Сентти ывăлăма


Сана паян сăвăласа саватăп

Ем-ешĕл çулçă çуркунне калаçнă пек.

Никам сисмен чухне сапаласа хăварнăн

Тивлет çипсем тип-тикĕс тӳпене.

Тумлам-тумлам çу савнăçне ĕçтерĕп —

Иксĕлейми вăл чечекленĕ куçсенче.

Эс кирлине телейĕм ĕнентерчĕ

Пĕрле пурнас кунсен илемĕнче.

 

Сана ыталаса аллăмсене кантарăп.

Анать хĕвел çумна тĕшĕрĕнме.

Нумай вылянă шевлисен ыйхи пылак та тарăн,

Ачашланса çăмхаланаççĕ чĕрӳнте.

 

Юратăвăм, савса çитереймесĕр

Рехетленет ир шуçăмĕ çӳçӳсенче

Аташтарса кунпа каçа, сӳнмесĕр

Тăраççĕ çăлтăрсем пуç тӳпинче.

Ачашлăху пылак улма-çырлаллă,

Тата-тата упрам-и сăввăмра?

Ăнман чухне те пулăн эс тупраллă

Паян çапла юратнине кура.

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


xjrj-gjrj (2009-03-28 17:43:58):

Ах лаях та вара!Ват ку чан-чан поэзи!

 

Виттус (2019-09-21 10:21:04):

Пуçлăх пуличчен сан поэт пулса кăна пурăнмалла, Олег! Анчах поэзи хырăма тăрантармасть-çке! Пирĕн нушаллă шăпа...

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: