Авăн уйăхĕ
Шăпа пит çамрăкла хăварчĕ
Мана аттеçĕм вырăнне,
Тыттарчĕ сулăмлă тăпачă,
Тăратрĕ сарăм варрине.
Пĕрмай эп сылтăмпа çапаттăм,
Сулахайне питех шанман;
Кӳрше лектересрен хăраттăм
Асăрхаймасăр çамкаран.
Çапах та чĕререх янратчĕ
Тăпачăн тăпăртăк ташши;
Сарăм вĕçне тухсан аванччĕ
Ӳпĕнтерме пĕр алтăр шыв.
Ытарайми таса çăл шывĕ,
Йăлтах уçатчĕ ăшăма...
Эп çитĕнтĕм патвар та сывă, —
Мухтав тăван çĕршывăма!
Халь ĕнтĕ акă сулăнатăп
Çул иртнĕçемĕн ватталла;
Чи малтанхи мăнукăма та
Кăçал ак тытрăм хам алла.
Анчах эп чунăмпа пĕрре те
Туймастăп ватлăх çитнине;
Районсене тухса çӳретĕп,
Сăнатăп пурнăç таппине.
...Тăван уй-хир, тӳлек ял каçĕ,
Мăнаçлă çăлтăрлă тӳпе.
Çул тăрăх çутăсем куçаççĕ
Сӳнме пĕлмесĕр çĕрĕпе.
Тахçан ытла шăп пулаканччĕ
Кун пек ĕççийĕнче çĕрле.
Итле, юлташăм, тăнласамччĕ —
Халь çĕрĕпех мотор кĕрлет.
Йĕтем çине эп çул тытатăп,
Кунта çӳле те таврана
Шевле сапса, ĕçчен бригада
Илет ав тулăх авăна.
Эп малтанах асăрхаманччĕ,
Пăхатăп тĕттĕм çĕререх:
Унта шофер-мĕн, хӳхĕм каччă,
Тем вăрттăн култарать хĕре.
Вĕсем пит меллĕн çавăраççĕ
Сăвăракан машинăна;
Пит-куçĕсем пĕр çывхараççĕ,
Пĕр уйрăлаççĕ кăшт кăна.
Каччин алли ачашшăн выртнă
Патвар çеç хĕр алли çине...
Машина анинчен çут ылтăн
Юхать, юхать мĕн ирчченех.
Ирпе çав ылтăна тиерĕç
Виç грузовик лăках тулли;
Патшалăха ку пултăр терĕç
Ытарайми колхоз тулли.
Хайхи мана та майлă пулчĕ
Ларса кайма пĕрле станца;
Леш шофера хĕр алă сулчĕ,
Çула хавассăн ăсатса.
Станца çитме пĕр çирĕм çухрăм,
Хальхи çулпа вăл ним те мар.
Кĕçех хĕвел те чупса тухрĕ,
Салатрĕ таврана кăвар.
Куçа туртать çырансăр ирĕк,
Чуна уçать çĕн тыр шăрши...
Салам сана, хĕрӳ ĕç ирĕ,
Салам сана, Тăван çĕршыв!
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...