Радио-хаçат Йĕпреçре
Пусăрăнса кăна ĕçлесе ларнă чух пирĕн радио-хаçат редакцине пĕр вăйпитти этем тăвăл пек тулхăрса кĕчĕ.
— Кунта-и радио?
— Кунта... кунта.
Çӳллĕрех пӳ-силлĕ, пĕр çирĕм пилĕк урлă каçнă тĕреклĕ те пиçĕ çамрăк пирĕн умра — ăнсăртран мăшкăла тăрса юлнă хаяр вăй евĕр — тилĕрсе тăрать. Урмăшса кайнă хурарах куçсем пĕр юлташ çинчен теприн çине çиçĕм пек вĕлтлетсе çӳреç. Типсе куштăрканă тута-çăвар пĕтĕм пыр тĕпĕпе темскер ахăрса каласшăн, анчах хатĕрленсе тăнă чăрсăр сăмахсем, кăмăл ытла та чӳхеннĕрен пулас, чĕлхе çине витĕмлĕн килмеççĕ.
— Çак иккен-ха, апла... радио... Эп... Эп «Тымар» колхозран... Хай... председатель.
— Э-э-э... К-йев юлташ, эсир-и-ха вăл?
— Так, так... ларсамăр.
Умра кам тăнине пирĕн ачасем чухласа илчĕç. Шевле пек çăмăл кулă пĕтĕм пӳлĕме çутатса ячĕ.
К-йев юлташăн пирĕн çине пăртак «вĕчĕ» пур. Ĕнер каç пĕтĕм Йĕпреç районĕ «Тымар» колхоз председателĕ çинчен илемсĕр хыпар итлерĕ...
...Колхоз хĕрсе кайса авăн илнĕ. Задани татăклă: çавăн чул-çавăн чул çапса çавăн чул-çавăн чул паянах станцăна леçмелле.
Кунĕ çырла пек тăнă. Вăй-хал çĕкленнĕçем çĕкленсе пынă... Юлашки сарăма пĕтерсе тухнă чух вăрман хыçĕнчен пĕр çĕлĕк пек пĕлĕт çĕкленет. Кĕтмен çĕртенех çак «çĕлĕк» пĕтĕм тӳпене хупласа илет. Унччен те пулмасть, пĕтĕм таврана çил-тăвăл лăскама тытăнать.
— Э-э-эй-й!
— Э-э-эй-й!
— Тĕнче пĕтет!
— Тĕнче пĕтет!..
— Часрах! Часрах!
— Тавайăр кĕреçе!
— Кĕрепле тавай!
— Часрах! Часрах!
— Тĕртĕр! Тĕртĕр!
— Акă çакăнта!
— Капан патнерех!..
Йĕтем, хуйханнă выльăх кĕтĕвĕ пек, хĕвешсе тăрать. Пурте хыпса ӳкнĕ — нимĕн тытса, нимĕн тума пĕлес çук. Пĕлĕт тĕк татнă пек кашласа килет, пĕлĕт халь-халь татăлса анас пек.
— Атьăр! Атьăр!
— Тавай! Тавай!
— Çта председатель?!
— Чаршав айĕнче!
— Ыйха тĕшĕрет!
— Тпру!
— Çавăр, çавăр лашана!
— Улăмне çемçет, çемçетерех хур!
— Начальник çемçене савать!
Кӳлсе тăратнă лаша председатель патне вĕçтерчĕ... Çумăр çитрĕ. Çумăр йăтса антарчĕ. Çумăр чĕреслетсе ярать.
Акă председатель те:
— Мĕн турăр, юлташсем?
— Эпир мар ăна, çӳлтен.
— Председатель, кунтарах кил, атту йĕпенсен...
— Çта сĕтĕренсе çӳреççĕ!..
— Ни бригадир, ни пуçлăх!..
— Вара çумăр килессе обезательнă председатель курмалла-и?
— Пирĕн çта вăхăт... пĕлĕте сыхлама?
— Пуç йăтмасăр ĕçлетпĕр!
Лачăкам йĕтем, шыва ирĕксĕр тытса ывăтнă йăтă пек чылайччен харкашса, çилленсе тăчĕ.
Ĕç тӳрленмерĕ. Юлашкинчен председатель типĕреххине уйăрса илсе станцăна паянах ăсатма каларĕ.
Нӳрпе пылланнă тырра станцăра йышăнман. Тулли лавсем мĕнле кайнă, çаплипех таврăннă...
Çак ĕç çинчен эпир ĕнер каç радиопа пĕлтернĕччĕ.
— Элек вăл, тем тесен те — элек. Вĕчехпе тунă. Кăнтăр çутипех чаршав айне кĕме мар, çĕрле канмашкăн та вăхăт çук... хăйăр юхать.
Председатель сăмахĕсем шăл витĕр хирĕнсе тухаççĕ. Вăл хăй те, хĕвелпе-çилпе пиçсе кушса кайнăскер, хăпара-хăпара тухнă ик алă хуçи, тĕреклĕ те çирĕп çамрăк, тата ун пăртак тытăнчăклăн, йывăр, пыр тĕпĕпе килекен сасси — пирĕн умра ĕнерхи фельетонăн услап геройĕ мар, ĕçчен, тăн-тăн характерлă этем тăнине систерет. Тĕлĕнетпĕр эпир, мĕнле çакăн пек çын çавăн пек пысăк «промах» пама пултарнă.
— РКИ-не пĕлтерĕр, юлташ К-йĕв.
К-йĕв пек хăнасем пирĕн патăрта пĕрре çеç пулман. Çав каçах эпир тата Йĕпреç ялĕнчи финанс «Клахмачĕсем» çинчен пĕр фельетон патăмăр. Тĕлĕнмелле ĕç пулса тăчĕ. «Сенсаци» темелле. Тепĕр ир пĕтĕм Йĕпреç тенĕ пек çавăн çинчен калаçать. Редакцине те, студине те çын хыççăн çын килет. Пурте «вĕр çĕнĕ» материалсемпе.
— Юлташ редактăр, Яковлев çинчен эсир тата çакна калайман.
— Тепĕр клахматне манса хăварнă эсир. Ай, ăна та пĕрер çунтарса илесчĕ!..
— Пракахвине панă та, пĕтĕмĕшпех мар! Укçи-мĕнĕ ӳсĕрле шыва чăмнă «финклахмат» Пракахви çинчен пирĕн «çĕнĕ корреспондент» — колхозник ак мĕн хуштарса хурасшăн:
— Эсир пĕлместĕр-ха, сĕре интереснăй çын вăл Пракахви, — кула-кула каласа парать колхозник. — Укçа пухма тухсан, сирĕн радио калашле, нихçан та вăл урă çӳремест. Çтан кăна тупать темелле! А тупасса çăмăл тупать вăл... каналье. Пĕр-пĕр тăн-тăнрах пурăнакан хресчен патне кĕрсе ларать те вара ак çапла сăмах тапратать: «Хм... самана хĕсĕнсех пырать. Саккун çине саккун. Пĕри тепринчен хытăрах... Каллах «тустарасси» çинчен калаçаç-ха. Сирĕн касра та пĕр иккĕшне палăртса хурас пек тăраç».
Чее мур, канальйĕ. Питĕ чее пирĕн ял совет президиумĕн членĕ Пракахви! Тупать-тупатех. Нихçан та урă çӳремест. Çавăнпа ун финплан 30 процент анчах тулнă-ха...
Çав каçах хайхи Пракахви пĕтĕм ачи-пăчи, арăмĕ, пĕтем ял-йыш, пĕтĕм район умĕнче тепĕр «çупкă» туянчĕ.
Йĕпреçре эпир, Линарпа иксĕмĕр, Чăваш радиокомитетĕнчен ятараласах кайнăскерсем, тăхăр передача турăмăр. Передачăсем пирĕн: финанс, тыр-пул, выльăх-чĕрлĕх, çĕнĕ вĕренӳ çулĕсем тавра пулса пычĕçĕ. Йĕпреç районĕ радио тĕлĕшпе республикăра чи малти районсенчен пĕри. Унти район радиоузелĕ çич çĕр тĕле тĕрлеттерсе тăрать. Сахалтан та пире кашни каç 1500–2000 çын итленĕ. Йĕпреç районсенче кашни ял советĕнче телефон. Передачăсем хыççăн чылай телефон пирĕн ятпа шăнкăртатнă. Акă Кĕлĕмкассинчен хыпар вĕçет, акă тата Мăрат «хăçан калаçатăр» тесе интересленет. Пирĕн пата телефон тăрăх та, пуштăпа та, «ахаль çул майĕпе» те хыпар пухăнать.
Чап-чакăр çутăпа тулнă, илемлĕ çитсăпа карăннă тăпăл-тăпăл пӳлĕм — радиостуди. Сĕтел çинче хатĕр материал, чĕрĕ, мĕнпур кăмăл тулли сывласа тăракан материал. Кăвар пек чыхвăрлă сводкăсем, витĕр заметкăсем, хĕç евĕр фельетонсем. Сĕтел çинче пĕчĕкçеççĕ кăна ним мар япала, пысăкрах калăп хыç евĕрлĕ тăваткăл микрофон.
Шăп... Линар йăл-ялăн куç хĕссе илет — пуçлатпăр. Пуçланчĕ... Сасă çĕкленнĕçемĕн çĕкленет, кăмăл хăпарнăçем хăпарать. Эпир пĕлетпĕр: çак пĕчĕкçеççĕ кăна микрофон пирĕн сасса çĕр çине илсе çитерет, çĕр çĕрте çĕр тĕслĕ этем пире итлет. Эпир пăлетпĕр: радио çиçĕмĕ салатан çулăм сăмахсем пĕтĕм район талккăшне ытамласа илнĕ. Акă чаплă ударниксен ячĕсем, ударниксен стройĕ, паттăр салтаксем пек çивĕччĕн пусса, пĕтĕм районĕпе çаврăнать. Мухтавлă музыкçă мухтав кĕввине ытла та халавлăн калать. Акă репродуктор патне канма ларнă ударник ятне илтет, хăйĕн ятне, хăйĕн тивĕçлĕхне çан-çурăм кăмăллăн сăрлатса кайнинчен тавçăрса илет.
Акă клахматсем — кахалсен команди. Ĕмĕр çывăрса тăранайман айвансем евĕрле вĕсем, анасласа, лăкăштатса пыраççĕ. Ăçта каяççĕ вĕсем? Пĕтĕм район вĕсенчен кулать, пĕтĕм район вĕсен ячĕсене хура хăма çинелле тĕллет.
Пирĕн сас çĕкленнĕçемĕн çĕкленет, пирĕн кăмăл хăпарнăçем хăпарать. Эпир пĕлетпĕр: çакă самантра пирĕнпе пĕтĕм район калаçать, пирĕнпе пĕрле пĕтĕм район мухтанать, пирĕнпе пĕрле пĕтĕм район тарăхать, пирĕнпе пĕрле пĕтĕм район кулать.
Акă Кĕлĕмкасси колхоз председателĕ Шемякин юлташ. Вăл колхоз правленинче каçса кайсах радио итлесе ларать. Унччен те пулмасть, чăрсăр фельетонист унăн ятне наркăмăш пек кастарса илет.
— Радио мар, аçа! — тет Шемякин юлташ. — Э?
Эпир пĕлетпĕр вара, çавă каç «куçран-пуçран вут тухса кайиччен» туйăннă Шемякин юлташ çĕрĕпе пĕр чĕпчĕм ыйăх та тăвайман...
Радиостудинчен пушанса тухнă çĕре пӳлĕм тулли халăх, халăх мар, пӳлĕм тулли куç, çунса-йăлкăшса тăракан пĕр хăватлă куç.
— Редактор юлташ, «ĕнерхисене» тепре юрамасть-и?
— Чăнах та юрĕччĕ, хăшĕ кунта илтеймен.
— Хам каласа парам-и ак, эп итленĕ, — янăрать пĕр çамрăк.
Тĕлĕнсех кайрăмăр. Ĕнерхи тăватă пĕчĕк фельетона çак çамрăк автортан кая мар шăрантарса пачĕ. Витĕмлĕ образсем, тĕл лекекен ухă-сăмахсем çамрăкăн асне шанчăклă вырнаçнă. Унне кăна мар. Радиохаçат хăварнă чылай юмах-сăмах Йĕпреçсен асĕнче пурăнчĕ.
Ĕçлеме пит ансат пулчĕ. Райком, райĕçтăвком тата «Колхоз пурнăçĕ» хаçат çак ĕçре пирĕнпе пĕрле пулчĕç. Юлашкинчен эпир сентябрĕн тăваттăмĕшĕнче радио тăрăх пĕтĕм республикăпа çыхăнтăмăр. Чăваш республики Йĕпреçрен çĕнтерӳллĕ рапорчĕсене итлерĕ, Йĕпреç геройĕсемпе паллашрĕ.
Ку передачăна хатĕрлес ĕçре райком секретарĕ Брусников юлташ тата райфинпай пуçлăхĕ Яковлев юлташ вирлĕн ĕçленине палăртас пулать.
Финпай пуçлăхĕ Яковлев пире ăсатнă чух акă мĕн каларĕ:
— Финанс ĕçĕ пирĕн начарччĕ. Сентябрĕн пĕрремĕшне сакăр вунă процент вырăнне утмăлăшне те аран-аран илтĕмĕр. Паян куна ак, сентябрĕн тăваттăмăшне, тăхăр вуннă патне çывхарса çитрĕмĕр. Эсир пире калама çук пысăк пулăшу патăр.
Яковлев юлташ, кăмăлĕ кайнă енне, ытлашширех те каларĕ пулас, анчах çапах та пĕр сăмахсăрах радио хăйĕн ĕçне турĕ. Радио парти чĕлхипе калаçакан чăн-чăн агитатор, пропагандист тата организатор пулса тăчĕ. Радио районти чи паттăр ударниксен хисепне тухрĕ.
Пирĕн шухăш: кашни районтах радиоузел пулмалла. Кашни районăн, пичетлĕ хаçатпа пĕрлех, чĕрĕ те кашни кун тухса тăракан радиохаçат пулмалла, Йĕпреçре туса пăхнă пирĕн малтанхи пусăм кун çинчен пит ĕнентерӳллĕн каласа кăтартать.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...