Юмăç суйман


Соня питĕ чипер: сăнĕ-пичĕ чечек пек, пĕвĕ яштака. Чĕлхи çеç вăрăм та вичкĕн. Ашшĕ-амăшĕ тахçанах качча парасшăн хĕрне, Соня та çавăн çинченех ĕмĕтленет. Анчах сăмахран ӳксе юлман пикерен шикленеççĕ пулас йĕкĕтсем.

— Хĕрĕм, юмăç патне каймалла сан. Кăçал мĕнле те пулин качча тухмаллах, — хушрĕ ăна амăшĕ.

Нимĕн тума та çук, уттарчĕ Соня юмăç патне.

— Тепĕр çитмĕл те çичĕ кунран мăшăрлă пулатăн, çемье çавăратăн, — савăнтарчĕ ăна Варвари кинеми. — Санран 500 тенкĕ.

— 500 тенкĕ? — аллине шарт çапрĕ Соня. Анчах нимĕн тума та çук, кăларса тьптармах тиврĕ укçа. Кĕçех хĕрсех туя хатĕрленме тытăнчĕç.

Вăхăт сиккипех чупать. Çитмĕл çичĕ кун вăртах вĕçсе иртрĕ. Качча каяймарĕ хĕр. Тарăхса, вирхĕнсе çитрĕ Соня юмăç патне.

— Варвари инке! Ма суйрăн, ма улталаса 500 тенкĕ илтĕн?! Халех тавăрса пар укçана! — пăсăрлантарчĕ хĕр.

— Хĕрĕм, пустуях ан шавла-ха, — хĕре çурăмĕнчен лăпкаса калаçрĕ юмăç, — эпĕ пĕртте суйман. Сан пата Каçăр Микула çураçма пынă-и? Мĕншĕн хирĕçлерĕн? Уншăн эпĕ айăплă-и? Çук.

— Çав эрех пичкине эсĕ хĕтĕртсе янă пулĕ-ха. Ун пек пьянчука тухиччен хĕрлех ватăлса ларам! Укçана тавăрса пар та — ĕçĕ пĕтнĕ. Турткаланса тăратăн тăк — суда паратăп.

— Нимĕн те пĕлместĕп, пĕлес те килмест. Илекен тупăннă чух качча тухмалла пулнă. Ма тиркерĕн, ак çатлаттарап пĕрре йĕтĕрпе тачка купарчунтан ун чухне пĕлĕн судпа мĕнле хăратса çӳремеллине! — хăваласа кăларсах ячĕ Варвари юмăç Соньăна.

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: