Асамçă Натали


Пĕр хитре хĕр ача пурăннă. Вăл Натали ятлă пулнă тет. Натали çемьере пĕччен ӳснĕ, çавăнпа та ашшĕ-амăшĕ ăна питĕ юратнă, уншăн нимĕн те шеллемен, унăн кашни ĕмĕтне пурнăçланă. Натали вырăнĕнче тепĕр ача пулсан ачашлансах каймалла, анчах та Натали çав тери сăпайлă та ĕçчен хĕр ача пулнă, унăн ачашланса ларма вăхăчĕ те пулман, вăл пахчара аппаланма юратнă, чечек йăранĕсем çумланă, чечексене шăварнă, хурлăхан тĕмисене çум-курăкран тасатнă, ӳкнĕ пан улмисене пуçтарнă , пахчана тирпейлесех тăнă.

Натали пахчари йывăçсемпе калаçма юратнă, вĕсемпе канашланă, чуна тунсăх пусса илсен ăна уçма пахчана васканă, тăванĕсене пустуй кулянтарас килмен унăн. Йывăçсем ăна ăнланнă, хĕр ачана лăплантарма тăрăшнă, Натали каллех савăнăçлăн кулма пуçланă. Малтанах Натали хăй йывăçсемпе калаçнинче нимĕн тĕлĕнмелли те курман, анчах та çитĕннĕçемĕн çакă ăна тĕлĕнтерме пуçланă: никам та йывăçсен чĕлхине ăнланмасть, хĕр ачашăн вара йывăçсем чи çывăх туссем.

Натали вăрман урлăри ялта пурăнакан кукамăшĕ патне хăнана çӳреме юратнă. Килте ĕçсем нумаййипе вăл ку эрнере кукамăш патне каяймарĕ. Пĕр ирхине Натали çула пуçтарăнчĕ, ирхи апат çисе амăшне тав турĕ, кукамăш патне кайма тухрĕ.

Ялтан васкамасăр утса тухса вăрманалла кĕчĕ. Çынсем вăрман урлă самаях такăр сукмак тунă, çав сукмак тăрăх çӳреме юратать хĕр ача. Çул хĕрринчи ӳсентăрансемпе киленсе утать. Утать те утать, пĕр-пĕр хитре чечек курсан ăна тĕрлĕ енчен сăнаса пăхать, татмасăрах ырă шăршипе киленет, чечеке хитре сăмахсемпе мухтать: «Сире курма яланах хавас», -тет. Чечекĕ хĕпĕртенипе татах та ытларах чиперленсе каять. Çак вăрманта вăл хăйне килти пекех туять, пĕтĕм ӳсен-тăран ăна ăнланать, унпа калаçать.

Пĕр-ик сехетрен Натали кукамăшĕ патне çитет. Лешĕ кил хушшинчи çăлтан шыв ăсма пуçтарăннăччĕ.

— Салам, кукам!!!

— Салам, Натали!!! Мĕншĕн нумай вăхăт килеймерĕн, саншăн тунсăхласа çитрĕм. Эпĕ сана питĕ юрататăп, кил-ха юнашар, — тесе кукамăшĕ мăнукне ыталаса илчĕ.

— Эпĕ те тунсăхларăм, эпĕ те сана юрататăп, — терĕ Натали. Кукамăшне шыв ăсма пулăшрĕ, шыв витрине йăтса кукамăшпе мăнукĕ пӳрте кĕчĕç.

— Чун сиснĕ пекех тутлă кукăльпе яшка пĕçерсеччĕ, сĕтел хушшине лар-ха, хăналанăпăр, — тесе кукамăшĕ хĕр ачана сĕтел хушшине чĕнчĕ. Натали те хăнана пушă алăпа килмен, вăл кукамăшне валли тĕрĕллĕ саппун илсе килнĕ. Кукамăшĕ парнене курсан савăнсах кайрĕ, ахаль те чиперскер татах та чиперленсех кайрĕ.

— Натали, лар-ха ман çума, манăн сана каласа памалли пур, халĕ эсĕ çитĕнсе çитнĕ, — тет кукамăшĕ.

— Манăн та санпа канашламалли пур.

— Итлетĕп.

