Тус укçаран хаклă


Çĕр пус пуличчен çĕр тус пултăр тенĕ ваттисем. Тепĕр чухне инçетри тус çывăхри тăванран та хаклăрах пулать. Тĕрĕссипе, туслăх кашни самантрах, кашни утăмрах кирлĕ. Юлташлă пулма çитĕнсе çитессе, çулсем хушăнасса кĕтсе лармалла мар. Ача садĕнче е шкулта, çемьере е халăхра яланах савăнăçа е хуйха çурмалла пайлакан тус пултăр. Вăл этеме кирек хăш тапхăрта та кирлĕ. Нумай чухне аттепе анне, йăмăкпа шăллăм е пиччепе аппа та чи çывăх тус пекех. Вĕсемпе те чуна уçса калаçма май пур.

Манăн та чи çывăх тус пур. Вăл маншăн тимлĕн итлесе сĕнӳсем паракан аппа вырăнĕнчех. Ăна Марина тесе чĕнеççĕ. Эпир унпа ача садĕнче паллашнă, яланах пĕрле вылянă. Халĕ ĕнтĕ иксĕмĕр те тăххăрмĕш класра пĕр парта хушшинче ларатпăр. Анчах пирĕн те тавлашусем пулаççĕ, çапах та самантранах мирлешетпĕр. Туссен хушшинче пĕчĕк уйрăмлăх пулмаллах. Эпĕ Маринăна çĕнĕ юлташпа нихăçан та улăштарас çук. Мĕншĕн тесен эпир унпа мĕн ачаран туслă. Пĕрле ӳснисем анчах мар, тĕрлĕ çĕршывра пурăнакансем те çыхăну тытаççĕ. Ахальтен каламан, туслăх тени пурнăçра куçа курăнми хĕлĕхпе сыпăнса пырать. Çавăнпа шанчăклă тусăн хакĕ çук.

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


вера (2008-11-25 20:29:48):

Фантастика мар пулин те питĕ лайăх,туслăха упрасчĕ ялан!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: мухтамаллах   мар | Содержанийĕ: тарăн

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: