Чĕмпĕр вутсăр çунать
Историлле калав
Пин те тăхăрçĕр вунсаккăрмĕш çул, утă уйăхĕн малтанхи кунĕсем.
Чĕмпĕр пăтранать, пăлханать, вутсăр çунать. Хĕвелтухăç фронтăн командирĕ пулнă Муравьев хăйĕн çарне татăклă приказ парать. Ку приказ тăрăх Хĕрлĕ Çар нимĕçсене хирĕç çапăçмалла, Брест хулинче тунă мирлĕ договор юрăхсăррине пĕлтерет. Ĕлĕкхи патша çарĕн подполковникĕ, сулахайра — эсер Муравьев çамрăк. Раççее тапăннă империалистсене сутăнать.
Чĕмпĕр тинĕсри кăра çил пек хумханать, пăтранать. Хулара тăракан полксемпе ротăсенче куллен тавлашу пырать. Красноармеецсем тавлашаççĕ, пĕр-пĕринпе тытăçсах каяççĕ: хăш-пĕрисем, уйрăмах сулахай эсерсем илĕртнипе, нимĕçсене хирĕç çапăçма кайма тупа тăваççĕ, чĕнеççĕ. Большевиксем майлисем нимĕçсемпе çапăçмалла мар, шуррисене тĕп тумалли çинчен ăнлантараççĕ.
— Пирĕн хамăрпа-хамăр çапăçмалла мар, граждан вăрçи çĕршыва юхха çеç ярать. Пирĕн тĕп тăшман — нимĕç. Нимĕçсене çĕмĕрсе тăкмалла. Тăван çĕршыва хăрушлăхран хăтармалла, — терĕ яка çи-пуçлă хĕрлĕ армеец. Эпир Тăван çĕршывшăн, нимĕçсене хирĕç каятпăр. Ку пирĕн чи сумлă тĕллев.
— Хуп çăварна...
— Сĕтĕрсе антарăр ăна...
— Сутăнчăк вăл...
Урса кайрĕç красноармеецсем, ăна трибуна çинчен сĕтĕрсе илчĕç те тӳпелеме тытăнчĕç. Унччен те пулмарĕ, пăшал сасси кĕрĕслетрĕ.
— Чарăнăр! — кăшкăрчĕ френч тăхăннă хĕрлĕ командир. Хăватлă командир сассипе красноармеецсем шăпланчĕç, яка тумланнă красноармееца хĕнеме пăрахрĕç.
— Арестлемелле эсер хӳрешкине!
Вăл трибуна çине улăхса тăчĕ, пуçĕнчи карттусне хывса аллине çĕклерĕ. — Юлташсем, халĕ кăна Ленинран телеграмма илтĕмĕр.
Шăплăх, шăна вĕçни илтĕнет.
— Сире, юлташсем, вуласа паратăп. «Объявление Совнаркома об измене Муравьева. Всем! Всем! Всем!
МОСКВА, 11 ИЮЛЯ, 6 ЧАСОВ.
«Бывший главнокомандующий против чехословаков, левый эсер Муравьев подкуплен англо-французскими империалистами.
Бывший главнокомандующий на чехословацком фронте левый эсер Муравьев объявляется изменником и врагом народа. Всякий честный гражданин обязан его застрелить на месте».
Председатель Совета Народных комиссаров
ВЛ. УЛЬЯНОВ (ЛЕНИН).
— Сывă пултăр, Ленин!!!
— Сывă пултăр Мир!!!
— Ур-ра! Мир!!!
— Юлташсем! Хаклă красноармеецсем... — теме ĕлкĕрчĕ хĕрлĕ командир. Кĕтмен çĕртен пăшал сасси кĕрлерĕ, вăл тăп хытса кайрĕ, унтан ерипен тĕшĕрĕлчĕ. Ăна çĕр çине ӳкме памарĕç, тытса илчĕç.
Самантра кăра çил вăхăтĕнчи пек красноармеецсем пăлханса кайрĕç, тӳпелешме тытăнчĕç.
— Эсерсене пĕтерер...
— Хупса хурас...
— Вилĕм эсерсене...
Пĕр пек тумланнă çар çыннисем алăпа çапăçаççĕ, часах пăшалĕсемпе усă курма тытăнчĕç. Ятлаçни, пăшал сасси кĕрлесе тăрăть.
Çакнашкал пăтрану вăхăтĕнче шукăль тумланнă красноармеец тарчĕ. Сыхлакансем «чарăн, перетпĕр» тенине хăлхана чикмерĕ, халăх хушшинче çухалчĕ. Вăл тытăçăва хутшăнмарĕ, тăнăç урама тухрĕ. Хыçĕнчен хăвалакансем çуккине пĕлсен лăпланчĕ, васкамасăр утрĕ. Вăл хулан Çурçĕр енче вырнаçнă Пăва урамĕнчи хĕрлĕ кирпĕчрен купаланă пĕр хутлă 1-мĕш номерлĕ çурт умне чиперех çитре. Ăна кил хуçи Сӳнтĕк тутарĕ ăшшăн кĕтсе илчĕ.
— Акă якшă кунак çитрĕ, — терĕ красноармееца тинкерсе, — мĕн пулчĕ Гена, сăн-сăпату улшăннă.
— Каласа парăп-ха, капкăнран хăтăлтăм...
— Карчăк, чей ларт-ха, — терĕ Абдрахман хăна çумне ларса — хулара мĕнле?
Гена Круглов Пăва енчи пуян чăваш ачи. Чĕмпĕре килсен вĕсен ашшĕ-амăшĕсем çак тутар патне хваттере кĕреççĕ, питĕ туслă пурăнаççĕ. Ку тутар та Пăва енчи Сӳнтĕк ялĕнчен. Тутарпа пуян чăваш пĕр чĕлхе тупнă, пĕри тупаканни, тепри вырнаçтараканни.
Тутар хăни Гена, прапорщик, Хусанта сулахай-эсерсен картине кĕрет. Аслă Октябрь революци хыççăн хĕрлисен енне куçать, рота командирĕ пулать. Хĕвелтухăç фронтăн главнокомандующийĕ сулахай эсер Муравьев çарне хутшăнать. Ăна эсерсен тĕп Комитечĕ армин штабĕнче оперативлă уйрăмĕн начальникĕ туса хурать, Чĕмпĕрти пăлхава активлă хутшăнать. Акă, паянхи митингра унăн шăпи вĕçленетчĕ. Юрать, унăн юлташĕ, ĕçри пулăшаканĕ, сулахай эсер хĕрлĕ командира персе, ăна хăтăлма май пачĕ. Унăн шăпи мĕнле-ши, кунашкал вăхăтра пăхса пĕлмеççĕ, тӳрех стена çумне тăратаççĕ.
Чĕмпĕрти Пăва урамĕнчи çуртра пурăнакан Абдрахман политикăпа кăсăкланман пулин те, революци майлă пулнă, вĕсене пулăшнă. Çак çурт вара эсерсен «штаб квартирĕ» шутланнă. Прапорщик хуçине Муравьев пăлхавĕ ăнăçсăр вĕçленесси çинчен, красноармеецсенчен нумайăшĕ большевиксем майлă кайнине каласа пачĕ. Унтан хăй мĕнле хăтăлнине пĕлтерчĕ. Хĕрлĕ командира пенĕ хыççăн, вăл хăйне арестленĕ красноармеецсене пăлхану вăхăтĕнче пĕрне çапса ӳкерет, теприне тапса ывăтать те халăхпа пăлханса каять. Кăра çил пек çаврăнакан халăх хушшинче вăл пăрăннине чухласа ĕлкĕреймеççĕ.
— Маттур йĕкĕт, пит якшă, — терĕ Абдрахман çӳллĕ те таса йĕкĕт çине ăмсанса. — Санăн унашкал çынсемпе çыхланмалла пулман, эпĕ ăна-кăна пĕлместĕп, анчах халăх большевиксем майлă. Большевиксене çĕнтерес çук.
— Çĕнтерме пулать, анчах шанчăклă ертӳçĕсемпе çынсем çук. Нумай патша çарĕн генералĕсемпе офицерĕсем сутăнчĕç, большевиксем енне куçрĕç.
