«Пуç кашлать, хĕсет ăшра...»
Тĕпчев институтĕнчи
ентешĕме Валентина Харитоновăна
Пуç кашлать, хĕсет ăшра,
Каптăрми! Мĕн пулнă теп.
Ак каллех сыватăшра
Хăйранса выртатăп эп!
Тап-таса та çап çутах,
Калаçма хăват та çук.
...Чĕç тума тытса утап
Ыттисем курман пек чух.
Ачашлаççĕ йĕпчĕкпе
Алăран та каçакран,
Сĕтекне кĕленчепе
Тумлатаççĕ пăрăхран.
Вальă-Альăсем кунта
Шурă тумлă та маттур.
Укçапа телей сунсан
Шеллесе илни те пур.
Ик Йăван, пĕр Михаля
Каллĕ-маллĕ уткалать.
— Во, кунта Пари а ля! —
Тет те мат хушса калать.
Тавлашаймăн вĕсемпе.
— Тут тебе не институт!
Туртса çапĕç те йĕмпе,
Тăрса юлăн çара кут.
Чирлисен апат лапкки
Сарлака та, вăрăм та.
Кĕркури Çеруш Валькки
Пăшт ларать мал вырăнта.
Тухтăр, тухтăр, шураппа
Туллиех сыватăшра.
Пурпĕрех чĕре шаккать,
Пуç та акăш-макăшра.
Кăчăрт-кăчăрт тутарса
Урамра утас килет.
...Йĕпчĕк чикнĕ купарча
Чăлт кăна сиксе илет...
Шухăшсем
Why overspend on paid ads? Our AI-powere...
Each round of JetX begins with the plane...
Ever thought how chuvash...
Boost your website traffic with our AI-p...
Сергей Юшков - Етĕрне районĕнчи Атликаси...
Лайăх сăвă ачасемшĕн...
Ever thought how chuvash...
Save on marketing with our AI-optimized ...
Ideia pratica para organizar melhor o ...
Nápady pro rychlejší výsledky — https:...