Кĕрхи сăнсем
Патвар утать кĕрнеклĕ кĕркунне,
Йĕри-тавра сапать хăй ылтăнне.
Уй тăрăх уçă сывлăш вĕрнĕçем
Кăнтăралла вĕçеççĕ тăрнасем.
Шăрçаласа чул сарнă çулпала
Кĕретĕп эп хам пĕлекен яла.
Тăвайккинче пĕлтĕртенпе, куран
Хитре çеç ӳссе ларнă çĕн урам.
Ӳсет ял-йышăм. Тăвайкки тулли
Ян-янăрать ача-пăча кулли.
Тăрать учитель кантăк умĕнче,
Хавас хĕлхем вылять ун куçĕнче.
Ытарайми кĕр кунĕеен кĕвви!..
Çулпа иртет тиевлĕ грузовик.
Çил варкăшать вăл хытă пынăран,
Йăл-йăл кулать сар хĕр кабинăран.
Хĕр куçĕсем аякранах вĕри, —
Шкул тĕлĕнче сигнал парать юри.
Тăван шкул уншăн яланах асра,
Тин çеç вăл тухнă вуннăмĕш класран.
Вĕçет машина çил пек малалла.
Кĕçех уяв çитет. Васкамалла!
Ĕçчен çынсем патне — кашни киле —
Ĕçкунĕпе çĕн тырă леçмелле.
Шăн çул çинче тусан çукран-тусан.
— Уç хапхуна — ĕçкунĕсем пулсан!
Сасартăк хĕр грузовикне чарать,
Кил умĕнче яш тракторист тарать.
— Хапха уçах, кĕтетпĕр ырăпа!
— Ырри ырлантăр ылтăн тырăпа!..
Тӳпе таран тулать вĕр-çĕн кĕлет;
Çапла вăя, тусăмсем, кĕрхи тивлет.
Шухăшсем
Unlock more targeted leads with our AI! ...
Здесь вы сможете найти поставщиков удоб...
Attract additional leads for your chuvas...
Boost your Chuvash website’s traffic wit...
Is your Chuvash website missing out on l...
Цикори çинчен ытларах пĕлесшĕннччĕ ...
Замечательное поэтическое творение...
Аван çырнă вăл вăхăтра ...
Кам пĕлет И...
Тĕлĕнмелле çырнă...