— Малашне мĕн тума шутлатăн, ăçталла çул тытатăн?
— Киле кайса килем-ха, курăнĕ унта. Ялта пулманни çулталăк ытла.
— Кайсан Хĕветĕре салам кала, вăл та тахçантанпах Чĕмпĕре килмен...
— Абдрахман, мана лаша кирлĕ пулать, — терĕ Гена кĕсйинчен укçа терки кăларса, — чаçа кайса тăмастăп, кунашкал вĕрекен хуранран пăрăнса тарас-ха.
— Сана çилçунат кирлĕ. Тупатпăр, тупатпăр.
— Каçа тупса хур, çĕрле тухса каятăп. Эпĕ чей ĕçетĕп те выртса канатăп.
— Юрать, Геннадий Федорович.
Прапоршик канлĕ çывраймарĕ, вăл час-часах вырăн çинчен сике-сике тăчĕ. Каç кӳлĕм ăна Абдрахман тăратрĕ.
— Пулчĕ-и?
— Чăн-чăн çилçунат, пĕр сехетре килĕнте пулăн.
Гена тӳсеймерĕ, картишне васкаса тухрĕ. Çамрăк хура ăйăр халь-халь тапса сикесле вылянса тăрать.
— Пит якшă, — терĕ прапорщик хыççăн тухнă кил хуçи.
— Ку ăйăр питĕ вараланнă, çуса ярăр, Абдрахман-абы.
— Кирлĕ, кирлĕ, Гена.
Хура ăйăра çунă чухне Абдрахман питĕ пысăк хыпар пĕлтерчĕ. Муравьев главнокомандующий губĕçтăвком ларăвне пырать. Унта ăна большевиксем арестлеме тытăнаççĕ. Муравьев наганне кăларса хӳтĕленет, пĕрне персе пăрахать. Кĕске те хĕрӳ çапăçура главнокомандуюший вилет.
— Халĕ сулахай эсерсенчен нумайăшĕ большевиксен енне куçнă, паллăраххисене арестлеççĕ, — тесе вĕçлерĕ кил хуçи хăйĕн хыпарне.
— Сысна! — терĕ Гена ларнă çĕртен сиксе тăрса, — çавă кирлĕ.
Таврана тĕттĕм чаршав карса илсен, Чĕмпĕр хулинчен юланут тухса çурçĕр еннелле, Пăва çулĕпе вĕçтерчĕ.
* * *
Патша çарĕн штабс-капитанĕ, сулахай эсер Дубов Муравьев пăлхавне пусарнине пĕлсен нимĕн чухлĕ те пăшăрханмарĕ, калăн, çапла вĕçленессе кĕтсе тăнă тейĕн. Хĕрлĕ Çарăн полк командирĕ Дубов красноармеецсен хушшинче пысăк хисепре тăнă, унăн хăюллăхĕпе паттăрлăхне хакланă. Аслă командирсемпе комиссарсем ăна çара ертсе çапăçăва ăнăçлă пурнăçлама пултаракан талантлă командир вырăнне хунă. Пăлхава ăнăçлă пусарнă, Муравьев вилнĕ хыççăн ун пӳлĕмне полк комиссарĕ пырса кĕчĕ.
— Николай Петрович, штабри хăш-пĕр эсерсене арестлерĕмĕр, — терĕ комиссар командир çине сăнавлăн пăхса, — мĕн тăватпăр?
— Мĕн тумалла, аллисем юнлă эсерсене трибуналлă материал хатĕрлĕр, вăрçă вăхăтĕнчи саккунпа явап тытчĕр.
— Каçарăр, Николай Петрович, эсир пирĕнпе пĕрле-и?
— Комиссар, эсир мана пĕлетĕр, кунашкал ыйту мана кӳрентерет.
— Тепĕр хут каçарăр, командир юлташ, — терĕ комиссар чĕлĕм чĕртсе, — эсĕ Чĕмпĕртен пек астăватăп, килĕнте пулни нумай пулать-и?
— Çак пăтăрмаха пула кайман-ха, ху пĕлен, вăхăт та çук.
— Вăхăт тупмаллах, кайса курăр ватăсене.
— Тĕрĕс шухăш, паян кайса килмелле пулĕ.
— Хăвăрпа пĕрле хурал илĕр, тем курăр.
— Ку ытлашши, комиссар, эпĕ ыран ирхине таврăнатăп.
— Дубовсем Мускав урамĕнчи икĕ хутлă пĕчĕк йывăç пӳртре тăраççĕ. Ашшĕ революцичченех страховани компанине ертсе пынă. Амăшĕ музыка урокĕсем панă. Вĕсем питĕ килĕштерсе пурăннă. Николай Дубов вĕсен кйçĕн ачи, икĕ аппăшĕ качча кайнă, çемйипе пурăнаççĕ. Тирпейлĕ те йĕркеллĕ çемьерен тухнă ача патша çарĕнче тăрса штабс-капитана çитет. Мускавра куккăшĕ сĕннипе çамрăклах сулахай эсерсен «патша йыттисене» персе вĕлерессипе килĕшмест. Вилнĕ çын вырăнне тата та хăрушăрах чиновник е министр пулать. Николай Дубов Петроградра патшан Хĕллехи керменне штурмланă çĕрте активлă хутшăнать. Ăнсăртран тенĕ пекех куккăш сĕннипе Муравьев çарне каять, полк командирĕ пулса çапăçать.
Кавказ халăхĕ пек сăмсаллă, пĕчĕк мăйăхлă вăтам пӳллĕ Николай вăтăра çывхарса пырать пулин те авланман, авланма вăхăчĕ те пулман, самани те авланма чăрмантарнă. Маттур йĕкĕте хĕрсем ăмсаннă, çăмăл ăслăраххисене хăйсенчен вĕçертмен. Хăйне-хăй тыта пĕлекен качча ăçта та юратнă, хисепленĕ.
Дубов алăка тĕртрĕ. Уçăлмарĕ. Хальхи пăлхавлă вăхăтра питĕрĕнсе ларнине туйса шаккарĕ.
— Кам вăл?!
Амăшĕн сасси мĕн тери илемлĕ.
— Анне, эпĕ, Николай...
Вăл амăшне ыталаса илчĕ, пичĕсене йĕпетичченех чуп тума тытăнчĕ.
— Петр, Петр Петрович, Коля таврăнчĕ.
Вĕсем виççĕшĕ те çамрăка лăпкарĕç. Амăшĕ апат-çимĕç хатĕрлеме тытăнчĕ, арçынсем диван çине ларчĕç. Пĕр енче çитмĕлтен сулăннă кăлкан çӳçлĕ ашшĕ, тепĕр енче тĕрек шăм-шаклă отставкăри генерал, амăшĕн тетешĕ. Вăл сакăрвуннăран та иртнĕ пулас.
— Чĕрĕ, сывах пирĕн Коля, — терĕ ашшĕ ачине лăпкаса, — арестлерĕç-и?
— Мĕншĕн, атте?..
— Эсир пăлхава хутшăннă-çке. Çарти мĕнпур эсерсене суйласа арестленĕ, судсăр-мĕнсĕр персе пăрахнă тесе шавлаççĕ.
— Кашнине мар, камăн алли юнлă, кам Муравьев хӳрешки пулнă.
— Апла эсĕ хĕрлисене сутăннă, — терĕ куккăшĕ. Вăл ларнă çĕртен пăта пек сиксе тăчĕ, — эсĕ сутăнчăк!
— Эпĕ Раççее, Тăван çĕршыва сутман, кукка, — терĕ çамрăк Дубов хĕремесленсе.
— Эсĕ партие сутнă! Халăха сутнă!
— Эсерсен партийĕ Раççей мар, Раççей халăхĕ те мар. Эпĕ ача мар халĕ, пурнăç мăй таран кăтартрĕ.
— Апла эсĕ большевик!
— Большевик пулмасан та, вĕсен çулĕпе пыратăп, вĕсен çулĕ тĕрĕс.
— Лăпланăр-ха, — терĕ ашшĕ хăйĕн ачи майлă пулса, — халĕ Коля ача мар, хăйĕнне хăй пĕлет.
— Чарăн, кукка. Халĕ манпа хуçаланаймăн.
Алăкăн-тĕпелĕн утса çӳрекен отставкăри генерал тăп! чарăнчĕ, пĕрре шуралса, тепре хĕрелсе кайрĕ.
— Ленин — нимĕç шпионĕ, эсир пурте Раççее сутатăр. Анчах апла пулмĕ, пурсăра та хунар юпинчен çакса хурĕç.
— Кукка, Ленина тапăнма пире çылăх, эсĕ вара çакса хурасран тарса килнĕ. Мĕншĕн çĕнтереймерĕр, мĕншĕн Муравьев çĕнтереймерĕ? Мĕншĕн тесен халăх сирĕн хыççăн пымасть.
Куккăш кăвакарса кайрĕ: хăш вăхăтра-тăр пĕр кĕсйинчен пĕчĕк браунинг кăларса Коляна тĕллерĕ.
— Сутăнчăка пĕтереççĕ!
Пăшал сасси кĕрĕслетрĕ. Полк командирĕ урипе куккăшне вирлĕ тапрĕ, лешĕ сĕтел айне кĕрсе ӳкрĕ. Браунинг курокĕ вĕçерĕнчĕ, пуля маччана шăтарчĕ.
Пенĕ сасă илтсе амăшĕ вирхĕнсе кĕчĕ.
— Мĕн пулнă кунта? Мĕн пулчĕ?..
Амăшĕ хăйĕн тетĕшĕ сĕтел айĕнчен йăраланса тухнине курчĕ, Вăл: «Сутăнчăка пурĕпĕр пĕтереççĕ!» — тесе аяк пĕрчине тытса хăйĕн пӳлĕмне лăкăштатрĕ. Чăн-чăн эсер-революционер, отставкăри генерал хăйĕн тĕллевĕшĕн тăван амăшне те персе вĕлерме хатĕр.
— Ытлашши хăтланчĕ, — терĕ ашшĕ пуçне пăркаласа.
— Турă калани тĕрĕсех иккен, пиччĕш-пиччĕшне хирĕç тăрĕ тесе калани. Юрать, синкерсĕр иртрĕ.
— Виле шăрши кĕрет хăйĕнчен, пурпĕр хăйĕнне тăвасшăн, ачасăр хăварать вĕт ват ухмах, — терĕ амăшĕ тарăхса.
Сĕтел хушшинче Дубов çемйи шăпăрт ларать, пурте ирĕксĕррĕн кавлеме тытăнчĕç. Ватă генерал сĕтел хушшине лармарĕ, чĕнсен те пӳлĕмĕнчен тухмарĕ.
— Коля, каçар куккуна, ватăлнă, ĕмĕрĕ иртнĕ ĕнтĕ.
— Сана хăратасшăн çеç пулчĕ пулас, — терĕ ашшĕ те килти хирĕçĕве лăплантарас шутпа.
— Манăн çилĕ çук, пăшал е çĕçĕ тытнă çынтан хăрамастăп, — терĕ Коля, эрех черккине тытса, — манăн пĕрре хăрамаллах пулчĕ, сехре хăпрĕ. Мана пĕри икĕ шитлĕ пăшатанпа тапăнчĕ. Виçĕ вĕçлĕ пăшатан тем вăрăмăш...
Полк командирĕ кулса ячĕ, ашшĕпе-амăшĕ тĕлĕнсе ывăлĕ çине пăхса илчĕç.
— Мĕнле хăтăлтăн?
— Темĕн курăн, — сехĕрленчĕ амăшĕ.
— Урапа хырăмĕнчен тапрăм, ман ура вăрăм вĕт. Ларнă чухне алăпа мар, урапа усă курмалла.
— Халĕ те синкертен уру хăтарчĕ, — кулса ячĕ ашшĕ.
Николай куккăшĕн пӳлĕмне кайрĕ, кăшт вăхăт иртсен ăна çавăтса тухрĕ, сĕтел хушшине вырнаçтарчĕ.
— Атте-анне умĕнче ыйтатăп, каçар, кукка?
Ватă генерал апат хыпмасăрах пĕр черкке пушатрĕ.
— Мĕн тăвăн, каçарас пулать. Хальхи çамрăксем ваттисене итлемеççĕ. Куккăшĕ хăй каçару ыйтма хăяймарĕ, тен, ăна каçару ыйтма намăс пулчĕ. Ун пирки сăмах пĕтрĕ, Раççейри лару-тăру çинчен те сăмах хускатмарĕç. Ватă генерал тепĕр черкке эрех ĕçсе аллине сĕлтрĕ те хăйĕн пӳлĕмне кайрĕ.
— Пĕр çăвар апат хыпмарĕ, — терĕ амăшĕ тепĕр пӳлĕм енне пăхса, — сĕре пăшăрханать, чăннипех айăпĕ пур-тăр çав. Турă каçартăр.
Килти тытăнчăклă ларăва уçас тесе кил хуçи хĕрарăмĕ пианино умне ларса, «Сказки Венского леса» кĕвве шăрантарма тытăнчĕ.
Кĕтмен çĕртен алăка шаккареç. Çамрăк Дубов алăка уçрĕ. Пӳрте сăран курткă тăхăннă, маузер çакнă çынпа икĕ красноармеец кĕрсе тăчĕç.
— Каçарăр, Дубовсем кунта пурăнаççĕ-и?
— Кунта, — терĕ Николай лăпкăн.
— Эсир кам пулатăр?
— Полк командирĕ, Дубов.
— Каçарăр. Эпир отставкăри генерал Шванский кунта пулĕ тесе килтемĕр. Ăна шыраççĕ... акă прокурор ордерĕ.
— Кунта, — комиссар тыттарнă хута çавăркаласа, — мĕн айăпĕ унăн?
— Юлташ, ăна сăлтавсăр шырамаççĕ пулĕ...
Унччен те пулмарĕ, пӳлĕмре пăшал сасси кĕрĕслетрĕ. Пурте унта вăркăнчĕç. Генерал урайĕнче выртать, тăнлавĕнчен юн сăрхăнать. Пурте виле çине пăхса тĕлĕнсе тăчĕç.
— Хăйне валли шанчăклă çул суйларĕ кукка, — терĕ полк командирĕ, — вилнисем хăрушă мар, вĕсем чĕнмеççĕ...
— Тепĕр хут каçару ыйтатăп, капла çăмăлрах вилĕм, нуша курасси пĕтре. Ăна пурпĕр каçарас çукчĕ...
Вĕсем пуçĕсене тăхăнчĕç те тухса кайрĕç. Николай та тумланчĕ, кайма хатĕрленчĕ. «Пытарма ыран килĕп», — терĕ.
— Çĕр выртмастăн-им?
— Сывлăхпа çӳре, Коля, халăхпа пĕрле пул, хăвăн сывлăхна упра. Чысна çӳлте тыт, — терĕ амăшĕ ачине чуп туса.
* * *
Кӳлĕ хĕрринче ларакан икĕ хутлă çурт хапхи умне юланут çил пек çитсе тăчĕ. Гена ăйăр çинчен сиксе анчĕ те алăка шаккама тытăнчĕ. Вăхăт нумай та иртмере хапхан шал енчен: «Кам?» — тенĕ хулăн сасă илтĕнчĕ.
— Эпĕ. Гена, Геннадий... Уç часрах, Сахрун.
Алăк çĕрлехи шăплăха сирсе чĕриклетрĕ.
Супăнь кăпăкĕ пек тарланă юланута Сахрун çавăтса кĕчĕ, Гена иккĕмĕш хута васкарĕ. Чăмăр Хĕветĕрĕ хăйĕн кĕçĕн шăллĕне курсан тĕлĕнсе кайрĕ, ун çине тилмĕрсе пăхса илчĕ те ытакласа çурăмĕнчен лăпкарĕ.
— Эсĕ мĕн тăхăннă?
— Хĕрлĕ командир тумĕ, кайран, тете, кайран калаçма вăхăт тупăнĕ-ха.
— Салтăн. Кин, ăçта эсĕ, Гена таврăнчĕ, сĕтел çине майла...
Çамрăк хĕрарăм пӳлĕмĕнчен анасласа тухрĕ, хăнана курсан сывлăх сунчĕ те сĕтел çине майлама васкарĕ. Гена тетĕшĕн ывăлĕн арăмĕ çине ăмсанса пăхрĕ. Кинĕ палăрмалла ӳт хунă, тата та хитреленнĕ. Кăкăрĕ кĕпине çурасла тапса тăрать, купарчисем çаврака, урисем чăмăркка. Вăл тăлăх хитре хĕрарăма яла килсен сăхланать, пĕтĕрсе илме тӳрĕ килмест-ха. Макçăма пытарма килсен çак шухăша тытмарĕ, амăшне çĕре чикнĕ чухне те май пулмарĕ. «Хальхинче ку чиперккене алăран вĕçертместĕп», — татăклăн шухăшларĕ ватă хусах.
Сĕтел хушшине ларсан Хĕветĕр шăллĕпе ăшшăн калаçать, ăна юрама тăрăшать. Ара, саккун тăрăх, ĕмĕртен пыракан йăлапа Чăмăр тытса пыракан хуçалăх унăн аллинче пулмалла. Анчах халиччен Гена ун çинчен шухăшламан, хуçалăхпа аппаланма унăн кăмăлĕ пулман, пулас та çук. Кил хуçи шăллĕне укçа-тенкĕрен татман, уншăн вăл тĕнче касса çӳрени паха. Халĕ вăл мĕншĕн Хĕрлĕ çар тумĕпе çĕрле персе çитни çинчен шухăшлаттарчĕ.
— Стаканпа ĕçекен марччĕ-çке, Гена, мĕн пулчĕ? — терĕ тетĕшĕ шăллĕ графинран эрех стаканне тултарнине курсан.
— Ĕçетĕп, тӳрех витререн ĕçсе тăнсăр пулăттăм.
— Мĕн пулчĕ сана?
— Хăтăлтăм, паян персе пăрахатчĕç.
— Судсăр мĕнсĕрех-и? Мĕн айăпĕ пур? Мĕнле хăтăлтăн?.
Гена кĕскен Чĕмпĕрте Муравьев пăлхавне хутшăнни çинчен, хăйне арестлени пирки каласа пачĕ.
— Революци саккунĕ кĕске те çирĕп, калаçса та тăмаççĕ, тӳрех шаплаттараççĕ.
— Мĕнле çарта та çирĕп йĕрке пур, анчах кĕлмĕçсем ытлашши алхасаççĕ. Хăйсем выльăх, ăслă-тăнлă çынсене выльăх вырăнне хураççĕ.
— Çитĕ урнă самана çинчен палкама. Ăçта та хăçан та çав халап, пăртак канлĕ ларар-ха.
— Ларăр, кин. Сахруна чĕнер-ха.
— Мĕн тума?
— Вăл — ман кĕрӳ. Анфисса упăшки, мĕнпур хуçалăха вăл тытса пырать. Малашне вĕсем хуçаланĕç.
— Хуçаланаймĕç, вăхăтлăха кăна сикеççĕ.
Сахрунпа Анюта кĕрсе тăчĕç.
— Ларăр сĕтел хушшине, — терĕ аслă Чăмăр. Кинĕ те хăй пӳлĕмне кайма тăчĕ.
— Лар ман çума, кин, лар, Анюта, — ăшшăн каларĕ Гена, çумне пукан лартса. — Анфисса ăçта, пиччĕшне курма тухмасть-им?
— Вăл Кашара, аппăшĕ патне хăнана кайрĕ, çĕр выртсах килет пулмалла, — терĕ Сахрун.
Ĕçрĕç, çирĕç. Анюта сĕтел çине тепĕр графин эрех тултарса килсе лартрĕ. Ватă Чăмăр самаях ӳсĕрĕлчĕ, Анюта та хĕрĕнкĕленчĕ. Икĕ çамрăк кӳпеççĕ-ха, парăнмаççĕ. Сăмах-юмах енчĕке пурин те салтăннă, шавлаççĕ, кулаççĕ. Ӳсĕрĕлнĕ кил хуçи сĕтел хушшинче пиçен пек сулланса ларать. Ăна Сахрун сĕтĕрсе диван çине вырттарчĕ. Пăртак ларсан, Гена Сахруна куç хĕсрĕ, лешĕ ăнланчĕ.
— Урхамаха шăварсан та юрать пулĕ, — тере Сахрун пукан çинчен тăрса.
— Сахрун, эсĕ хуçалăх çынни. Мĕн тумаллине лайăх пĕлетĕн.
Сахрун эрех тултарса ĕçрĕ те тухса кайрĕ.
— Сахрун маттур, пурпĕр хăйĕнне тунă, Анфиссăна вĕçертмерĕ. Юрату тĕнчере пур иккен, — терĕ Гена, çумĕнчи кинне ытакласа, — Анюта, санăн юрату пулнă-и?
— Çамрăкла пулман. Макçăма юратса килмен, халĕ кама юратмалла?
— Мана, Анюта, мана, камран начар эпĕ...
— Каларăн та, пирĕн пеккисем çине пăхмастăр эсир, сирĕншĕн чечен майрасем нумай.
— Анюта, çак çула çитсе сан пек маттур хĕр курман, курас та çук. Халиччен манăн сана хам туйăма пĕлтерме май пулмарĕ. Чунтан юрататăп сана, Анюта. Пĕр кашăк пыл пек çăтса ярăттăм. Каçар, Анюта, чунăм саншăнах çак киле илсе çитерчĕ.
— Эпĕ сана Макçăма пытарма килсенех кăмăлларăм, чĕрене вут хыптартăн. Мĕншĕн-тĕр сана курас килетчĕ, тĕлĕкре те санпа аташаттăм. Çынна пĕрре курсах юратма пулать иккен, халăх тĕрĕс калать, — пăшăлтатрĕ хĕрĕнкĕ хĕрарăм, ватă хусах çине куçĕсене тĕллесе.
— Кала, чунăм, юрататăн-и эсĕ мана?
— Юрататăп, Гена, санпа тĕнче хĕррине кайма та хатĕр, анчах эпĕ ачаллă арăм-çке.
Гена Анютăна арки çине лартрĕ те каçса кайса чуптума тытăнчĕ. Çамрăк хĕрарăм лĕпсĕр кайрĕ. Вăл вăхăта сая ямарĕ, ăна йăтрĕ те хăй пӳлĕмĕнчи вырăн çине çĕмĕрĕлесрен хăранă евĕр ерипен вырттарчĕ. Унтан ăна çаппа-çарамас хăвариччен салтăнтарчĕ. Хăй те амăш çуратнă тумпа юлчĕ. Çĕрĕпе, мĕн кăвак çутă киличчен шӳрĕç, ырă курчĕç икĕ çамрăк чун.
Халтан кайнă Анюта вырăн çинчен аран тăчĕ, вăл канлĕ çывăракан Генана чуптурĕ те килти ĕçе пуçăнчĕ, Килте пĕр çынна ĕç нумай, паян Анфисса та çук. Сахрун хăйĕн ĕçне туса пĕтерсен çамрăк хĕрарăма пулăшма тытăнчĕ.
— Мĕнле çĕр каçрăн, Анюта?
— Аван, пăртак пуç шавлать, ĕçмелле пулман.
— Аванни паллă...
— Паллă пулсан сас-хура ан тухтăр, — терĕ Анюта, мăкăнь пек хĕрелсе.
— Манран сăмах тухас çук, пиртен тухнă йăла мар...
Гена кăнтăрла çитеспе тутлă ыйхăран вăранчă, мачча çинчи турат куççине пăхса шухăша кайрĕ. Вăл Анютăна аса илчĕ. Чăнласах та юратать вăл çак çамрăк та тăлăх арăма, ĕмĕр ĕмĕрлеме хатĕр унпа. Ачи пур, хамăр йăх ачи, кама чăрмантарать ӳсекен чун. Ах, самана, самана, хăçан лăпланĕ-ши, савнă хĕрарăмпа та телейлĕ пурăнма май памасть. Ха, самана мар, хамăртан килет, кам хушнă сана тĕнче касса çӳреме?
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...