Тĕрĕ


Эпир ĕнтĕ ушкăнĕпех, Зоя хыççăн ара, çак çутă пӳлĕме кĕтĕмĕр. Пӳлĕм варринче — пысăк çаврака сĕтел, ун йĕри-тавра — хыçлă пукансем.

Сасăсем илтĕннипе пулас, кайри пӳртрен кĕçех вăтам çулсенчи хĕрарăм васкаса-ăшталанса тухрĕ. Ку Зоя амăшĕ пулчĕ-мĕн. Сăнĕ те ун хĕрĕнни майлах. Куçĕсем çеç, тахçан, тен, Зойăнни пекех тĕм-хура пулнăскерсем, самай шупкаланнă.

— Епле килме пĕлтĕр? Ах тур-тур, — хыпăнса сăмахлать Зоя амăшĕ. — Епле тупрăр пирĕн кил тĕлне?

Эпĕ, унпала алă тытса паллашсан, ятне те пĕлтĕм. Анук ятлă вăл. Анчах апла чĕнме май çук-ха ăна, Анук аппа е инке тесе те калаймăн. Вăл манран чылай çамрăкрах. Вара ашшĕ ятне пĕлтĕм те Анна Филипповна тесе чĕне пуçларăм. Вăл — çаплах ăшталанать.

— Ах, Зоя, çăмăл ача пулса, нӳхрепрен сăра ăсса тух-ха, — тет вăл. — Юрă праçникĕ валли тунăччĕ те... Ĕçекенех пулмарĕ. Ашшĕ те паян тем ĕçпе ирех хулана тухса вĕçтерчĕ. Пĕрер çурри кирлĕччĕ-ха. Хаклă хăнасем валли.

— Эс, Зоя амăшĕ, пирĕншĕн ан чăрман, — лăплантарма тăрăшрĕ ăна Иван Тихăнăч. — Ак çак Шупашкартан килнĕ çын тĕрĕсем курасшăн... Çыраканни вăл... Сăвăсем, калавсем унта...

— И-и-и, тĕрри темех мар-ха вăл!— аллине сулчĕ Анна Филипповна. — Тĕррине кăтартма пулĕ ăна... Пĕлтĕр çапла Шупашкартисем килчĕç те, музей валли тесе, пăянам сурпанĕпе масмакне, тĕрленĕ пиçиххипе сарине илсе кайрĕç... Укçине те аванах сапларĕç хăйсем. Тĕрри-чĕнтĕрĕ пур-ха вăл. Кăтартăпăр. Темех мар.

Эпир çапла сăмах вакланă хушăра Зоя, нӳхрепрен сăра ăсса тухса, ăна газ плити çинче ăшăтма та ĕлкĕрнĕ иккен. Сăрине вăл шап-шурă кастрюльпе сĕтел çине килсе лартрĕ. Стакансем илсе тухрĕ. Унтан каллех таçта çухалчĕ.

Анна Филипповна та тахăш самантра пысăк çатмапа çăмарта ăшаласа ĕлкĕрнĕ.

— Кун каçа ăшăр та хыпрĕ пуль, ара, çиессĕр те килет пуль, — пĕр вĕçĕм пуплешет вăл çепĕç чĕлхипе. — Килĕр, сĕтел хушшине ларăр... Пĕрер курка, ара...

Володя Байгулов сăран курткине хывса пукан хыçĕ çине майлаштарса çакрĕ. Анчах колхоз председателĕ ларма шутламарĕ.

— Каç пулса килет, манăн каймалла, — терĕ вăл. — Правление бригадирсем пыраççĕ, вĕсемпе ыранхи ĕç-пуç пирки канаш тумалла...

— Астăвăр, Иван Тихăнăч, çилленетĕп, — илтĕнсе кайрĕ веранда алăкĕнче Зоя сасси. — Нихçан та каçармастăп!..

Пирĕн куç умне йăлтах çĕнĕ Зоя тухса тăчĕ. Çийне вăл çутă кĕрен тĕслĕ шалаткарах йĕтĕн пиртен çĕлетнĕ костюм тăхăннă. Юбкăпа жакет. Ытла та ятуллă вара костюмĕ. Жакетне çухавин икĕ енĕпе тĕрлесе аннă. Кĕсъе хуплачисен çӳлти хĕррисем те тĕрĕллĕ. Кăкăртан кăшт кăна çӳлерех — икĕ енче икĕ тăваткăл тĕрĕ. Хĕрлĕ те симĕс, хутăш — сарă та хура тĕссем.

Эпĕ тĕрĕсен ячĕсене питех чухлаймастăп. Анчах кусем пĕтĕмпех авалтан килекен чăваш тĕррисем. Тен, вĕсене, хамăр вăхăта кура, чылай çĕнетнĕ, çутăрах тĕс кĕртнĕ.

— Эх, Зоя-я-я, Зоюшка-а-а, — терĕ Иван Тихăнăч, çӳçне-пуçне юри тăпăлтаранçи туса. — Хам каччă пулнă пулсан, паянах сан патна евчĕ ярăттăм...

— Астăвăр, Иван Тихăнăч, асăрханарах калаçăр, — шӳтлĕ-мĕнлĕ пӳлчĕ председателе Володя Байгулов. — Евчĕ ярас текенсем кунта сирĕнсĕрех пур...

Пурте кăмăллăн кулса ячĕç. Ăшталанчăк Анна Филипповна çав самантрах таçта кайса çухалчĕ. Унччен те пулмарĕ, пӳртĕнчен вăл графинпа темĕнле хăмăр хĕрлĕ япала йăтса тухрĕ.

— Хура хурлăхан сĕткенĕ, — терĕ Зоя амăшĕ, графина сĕтел çине лартса. — Пĕлтĕр хурлăхан аванах пулнăччĕ... Килĕр-ха, тутанса пăхăр...

— Çук, çук, — икĕ ал тупанне харăсах хирĕç тăратрĕ Палюков. — Эпĕ пĕлетĕп мĕн йышши сĕткен вăл. Хайхи такмакри пек, пĕр черккине сыпсассăн — пĕр ураран ӳкерет, ик черккине сыпсассăн — ик ураран ӳкерет. Манăн машина тытса пымалла-ха... Ну, чипер! Кăмăлсăр ан пулăр! —çапла каларĕ те вăл алăк патнелле утрĕ, унта кăшт тытăнса тăчĕ. — Ку Шупашкар çыннине лайăх хăналăр, — терĕ Палюков. — Аттуш, вăл таçта юптару-ăшхыптару çырса кăларĕ...

Эпĕ, ун патне пырса, хулĕнчен тытрăм.

— Иван, Тихăнăч, — терĕм эпĕ, — манăн Шупашкара, кĕçĕрех çитмелле. Ирхине хаçат валли Панарин ӳкерчĕкĕсем айне пĕр çирĕм-вăтăр йĕрке репортаж пекки çырса памалла... Машина пирки епле-ши?

— Ан васкăр, машина пулать, — терĕ председатель, аллăма чăмăртаса. — Асанне тĕррисемпе лайăхрах паллашар. Зойăн хăйĕн те пулмалла-ха унта...

«Асанне тĕррисем»... Çавăнпа килтĕм-çке-ха эпĕ çак яла, çавăнпа çак кермен çурта кĕтĕм. Хуçисен кăмăлĕшĕн тенĕ пек, пĕрер курка сăра ĕçрĕмĕр эпир, хурлăхан сĕткенне те тутанса пăхрăмăр.

Зоя амăшĕ нумай кĕттермерĕ: таçтан пӳртĕнчи арча тĕпĕнчен пĕр тĕрке тĕрленĕ çипуç çĕклесе килчĕ. Çулла хăвăртах тĕттĕм пулмасть, апла пулин те Анна Филипповна верандăри «свет çутине» çутса ячĕ. Вара стена çумĕнчи диван çине тĕрленĕ япаласене пĕрерĕн-пĕрерĕн сарса хучĕ, кунта шăнăçайманнисене пукан хыçĕсем çине тирпейлесе çакрĕ.

Малтанах манăн куçпуç чăл-пар сапаланчĕ. Тĕрĕ, тĕрĕ... Çапах та кăштахран эпĕ тĕксĕмрех тĕрĕсенчен çутăраххисене уйăра пуçларăм. Акă ĕнтĕ уççăнах курăнать: ватăрах алă, çамрăк алă... Асанне тĕрри, Зоя тĕрри... Кун пирки эпĕ Анна Филипповнăран пĕр иккĕленмесĕрех ыйтрăм:

— Çапла мар-и?

— Çапла ара, çапла, — çирĕплетрĕ ман шухăша Анна Филипповна. — Каланă пеккĕн, Зойи, ара, асламăшĕнчен пĕчĕклех вĕренсе пычĕ те... Ку çитмен-ха, хăй тĕллĕн те тем тĕслĕ тĕрĕ шухăшласа кăларать. Вăрмантан, улăхран, хиртен чечексем татса килет те çеçке тĕррисене хут çине нумай тĕслĕ кăранташсемпе ӳкерсе илет. Кайран шурă пир çине куçарать...

— Анне, — хыттăнах пӳлчĕ ăна Зоя, — пурне те каламасан та юрĕччĕ... Килнĕ çынна эс асанне тĕррисем пирки лайăхрах каласа кăтарт...

— Килнĕ çынна Зоя тĕррисем те питĕ илĕртеççĕ, — сăмах хушрăм эпĕ. — Хитре тĕрĕсем... Çапах та пĕлес килет...

— Мĕскер-ши? — чăрсăррăнрах ыйтрĕ Зоя, ман çине куç хӳрипе чалăшшăн пăхса.

— Мĕскер-мĕнĕ... Эс, акă тĕрĕ фабрикинче ĕçленĕ, — терĕм эпĕ. - Чаплă фабрика! Унăн тĕррисем пĕтĕм тĕнчипех чапа тухнă. Брюссель, Каир, Нью-Йорк, Монреаль выставкисенче пулнă. Асанне тĕррисем... Ĕлĕкрен-авалтан килекен тĕрĕсем... Хальхи тĕрĕсем... Вĕсенче — халăх чунĕ, Чăваш çĕршывĕн илемĕ... Анчах ак эсĕ, Зоя, çав чаплă фабрикăна пăрахнă та тракторпа ĕçлеме пуçланă. Пурнăçра тимĕр утăм тунă... Хурçăпа туслашнă. Эпĕ трактор ĕçне хурламастăп. Пысăк ĕç, кирлĕ ĕç. Çапах та пĕлес килет: мĕншĕн, мĕн пирки çавăн пек утăм?

— Ак мĕншĕн, ак çакăн пирки! — терĕ Зоя, юнашар тăракан Байгулов, çурăмĕнчен ал тупанĕпе çепĕççĕн кăна çапа-çапа. — Çакна кĕçех урăххи тытса илетчĕ вĕт!..

Хăй ытла хăюллă хăтланнинчен хăй вăтаннă пек, Зоя крыльца еннелле ыткăнчĕ. Ун хыççăн Володя Байгулов та тухрĕ. Ку хĕр пит именчĕкех те мар иккен. Кирлĕ чухне ун хăюлăхĕ çитмеллипех çитет. Ĕлĕкхи мĕскĕн хăрхăм мар, хальхи хастар чун!.. Ăшăмра эпĕ куншăн савăнмаллипех савăнтăм. Зоя пурнăçĕнчи «тимĕр утăма» та кăшт тĕшмĕрте пуçларăм. Кунта мана тата Зоя амăшĕ те, Анна Филипповна, пулăшрĕ.

— Ара, каланă пеккĕн, — терĕ вăл, — çут тĕнчере кашни çын хăй тĕррине тĕрлет. Çĕр çинче йĕр хăварать. Кашни хăй кăмăлланă ĕçе илĕнет. Трактор тытасси пирĕн йăхра çĕнĕ ĕç марччĕ-ха. Ман атте те тракторист пулнă. Вăрçăра — танкист. Аттене салтака ăсатсан, анне пилĕк ачапа пĕччен тăрса юлчĕ. Эпĕ, асли, вунвиççĕреччĕ. Атте вăрçăран таврăнаймарĕ... Трактор çине анне ларчĕ. Эпĕ, шкултан тухсанах, ун патне уя чупаттăм. Нихçан та манассăм çук, анне çапла çуркунне пĕлтĕрхи çĕрулми пуссине сухалать. Тăпра айĕнчен вĕтĕ-вĕтĕ çĕрулмисем тухаççĕ... Ара, пĕлтĕрхисем... Эпĕ вĕсене пуçтаратăп та, вăрман хĕрринче кăвайт чĕртсе, аннене çĕрулми пĕçерсе паратăп. Хам та тута-çăвара пĕçерте-пĕçертех хыпатăп. Мĕн каласси ĕнтĕ, пурнăçăмра эпĕ ун пек тутлă апат çисе те курман... Аннепе пĕрле ларса çӳресе, хам та трактор тытма вĕрентĕм. Сисмерĕм те тракторист пулса тăтăм. Ара, каланă пеккĕн, Зоя хĕрĕме те солярка шăрши çапрĕ пуль çав. Вăл ман пата, суха тунă çĕре, шкултан тӳрех вĕçтерсе пыратчĕ. Автол шăрши те, солидол шăрши те, тимĕр шăрши те ачаллах çапрĕ пуль çав хĕрĕме, — Анна Филипповна сăнĕнчен салху кăмăл сирĕлет, вăл хăй сисмесĕрех хаваслăн кулса илет. — Тимĕр туртать, теççĕ çав, Магнит пек, ара...

— Чимĕр-ха, Анна Филипповна, — питĕ асăрханса сăмах хушатăп эпĕ. — Сирĕн Зоя малтан тĕрĕ фабрикине туртăннă-çке-ха. Унта ĕçленĕ. Авă, мĕн тери хитре ун тĕррисем! — пуçăма сĕлтетĕп диван çинче куçа илĕртсе выртакан эреш-мереш илемлĕ япаласем çинелле.

— Унта ман старикĕн амăшĕ, ара, Зоя асламăшĕ ĕçлетчĕ, — ăнлантарать мана Анна Филипповна, — Зойăна та унта вăлах çавăтса кайрĕ. Ватă çын çамрăксене авалхи тĕрĕсем туса кăтартатчĕ... Хантăс тĕрри. Кĕскĕ тĕрри. Йĕпкĕн тĕрĕ... Шулам... Чĕпчĕрке... Акă вĕсем — Зоя асламăшĕн тĕррисем. Эпĕ вĕсен ячĕсене те лайăххăн пĕлсе пĕтерейместĕп. Тĕрĕри мĕнле тĕс мĕне пĕлтернине çеç кăшт чухлатăп. Хĕрлĕ тĕс — вĕри юн, çамрăклăх. Хури— тăпра тĕсĕ. Мĕнпур япала тăпра çинче ӳсет. Сарри — хĕвел тĕсĕ. Симĕсси — ӳсентăран...

— Çапах та... — каллех сăмах хушатăп эпĕ Зойăн «тимĕр утăмне» ăнланас килнипе.

— Трактор ĕçĕ хĕрарăм ĕçĕ мар-ха, — ассăн сывласа илет Анна Филипповна. — Хам та нумай тӳссе курнă... Хам пăрахрăм ĕнтĕ ку ĕçе. Пахчаçимĕç бригадинче тăрмашатăп. Зоя хĕрĕм те, шкултан вĕренсе тухсан, çăмăлрах та тасарах ĕçе вырнаçтăр, терĕм. Пĕрле вĕреннĕ тантăшĕсем хулана таптарчĕç. Зоя тĕрĕ фабрикине кĕчĕ. Анчах, аçа çапасшĕ! Унăн шкулти хĕр-тусĕ, Карсак Улькки тетпĕр-ха ăна, механизаторсен курсĕнче ултă уйăх вĕренчĕ те трактор бригадине çулăхрĕ. Мĕншĕн тетĕр? Виçĕмçул кĕркунне çеç Байгулов Володя çартан таврăнчĕ. Вăл пирĕннисенчен кăшт аслăрах. Салтака кайичченех трактористра ĕçлерĕ. Таврăнсан — ăна асли туса хучĕç... Леш Улькки, шухăрахскер, тӳрех ун çумнелле авăнчĕ... Хайхи пăхатăп — пирĕн Зоя та, тĕррисене пăрахса, трактористсен курсне вĕçтерчĕ. Хĕр чунĕ мар-и! — çамрăк хĕр сассипе питĕ хитрен шăнкăртаттарса кулса ячĕ Зоя амăшĕ.

Эпĕ ăнлантăм. Йăлтах ăнлантăм. Зоя паçăр «кĕçех урăххи тытса илетчĕ» тени те маншăн тупмалли юмах пулма пăрахрĕ. Эпĕ хальхи çамрăксем хушшинчи юрату вăйне сиссе илтĕм. «Çук-ха, çук, пĕтмен-ха çут тĕнчере чăн-чăн юрату! Сӳнмен ун вĕри хĕлхемĕ! — терĕм ăшăмра.

— Иккĕмĕш çул ĕçлет ĕнтĕ Зоя, — çĕнĕрен хускатрĕ сăмахне Анна Филипповна. — Кăçал сухаçăсен районти ăмăртăвĕнче мала тухрĕ. Паян акă республикăри конкурса кайнăччĕ те... Ăнăçлах пулмарĕ курăнать....

— Епле ăнăçлă мар? — хирĕçлерĕм эпĕ. — Арçынсем хушшинче иккĕмĕш вырăн. Пĕтĕм республикипе. Пысăк çĕнтерӳ ку. Колхоз председателĕ те Зоя пирки ыррине каларĕ — тĕрĕ тĕрленĕ пек хитре сухалать, терĕ.

Крыльца енчен хаваслăн кулкаласа калаçнă сасă илтĕнет. Унта — Зойăпа Володя.

— Тĕрĕ ĕçне пуçĕпех пăрахрĕ-и вара Зоя? — ыйтатăп амăшĕнчен.

— Çук-çке, — камăллăн хуравлать амăшĕ. — Хĕлле пушă вăхăтсем тупăнкалаççĕ... Кĕнекине те вулать, тĕррине те тĕрлет. Хальчченхи пекех, хирти чечек çеçкисене пухса, хут çине ӳкере-ӳкере хурать.

— Анна Филипповна, — терĕм эпĕ, каçару ыйтса. — Тархасшăн, йӳтетмĕш тесе ан шутлăр. Ырă кил-çуртран тухса кайиччен пурне те пĕлес килет: карнизпа чӳрече хашакĕсене, крыльца тĕррисене кам эрешлесе чĕнтĕрленĕ-ха сирĕн?

— Зоя ашшĕ, ара, ман упăшка, — вашаватлансах пĕлтерчĕ Анна Филипповна. — Çавă каскалать-эрешлет. Ĕçлессе хăй шкулта ĕçлет. Ĕç урокĕсене вĕрентет. Тем, таврăнаймарĕ-ха вăл хуларан... Тахçан шкулта пĕрле вĕреннĕ юлташĕ патне кĕчĕ пуль-и, мĕн-и? Тĕл пулсан, хăпаймаççĕ вара пĕр-пĕринчен...

Урамра машина сасси илтĕнчĕ. Кĕçех Зоя чупса кĕчĕ те:

— Сире кĕтеççĕ, — терĕ.

Зоя амăшĕ мана çул курки тыттарчĕ, эпĕ Зойăпа та, ун амăшĕпе те, крыльцара тăракан Володьăпа та алă тытса сывпуллашрăм. Тав турăм, ырлăх-сывлăх сунтăм вĕсене. Паянхи çутă куншăн, Çавал хĕрринчи тарăн сухашăн, асамат кĕперĕ пек ялкăшакан илемлĕ тĕрĕсемшĕн.

Киле çитсен те ывăннине сисмерĕм. Сĕтел çинчи «Кун кĕнекине» Зоя амăшĕн сăмахне çырса хутăм: «Çут тĕнчере кашни çын хăй тĕррине тĕрлет. Çĕр çинче хăй йĕрне хăварать».

Тĕрĕс, питĕ тĕрĕс сăмах...

Анчах çав каç ман çывăрасси пулмарĕ. Вырăн çинче йăвалантăм-йăвалантăм та, тăрса балкона тухрăм. Кĕçех тул çутăлчĕ. Хĕвел тухрĕ. Тем пысăкăш хĕрлĕ хĕвĕл.

— Акă вăл чăн-чăн тĕрĕ ăсти, — терĕм эпĕ, çĕнĕ иршĕн савăнса. — Нумай-нумай тĕслĕ сăрăсемпе тĕрлесе илемлетет хĕвел çĕр чăмăрне!

■ Страницăсем: 1 2

Çавăн пекех пăхăр

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: