Республика çулĕ


 

Ик-виç пилĕкçуллăх вучахĕнче ӳснĕ

Республикăри заводсем васкасах

Тăван парти чĕннĕ пек йышăнчĕç ĕçлĕн

Фронтпа çĕршыв панă мĕнпур заказа.

 

Хаяр вăрçă вучĕ çунса йăсăрланнă

Çĕртен

куçса килчеç кунта заводсем.

Эпир вĕсене вăхăтра вырнаçтарнă —

Халь пурте пĕр тикĕс ĕçлеççĕ вĕсем.

 

Ĕçчен чăваш ялĕ пĕр тăтăш ӳстерчĕ

Тырпул тухăçне, тăрăшса пур халтан.

Паян колхозсем пысăк тупăш илеççĕ

Паха кăпкалатнă кашни гектартан.

 

Патвар арçынсем фронта ăсансассăн

Усал тăшмана пуçĕпех аркатма,

Шкулти ачасем уй-хире класăн-класăн

Тухрĕç амăшсемпе тупăшса ăмăртма.

 

Цехра станоксем пĕр самант чарăнмарĕç,

Самант чарăнмарĕç хирте тракторсем.

Куллен ӳссе пычĕ хастарлăх кăварĕ,

Ĕçре ӳссе çитрĕç чăн-чăн паттăрсем.

 

«Пĕччен ик-виç çыншăн ĕçле те ан ывăн, —

Салтак хĕрхенмест-тĕк фронтра пурнăçне,

Тарна ан хĕрхен эс аслă çĕршывшăн,

Ĕçре çĕнсе ил фронтовик тивĕçне!» —

 

Çапла кашни çын хăйне хăй паттăрлатрĕ,

Пур ĕç хĕрсе пычĕ хирте, заводра.

Хăйне чăваш халăхĕ чыслă кăтартрĕ

Чи йывăр, чи аслă, хĕрӳ вăхăтра.

 

Ахаль-и Республика тивĕçлĕ пулчĕ

Илмешкĕн çĕршывăн Мухтав ялавне.

Республика пĕлчĕ, Республика курчĕ

Тӳр камалла ĕçĕн чăн-чăн тивлетне.

 

Тăван Совет çĕрĕшĕн — хамăр чĕрешĕн,

Чыспа ирĕке ташманран сыхлама

Хăйсен укçине хывнисем çĕр-пиншерĕн,

Çĕршыв, эс пĕлетĕн, — пирте сахал мар!

 

Нумаййăн вĕсем — ырă-тӳрĕ чĕреллĕ,

Çĕршывшăн чунне пама хатĕр çынсем,

Вĕсем пуррипе пирĕн халăх телейлĕ,

Пыратпăр эпир çавăнпа çĕнтерсе.

 

Çĕртен татăлман — Çĕр пекех паттăр пулнă,

Пĕлетпĕр эпир улăпсен саккунне.

Тырпул, ытти пурлăх нумай эпир хывнă

Тăван Совет çĕрĕн пĕр аслă фондне.

 

Паян ялкăшать Çĕнтерӳ вут-хĕвелĕ,

Тăван аслă парти, эс çутрăн ăна!

Хĕвел çутинче пирĕн халăх телейĕ,

Хĕвел çутинче вăл ĕçлет, савăнать.

 

Тав та мухтав сана, Парти-çулпуçăмăр,

Автономи кунне эпир сан ятупа

Пĕрле чыслама халăха чĕнсе пухрăмăр,

Эпир сан умăнта тăватпăр тупа!

 

10

Ленин ялавĕ хӳттинче,

Çĕршыв хĕвелĕ çутинче,

Авалхи Атăл хĕрринче,

Асаттесен çĕрĕ çинче

тупа тăватпăр!

 

Çĕршывшăн шанчăклă пулма,

Ăна мĕнпур чуна пама,

Мухтавлă парти, санпала

Утма малтан та малалла

тупа тăватпăр!

 

Ĕçпе кĕрешӳри чыса

Тытма ялан куç пек таса,

Пур халăхпа туслă пулма,

Пĕрле, пĕр йыш пек пурăнма

тупа тăватпăр!

 

Тăван çĕре-аннемĕре

Артаклама мĕн ĕмĕрех,

Çĕртен илме мĕн кирлине,

Мĕн кирлине пама хăйне

тупа тăватпăр!

 

Хуласенчи заводсене

Татах хăватлăн ӳстерме,

Хамăр телейшĕн вĕсене

Хастаррăнрах ĕçлеттерме

тупа тăватпăр!

 

Тăван совет культурине

Хĕвел пек чечеклентерме,

Культура ăстисен йышне

Хăюллăрах çитĕнтерме

тупа тăватпăр!

 

Пире калатчĕç халиччен:

Мĕнпур çĕрте чăваш ĕçчен!

Ĕçчен ята çӳлте тытма,

Тӳр ĕçпе çеç чапа тухма

тупа тăватпăр!

 

Ленин ялавĕ хӳттинче,

Çĕршыв хĕвелĕ çутинче,

Авалхи Атăл хĕрринче,

Асаттесен çĕрĕ çинче

паян эпир пур халăхпа

тăватпăр ĕмĕрлĕх тупа!

■ Страницăсем: 1 2 3 4 5

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: