Ӳпле ытамĕнче
Çĕрле. Пире вăрман кĕтет.
Пит-куçăма турат лекет.
Таçти-таçти тĕнче хĕрне
Пыратăп эп санпа пĕрле.
Илемлĕ туйăм, тав Турра,
Вăл, чăн та, чи пахи çынра.
Кичем пуль туйăм пулмасан,
Епле пурнас юратмасан?
Çутаттăр тĕттĕмре çула,
Утатпăр çав çутта пула.
Ан патăрччĕ çĕре ӳкме, —
Сĕм вăрманта кĕтет ӳпле.
Хура вăрман çаплах кашлать,
Унта, тен, арçури ташлать?
Кашла, вăрманăм, хытăрах,
Эс халь тата асамлăрах.
Сив çумăр, аслати кĕрлет.
Васкатпăр... Ав, ӳпле чĕнет!
Пĕчĕк ӳплем, пире хăтар,
Çутăличчен кунтах хăвар.
Пăч тĕттĕм. Çутă кирлĕ мар.
Пăшăлтататăн: «Ална пар.
Кĕтнĕ хăна эпир кунта,
Ах, çумăрĕ лӳшкет тулта».
Чĕремĕрте — хĕвел пăхать, —
Кĕç-вĕç хитрен шăтса тухать!
Манас тени те кăлăхах.
Тен, эс те, эп те — тăр ухмах.
Хальччен курман кун пек çăтмах.
Çĕр каçиччен пĕтмен сăмах.
Вăрман лăпланчĕ — ир пулать —
Сар кайăк сассипе тулать.
Хĕвел тухать. Йăлт çĕнелет.
Юмах пек каç та вĕçленет.
Ытла та ырă-çке тĕнче,
Эпир — ӳпле ытамĕнче.
Шухăшсем
Get a complete overview of CaptainCooks ...
Discover everything you need to know abo...
Our website offers a complete guide to S...
We specialize in reviewing online casino...
Discover how our AI can skyrocket your C...
Тархасшăн çак ухмахсен шухăшĕсене тасатă...
Discover everything you need about onlin...
Stay ahead in online casino Nederland...
1...
6...