Фронтри юлташăма
Ухсай Яккăвне
Калаçасчĕ куçа-куçăн
Тытса савăш куркине...
Анчах ак çыратăп, тусăм,
Фронтăн хирти пуштине.
Шухă вăхăт иртсе кайрĕ,
Пурнăç улшăнчĕ йăлтах.
Тăвăлран эс хăрамарăн,
Пултăн чăтăмлă салтак.
Манăн ĕç те саншăн паллă:
Кунсем çил пек иртнĕçем,
Хаçата валли васкавлăн
Хатĕрлетĕп хыпарсем.
Сăвă, умстатья çыратăп
Яланхи хастарлăхпа.
Канашлатăп, калаçатăп
Хаçат урлă халăхпа.
Каяймастăп çĕр каçа та
Хăш чухне вара киле.
Анчах хушăран сасартăк
Иртнĕ кун аса килет.
Эпир утнă алла-аллан;
Пирĕн иртнĕ яшлăхра
Пулнă ĕмĕр асăнмалăх
Тĕрлĕ ырă мыскара.
Эпир иксĕмĕр çӳренĕ
Çĕршыв тăрăх сахал, мар.
Çут тĕнчен тăватă енĕ
Пире чĕннĕ савăнма.
Çула тухнă — тĕрĕс утăр,
Çӳрĕр çĕр çинче чипер!
Каç пулсассăн, ухлĕм-утă
Пулнă пирĕншĕн минтер.
Выртса каннă... Ир тăрсассăн
Питĕ çунă сывлăмпа.
Малалла татах хавассăн
Утнă анлă çаранпа.
Пире чĕннĕ илĕртӳллĕн:
— Салтăнса чӳхенĕрсем! —
Çитмĕл çичĕ тĕрлĕ кӳлĕ,
Тăрна куç çăлкуçĕсем.
Кӳлле чăмнă пулă евĕр,
Ярăнайнă ирĕкре.
Çавăнпа та шăмшаксемĕр
Юманран та çирĕпрех.
Аслă çĕр пире вăй пачĕ,
Пачĕ ĕшенми чĕре.
Аслă çĕрĕмĕр хăвачĕ
Çăра юн пулса вĕрет.
Çапла иксĕмĕр шăв утнă,
Ярăмлана сăвăсем.
Пире çутă ĕмĕт туртнă
Сулăмраххăн утнăçем.
Пире, тусăм, саламланă
Ĕмĕрхи сĕм вăрмансем.
Пире ыр сунса юрланă
Таврари пур шăпчăксем.
Çак йăлтах вăл пулнă пирĕн,
Эпир пулнă чи пуян.
Шывĕ-шурĕ, уйĕ-хирĕ
Пурте — санăн, пурте — ман.
Эпир иксĕмĕр çӳренĕ
Ырă шухăшпа кăна.
Эпир хăш яла кĕрсен те
Пулнă кăмăллă хăна.
Кашни ял пире тăванăн
Çитме чĕннĕ: — Килĕрсем!
Пире ăшшăн саламланă
Ялăн çутă куçĕсем.
Кашни çурчĕ йыхравланă:
— Сире кĕтнĕ тахçантан!
Хăнасемшĕн ăшаланнă
Питраври йĕкĕр шăрттан.
Пыл сăри те кăпăкланнă,
Пăрлă нӳхрепрен тухса.
— Тыт-ха, кăмăллă тăванăм,
Сып-ха, тусăмçăм Ухсай!
Пурăнăç курки çĕкленнĕ:
— Тусăм, туллирех тултар!..
Эпир иксĕмĕр çӳренĕ
Çĕршыв тăрăх сахал мар.
Шухă вăхăт иртсе кайрĕ,
Пурнăç улшăнчĕ йăлтах.
Тăвăлран эс хăрамарăн,
Пултăн чăтăмлă салтак.
Тăвăл мар ку, вăрçă килчĕ
Пирĕн аслă çĕр çине.
Тăван халăх чĕнсе илчĕ
Харсăр ывăлĕсене.
Вăл каларĕ: паттăр пулăр,
Çӳлте тытăр ятăра,
Сирĕн сăвăри хăюлăх
Тĕрĕслентĕр вăрçăра.
Тăвăл мар, хура хăрушлăх
Килсе кĕчĕ çĕршыва.
Сивĕ юнлă, тимĕр пуçлă
Çĕлен евĕр вăл шăвать.
Тăр, тăванăм, ăна хирĕç,
Улăп пул кĕрешӳре.
Ан таптатăр фашист-нимĕç
Пирĕн ирĕклĕ çĕре.
Пул, тăванăм, çирĕп хурçă,
Тыт çӳлте чăваш ятне.
Татса парĕ çакă вăрçă
Халăхăн пуласлăхне.
Эпир сăвăç пуласси те
Килĕ, тусăм, çакăнтан.
Чунăмпа вут-çулăм витер
Эп утатăп санпа тан.
Çитĕ вăхăт, çитĕ, тусăм,
Ун чухне пуçа ухса,
Иртнине асаилӳçĕн
Юрра ярăпăр, Ухсай!
Çитĕ кун — хĕвел пек аслă,
Çитĕ кĕтнĕ çуркунне.
Эпир çĕклĕпĕр хаваслăн
Çĕнтерӳ çут куркине!
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...