— Кукамай, эпĕ пур ӳсен-тăран калаçăвне те ăнланатăп, мĕншĕн-ши?

— Шăпах çавăн пирки каласа парасшăнччĕ те сана эпĕ, мăнукăм. Ăру сиктерсе пирĕн йăхра асамçă çуралать. Манăн кукамай асамçă пулнă, эпĕ — асамçă, эсĕ те асамçă.

— Асамçă? Çавăнпа эпĕ вĕсемпе калаçма пултаратăп-им?

— Çапла. Эсĕ камăн чĕлхине ăнланатăн, кампа калаçатăн, çавăн асамçи пулатăн.

— Эпĕ вара йывăçсем калаçнине илтсен ухмаха тухма пуçлатăп пулĕ тесе те шутлама пуçланăччĕ, халĕ веçех ăнлантăм, — савăнсах кайрĕ Натали.

— Кашни ӳсен-тăранăн чунĕ, хăйĕн хуйхи пур. Эсĕ вĕсене кашнинех ăнланатăн, кашнине пулăшма пултаратăн. Эпĕ те çаплах. Эпир вĕсене яланах кирлĕ. Манса кайиччен калам-ха, паян эпир санпа хамăр вырăна каятпăр. Пирĕн пытанчăк вырăн пур, çавăнта çĕнĕ çынсене асамçăсен ретне илеççĕ, вĕсен ячĕпе уяв каçĕ ирттереççĕ.

— Ăçта вара вăл вăрттăн вырăн? — тĕлĕнсе ыйтрĕ Натали.

— Кайран куратăн.

Наталипе кукамăшĕ малтанах Натали утса килнĕ сукмакпах утрĕç, унтан çул сылтăмалла вăрман варринелле пăрăнчĕ.

Утсан-утсан кусем вăрман варрине, мăнаçлă йăмра кашласа ларакан уçланкăна çитсе кĕчĕç. Çак йăмра варринче асамçăсен патши-королева пурăнать-мĕн, кунтах унăн пулăшаканĕсем -вутăшсем вĕçсе çӳреççĕ.

— Мĕнле кĕрĕпĕр эпир унта?

— Пĕчĕкленетпĕр те кĕретпĕр, — çапла каласа кукамăшĕ Натали çине асамлă тусан сапрĕ, иккĕшĕ те тӳрех пĕчĕкленсе йăмра ăшне кĕчĕç.

Çав асамлă каçхи уявра Наталие çунатсем парнелерĕç, вĕсене упрама хушрĕç: «Çунатсем те чĕрĕ, вĕсене кӳрентерме юрамасть, кӳрентерсен вĕсем тарса пытанаççĕ».

Çак каçран пуçласа Наталин пурнăçĕ çав тери улшăнчĕ, унăн туссен йышĕ татах та хутшăнчĕ. Килте амăшне кукамăшĕ пирки, бал пирки каласа парсан амăшĕ пачах та тĕлĕнмерĕ, вăл хăйсен ăрăвĕнче асамçăсем пурри пирки тахçанах пĕлнĕ иккен: «Эсĕ те асамçă пулса тăнăшăн эпĕ çав тери хавас!»

Натали асамлă çунатсене упрать, вĕсем пулăшнипе кирлĕ çĕре вĕçсе çитсе тусĕсене яланах пулăшать.

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Елена (2013-11-12 19:21:06):

Юмах ачасене тавсарулла пулма, тавралаха упрама верентет.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Г.Зотова (2013-11-13 21:17:30):

Айтăр-ха Натали пек таврари ӳсен-тăрана куллен пулăшар! Верăн юмахĕ вулакансене килĕшессе шанатăп.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Марина (2013-11-17 11:44:41):

5-мĕш класс ачи çакăн пек калав çырать тенине эпĕ шанмастăп. Вера, санăн тӳрех çыравçă пулмалла.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйсăр | Содержанийĕ: ăшах

 

Галина Зотова (2013-11-17 14:04:22):

Марина кăштах йăнăш ăнланнă, Вера пирки : 5 класс, 2010-мĕш çул, тесе палăртнă унăн калавĕ умĕн. Халĕ автор 8-мĕш класра вĕренет.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Слава (2013-11-29 18:56:45):

Юмах авторĕ хăй те çутçанталăка юратни палăрать.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: