Перестройка
Килнелле утнă май Александр Трофимович хăй юратнă юррине юрласа пычĕ: «Чи илемлине-е-е, чи илемлине-е-е», — ĕнĕрлерĕ вăл. Акă вĕсен подъезчĕ патĕнчен инçех те мар виçĕ çамрăк пĕр ачана тăпăлтараççĕ. Хĕнекенсем хушшинче Александр Трофимович паллакан ача та пур: вун пиллĕкри Коля — ĕçтешĕн ывăлĕ. Вăл хĕнекенсене чарма пăхать ахăр.
— Пăрăн кунтан! Атгу хăвна лекет! — кăшкăрчĕ çӳçлемес пуçли, патвар кĕлеткелли. Унтан çаврăнчĕ те Кольăна сулмак чăмăрĕпе тăрăслаттарчĕ.
— Эй! Эй! Ачамккăсем! Илемлĕ мар, арçынла мар темиçен пĕр çынна тапăнни! — чарма пăхрĕ çамрăксене Александр Трофимович.
— Хăй айăплă! Туртмалли парăр, вара хĕнеместпĕр.
— Эпĕ туртмастăп. Сире те çав йытă çимен япаларан писме хушатăп.
— Ха! Итлĕр-ха, итлĕр, писме хушать пире! Кам эс кунта мĕн тумаллине хушма! — тесе лач! сурчĕ лăпăс-лăпăс пуç. — Атьсемри, туртмалли памарĕ — хĕнетпĕр! — аллисене ирĕке ячĕ услап.
— Так! — кăшкăрчĕ те арçын икĕ каччăна çавăрса тытса пĕр-пĕрин çумне çамкисемпе шаклаттарчĕ. Нач! илтĕнчĕ сасă. — Тасалăр куç умĕнчен! Ачасем урамра çӳремелли вăхăт тахçанах иртсе кайнă.
Хирĕç чĕнекен пулмарĕ.
Ырă çанталăкпа киленсе, сăра ĕçсе хавасланнă кăмăлĕ пăсăлчĕ Александр Трофимовичăн. «Мĕнле ăру çитĕнет пирĕн? Çухатрăмăр, çухатрăмăр çĕршыв чапне, пуласлăхне», — шухăшларĕ вăл тăруках урăлса кайса. Унтан подъезда кĕчĕ те виççĕмĕш хваттертен илтĕнекен шăв-шава итлесе тăчĕ.
Перестройка! Перестройка!
Перестройка теççĕ.
Ман пек чухăн хĕрарăмсем
Пуянсемпе ереççĕ!.. —
пырĕ çурăласла кăшкăрса такмаклать кӳршĕри вырăс хĕрарăмĕ. Вăл икĕ пӳлĕмлĕ хваттерте пĕчченех пурăнать. Больницăра медицина сестри пулса ĕçлекенскер шавлă, ирĕклĕ пурнăçа кăмăллать. Александр Трофимович хăй те час-часах хăналанкаланă-ха ун патĕнче. «Перестройкăна манмаççĕ çынсем. Мĕн «перестройки» унта? Çак пулăм çирĕм çула яхăн лачакана путнă машина пек мекĕрленет, çăрăлса тухасси курăнмасть», — шутларĕ арçын. Вăл майра алăкне шаккас тенĕччĕ кăна — темĕн кĕрĕслетрĕ хĕрарăм хваттерĕнче.
— А-а-а! А-а-аскăн! Миçе вара вĕсем санăн?! Вĕлере-е-е-тĕп! — илтĕнчĕ урса кайнă арçын сасси. Черетлĕ еркĕнĕ пулас.
Александр Трофимович хăй хваттерĕ патнелле васкарĕ, алăк шăнкăравне чатăмсăррăн çине-çине пуса пуçларĕ.
Арăмĕ упăшки каçхи вунă-вун пĕр сехетсĕр киле килменнине хăнăхса çитнĕ ĕнтĕ. Çывăрмалли пӳлĕмре кĕнеке вуласа лараканскер аванах илтрĕ шăнкăрава.
— Анне, такам килчĕ. Атте мар-ши? Вăл ялан çавăн пек чăтăмсăррăн шăнкăравлать, — ура çине çĕкленчĕ хутсемпе тăрмашакан ывăлĕ.
— Ан чăрман, хамах уçатăп, — чарчĕ ывăлне амăшĕ.
Çак йăрăс пӳллĕ, ырă кăмăллă, хуйхă-суйхă та илемне сӳнтереймен хĕрарăм аслă шкулта студентсене вĕрентет. Ывăлĕ Юра Мускаври Ломоносов ячĕллĕ университетра пĕлӳ пухать. Паян вăл çуллахи каникула таврăнчĕ.
Куккук сассипе янăракан шăнкăрав «авăтрĕ-авăтрĕ» те шăпланчĕ. Çав самантра коридорта çакăнса тăракан сехет ăшĕнчи куккук сиксе тухрĕ те шăнкăрав пăчланнишĕн те савăнса, те кулянса ку-кук! тесе кăшкăрчĕ.
Хĕрарăм çакна курса ахăлтатса кулса ячĕ, унăн сӳрĕк кăмăлĕ çĕкленчĕ. Сăнĕ çуталчĕ, куçĕсем темле халиччен никам та асăрхаман çутăпа ялкăшма пуçларĕç. Ара, сехет ăшĕнчи кук-кук сас паманни темиçе çул çитет ĕнтĕ. Юсав ăстисене те кăтартса пăхнăччĕ те, ĕçлекен тăваймарĕç. Унтанпа илемне ытараймасăр упраççĕ çемьере çак авалхи сехете. Тата вăл Алина Петровнăшăн питĕ хаклă япала — асламăшĕнченех куçнă çемьене.
Хĕрарăм уçма васкамарĕ-ха. Алăк леш енче кăшкăрашни, алăка урапа тапни илтĕнчĕ. Кил хуçи арăмĕ пуçне мăнаçлăн çĕклерĕ те алăк патнелле таплаттарса утса пычĕ.
— Мĕн тӳрех уçмастăн?! Элле еркĕну балконтан сиксе тарасса кĕтрĕне?! — хăмсарма пăхрĕ арçын.
— Кĕтрĕм çав, кĕтрĕм, — лăпкăн тавăрчĕ хĕрарăм упăшки çине йĕкĕлтерех пăхса. — Элле санăн кăна пылак пурнăçпа киленмелле-и? Пире-е-е те Турă туйăмсăрах çуратман. Эпи-и-ир те кама та пулин «çăтмаха-а-а» ертсе кĕме пултаратпăр, — тăсарах каларĕ вăл хăшпĕр сăмахсене.
Александр Трофимович, халиччен арăмĕ хăйне хирĕç тăнине курманскер, пĕр вăхăт шанк хытса тăчĕ. Çак самантпа усă курса хĕрарăм çывăрмалли пӳлĕме кĕрсе кайрĕ.
— Мда-а-а! — мĕкĕрсе ячĕ арçын. — «Перестройка» текенни халăха веçех ухмаха кăларчĕ. Ман арăм патне те персе çитнĕ иккен. Мĕнле çиллессĕн пăхаççĕ куçĕсем. Май пулсан çапса та пăрахĕччĕ. Халăх хăйĕн хуçи камне маннă пек, арăм та ирĕке тухасшăн пулас. Не выйдет! — тăррăс тапрĕ вăл тарăхса урипе. Унтан алăк патĕнче тăракан пукан çине лак ларчĕ. Тăхăр вунă килограмм таякан кĕлетке йывăрлăхне чăтаймасăр пукан «йынăшса» ячĕ.
— Чи илемлине-е-е! Чи илемлине!.. — кисретет хваттере кил хуçи. Унтан тайкаланса тăчĕ те хăйпе хăй вăрçăнма пуçларĕ: — «Ан васка эс юратма чи илемлине-е!..» Кам ухмахĕ çырнă çак сăмахсене?! Чи илемлине юратмалла çав! Мĕне кирлĕ ăсли?! Ак эпĕ ăслипе пурăнçа ирттеретĕп ĕмĕре. Сăпайлипе. Мĕн пĕлет вăл интим пирки?! Илемĕ чăнах пур вара ман арăмăн. Кунпа эп мухтанма пултаратăп! — шĕвĕр пӳрнине çӳлелле çĕклесе кулса ячĕ арçын. — Тĕрĕссипе, кӳршĕ хваттерте пурăнакан Зоя илемлĕ те мар, куçĕсем те хĕсĕкрех, çăварĕ те чалăшрах, анчах арçынна мĕн кирлине питĕ ăнланаканскер. Пирĕн отделта тăрăшакан кук тĕрриллĕ Лена та пит вĕрискер, тепĕр илемлисем айккинче тăччăр, — сасăпах пуплешрĕ вăл. Пуçне сылтăм енне пăрчĕ те хăй çине çиллине пытараймасăр пăхакан ывăлне курчĕ. Тимлĕрех сăнаса пăхнă пулсан ывăлĕн куçĕсенче мĕн чул ырату курнă пулĕччĕ ашшĕ. — А-а! Юрка таврăннă иккен, — япала çине пăхнă пек пăхса илчĕ вăл каччă çине. Хăçан юлашки хут ывăлăм тесе çупăрланă-ши вăл хăйĕн пепкине. Пулнă та пуль ун пекки, анчах питĕ сайра. Тахçан, тахçан... тĕтре хупланă ачалăхра. Нимĕн те чĕнмерĕ Юрка. — Çиес килет манăн! Кам апатлантарать мана?!
— Çиессӳ килсен антарса çи, — сассине хăпартарах каларĕ ывăлĕ.
Пĕрремĕш хут илтрĕ Александр Трофимович хăйне хирĕçленине.
— Каллех перестройка вăйĕ хуçаланать. Юрка, эс кампа калаçатăн? Аçу-и эп, аçу мар-и?!
— Атте çав эс, аттех, — ассăн сывларĕ лешĕ. — Атте ăшшине, унăн тимлĕхне туясси пулмарĕ пурнăçра...
— Яшкана тăвар каламан! — кăшкăрчĕ хывăнса кухньăна апатланма ларнă арçын сивĕннĕ яшкана лĕрĕп-лĕрĕп сыпкаласа.
— Тăварсăр пулсан тăвар ярса çи, — кăшкăрнă пекех каларĕ кухньăна тем ĕçпе кĕнĕ арăмĕ. — Тутли кирлĕ пулсан малашне хăв валли хăвах пĕçерсе çиме пултаратăн. Пĕçерме ӳркенсен — ресторанта апатлан. Сан пек «шурă çыннăн» килти апата çимесен те пулать. Çитет тарçу пулса пурăнма. Пĕтĕм укçуна эрех кӳпсе, ерĕшкӳсемпе алхассах пĕтеретĕн. Ав Юркăн тумĕ те веçех кивелчĕ. Вăл вĕт ниçтан пĕр пус илеймен арçын çемйинче ӳссе çитĕнмен. Пай пуçлăхĕнче тăрăшать унăн ашшĕ хулари шурă çуртра.
Ывăлĕ ашшĕпе амăшĕ харкашнине именсе итлесе тăчĕ.
— М-да-а-а! Тем, эсĕ питĕ хăюллă калаçатăн! Килте кам хуçа пулнине мантăр-и?! — кĕмсĕртетрĕ кил хуçи. — Перестройка! Перестройка! Кăтартса парăп эп сире «Кузькину мать»!
— Перестройка тăвасшăн-ха эпĕ те паянтан, — йĕкĕлтерех пăхрĕ ун çине мăшăрĕ Алина Петровна. — Малашне килте апатланас тесен пурăнмалăх минимум чухлĕ укçа паратăн. Çавăн чухлех Юрка пайне те. Унăн тата икĕ çул вĕренмелле. Алимент текенни пулать ку. Кĕпӳ-йĕмна çуса якатнăшăн — виçĕ пин, санпа çирĕм çул ытла нушаланса пурăннăшăн — «моральнăй ущерб» текеннишĕн — пилĕк пин. Вăт çавăн чухлĕ — кашни уйăхра. Унсăрăн — уйрăлатпăр! — çапла каларĕ те арăмĕ урине тăр-рăс! тапрĕ, унтан кухня алăкне шанлаттарса хупрĕ. Тепре уçрĕ те шăл витĕр сăрхăнтарса: — Малашне залра çывăратăн. Уйрăлас тесен — эпĕ хирĕç мар. Хваттере виçĕ пая пайлатпăр, — терĕ.
Читлĕхри попугай темшĕн савăннă пек çуначĕсене лăс-лăс силлерĕ те:
— ...латаăр-р!.. Р-р-р! — тесе кăшкăрчĕ.
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...