Аш валамĕ


Каникулра атте патне Шупашкара килтĕм. Вăл ирех ĕçе каять. Кăнтăр апатне киле таврăнать. Атте килнĕ çĕре манăн мĕн те пулин пĕçермелле. Ку ĕç маншăн йывăрах мар-ха. Мĕн пĕчĕкренех эпĕ аттепе анне ĕçрен таврăннă çĕре тĕрлĕ апат хатĕрлеме вĕреннĕ. Уйрăмах яшка пĕçерме юрататăп. Атте те, ав, чăваш хырăмĕ яшка çимесĕр лăпланмасть тет.

Яшка пĕçересси темех мар темелле. Ашĕ анчах çителĕклĕ пултăр. Анне калашле, шăна çăвĕпе яшка тути кĕрес çук. Çавна эпĕ саккăрта чухнех питĕ лайăх ăнкартăм. Çĕрулми е купăста, кăшман е кишĕр, серте е пултăран, кĕрпе е пăрçа яшки — пурте кăна техĕмлĕ пулать. Аш яшки вара вăй парать.

Атте стройкăра ĕçлет. Унта ĕçлеме самаях вăй кирлĕ. Çавăнпа эпĕ ашне хĕрхенместĕп. Аттене питĕ вăйлă пултарас килет-çке.

Яшкине плита çинче пĕçермелле. Плитине вутăпа хутмалла. Вăл Анук аппа тивĕçĕ. Эпĕ ăна вутă йăтса паратăп. Вăл мана яшка кастрюльне плита çинче чи хĕрӳллĕ вырăна лартма пулăшать.

Кăнтăр апачĕ çитеспеле ĕне ашĕпе йӳçĕтнĕ купăстаран яшка пĕçертĕм. Апачĕ питĕ аван пиçрĕ. Тути те техĕмлĕ. Анук аппана та килĕшнĕ. «Лайăх повар эсĕ», — терĕ.

Палăртнă вăхăтра атте апата çитрĕ. Сĕтел çинче яшка пăсланса ларать. Эпĕ ăна малтан аттене антарса патăм, икĕ татăк какай хутăм. Хама валли те пĕр чашăк антартăм. Ашне вара пĕр татăк çеç илтĕм.

Атте çавна сăнанă курăнать.

— Хăвна валли мĕншĕн пĕр татăк анчах хутăн вара? — тет.

Эпĕ атте умĕнче лайăх ача пек курăнасшăн пулса: «Мана çитет, эпĕ ĕçлеместĕп вĕт. Эсĕ ĕçлетĕн, сана нумай вăй кирлĕ», — терĕм.

— Енчен те эпĕ ватăлсан, ĕçлеме пăрахсан, эсĕ ман пекех ĕçлеме пуçласан, мана ашсăр яшка çитерме пуçлатăн-и? — тет хайхискер.

— Çук, атте, çук... ,|

— Апла пулсан, хур хăвна валли те тепĕр татăк. Эртелпе çинĕ чух яшка тата тутлăрах вăл.

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: