

Шухăш çине шухăш пырать. Георга çав çапăçу чухнехи вăхăта пĕтĕмпе аса илме тăрăшать. Хăй вăл ун чухне килтех пурăннă. Хĕрлĕ Çара çирĕмре хăй ирĕкĕпе кайнă.

Пуринчен ытла ăна халĕ пуп, кулак ывăлĕсем (офицерсем) шуррисем патне тара-тара кайни аса килет.

— Усалсем, — тет, — вĕсем нумайăшĕ пĕлсех тарчĕç. Харам пырсен, халăх тăшманĕсен ушкăнне кайса ӳкрĕç...

«Харам пырсен» тенĕрен Георги çавăнтах конторка умĕнче ларакан Сабирăпа амăшĕ еннелле çилленнĕ пек пăхса илет. Сабира хăй аллинчи чечексене халь те пăрахман. Халь те вăл вĕсене сулкаласа ларать. Хушăран Георги ăçта çӳренине пăхкаласа илет. Анчах Георги халĕ Сабира çине ытла сиввĕн пăхмасан та пĕтĕмпех урăхла пăхать. Çитменнине тата хăма тиекен чăвашĕсем те, кунĕпе пекех пĕтĕм таврари çĕршыва пĕр канмасăр çутатса тăракан хĕвелĕ те, конторкăн саплăклă тăрри те тата ыттисем те — пурте Георги хутне кĕнĕнех, ун майлă пулнăнах туйăнать.

Акă водокачка патĕнче пĕр-икĕ чăваш хĕрĕпе пĕр çамрăк каччă, — хăма тиенĕ çĕртен шыв ĕçме, пит-куçсене кăнтăрлахи тарсенчен çуса яма, тасатма пьшă та, — пурте, çамрăкскерсем, шывпа выляма тапратнă. Хĕрĕсем те, каччи те тимĕр куркасем тытнă та пĕр-пĕрне шывпа сир-пĕтеççĕ. Кунта никам та çилленесси-тăвасси çук. Пурте кулаççĕ, хĕпĕртеççĕ.

Водокачка умĕнчи çамрăксем шывпа ашкăнни Георгие татах хăпартлантарса ярать.

— Акă, — тет вăл ăшĕнче, — ĕçлеççĕ, ашкăнаççĕ, савăнаççĕ, мĕн кирлĕ тата?

Унтан Сабира çинчен аса илет те каллех çапла шухăшлать:

«Усламăç хĕрĕ. Мĕне юрĕ-ши вăл, ĕçрен хăраканскер? Ĕмĕрех хула урамĕсем тăрăх хăй чиперрине кăтартса çӳрĕ-ши?.. Ах!.. Кураймастăп эпĕ çынна лартса... улталаса укçа тăвакан усламăç мещен таврашне!.. Чипер! Чипер!.. Ултавлă, суя чиперрӳпе анчах мăн кăмăлланан эсĕ... Тавтапуç сана, Сабира! Паянах эсĕ мана хăвăн сăн-сăпатна тĕкĕр витĕр курнинчен те лайăх кăтартрăн. Тавтапуç, тавтапуç уншăн...»

Водокачка патĕнчи хĕрсем те каччине шывпа лайăхрах йĕпетнĕрен ахăл-ахăл кулса ячĕç.

— Акă вĕсем, — тет каллех Георги хăй ăшĕнче, — выляççĕ те савăнаççĕ. Тен, вĕсем хушшинче те, пĕлес çук, вут хыпнă чĕресем пур. Пулччăр! Пулсассăн та вĕсем тивĕçлипе пулаççĕ. Вĕсем ĕç ачисем!.. Вĕсем ĕç хĕрĕсем!.. Вĕсем савăнсан та, вĕсем юратсан та никам та вĕсем пирки ӳпкевлĕ сăмах калаймĕ... Ах, вĕсене кура ман та вĕсемпе пĕрле выляс килет, савăнас килет... Сывă пултăр ĕç! Сывă пултăр ĕçпе юрату!..

Конторкăра телефон чăнкăр-чăнкăр-р-р! тутарса илет. Унтан нумай та тăмарĕ, чугун çул тăрăх утса килекен мăлатуклă çын:

— Сĕверен пуйăс тухрĕ, — терĕ те, Георги конторка умнелле уттара пачĕ.

Скамье çинче Сабира пĕчченех ларать, амăшĕ таçта кайнă. Георги çитсе тăрсанах Сабира çапла ыйтрĕ:

— Кала, Георги, мĕншĕн эсĕ мана çилленнĕ пек пултăн?

— Çук, эпĕ çилленмен... Пурнăçра санпа паян тĕл пултăмăр та паянах ĕмĕрлĕхех уйрăлатпăр пулĕ...

— Мĕншĕн апла калатăн? Адресна пар... çыру çырмашкăн.

— Ан та шарла, Сабира. Ĕмĕрлĕхех уйрăлатпăр эпир.

Георги конторкăна билет илме кĕчĕ. Скамье çинче ларакан Сабира пуçне усам пек турĕ те шухăша кайрĕ.

«Малтанах хăй те юратнă пек пулчĕ-çке-ха, мĕншĕн-ха вăл часах сивĕнчĕ?.. Ах, кăмăла каять вăл... Анчах мĕн тăвас-ха, халĕ хăй манран тарса çӳрет...»

Унтан пуçне туп-тӳрĕ тытрĕ те аллинчи чечек çыххине çавăркаласа каллех çапла шухăшларĕ:

«Ах, астуман та, вăл çĕр ĕçне, хура тăпрана хирĕç каланăшăн çилленчĕ пулмалла. Апла пулсан хăй тем кăмăла каять пулсан та, эпĕ ăна килĕшме пултараймастăп. Апла пулсан... Сыва пултăр аттен ăсĕпе ал-ури! Хура тăпра тытмасан та пурăнатпăр. Хамăрах каччăсене пуççаптаратпăр...»

Çапла Сабира та хăй майлă шухăша кайрĕ. Хăйĕн хулари пурнăçне... лодкăсенче каччăсемпе ларса Хусан шывĕ тăрăх ишсе çӳренисене, ку таранччен вăл çичĕ-сакăр çынна юратса кайнисене, пĕр сăмахран, хулара хăй ирттерекен кунсене пурне те кĕскен аса илчĕ те, Сабирăн çырла пек хĕрлĕ пичĕ каллех çутăлма пуçларĕ.

Инçе мар вăрманта пуйăс сасси кăшкăртса ячĕ. Пахчара çывăракан пассажирсем сасартăк пурте ура çине сиксе тăчĕç. Георги конторкăран билет илсе тухнă çĕре станцăна пуйăс чашлаттарса та çитрĕ. Япалисене пуçтарса вакун ăшне кĕме хатĕрленсе çитсен Георги Сабирăна:

— Сывă пул! Урăх пĕр-пĕрне кураймăпăр, — терĕ.

Сабира та ахаль чухнехи сасăпах:

— Сывă пул! — терĕ.

Урăх вĕсем пĕр-пĕрне нимле сăмах та хушмарĕç. Сабира Хусаналла пуйăс кĕтсе скамье çине ларса юлчĕ.

Çур сехет те иртмерĕ, Георги ларнă пуйăс тапранса та кайрĕ. Пăравус трубинчен тĕтĕм пăл-пăл! капланса тухса пĕтĕм станцă çине тăсăлса-тăсăлса юлчĕ.

■ Страницăсем: 1 2

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: