«Халь пуплетпĕр каялла виçелле...»


Арçук Тарасова

 

Халь пуплетпĕр каялла виçелле —

Хăшне тĕрĕс, хăшне йăнăш тунă,

Кама лекнĕ хĕç, кама — пуçелĕк,

Кама мĕншĕн çĕр тĕпне те хунă...

 

Пĕрлешсе ĕмĕтленни, мăнтарăн,

Чăхăмланă лашалла шăмарчĕ.

Пурнăç ĕмĕтленнĕ пек тухмарĕ,

Çутă ĕмĕт вут пуççи хăварчĕ...

 

Вут çунни те, ăш хыпни те пулчĕ,

Пулчĕ тăшмана тытса вĕтни те.

Çав йăлтах юмах пек тăрса юлчĕ,

Малашне ăна та тамăк витĕ...

 

1998, çу, 26.

Авăркас, Треппел ялĕ.

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Игорь Сайман (2012-11-17 22:27:47):

Йăнăш: Виçелле мар, виçеллĕ пулма тивĕçлĕ, - рифма тата ритм саккунĕсем çапла тума хушаççĕ.

 

Admin (2012-11-17 22:54:43):

Унта чăн та виçеллĕ — сканерланă чухне йăнăш кайнă. Тӳрлетме хĕнтерех çав :(

 

Галина Зотова (2012-11-18 08:16:42):

Йăнăшсене асăрхани лайăх:халăх сайтри хайлавсемпе паллашнине пĕлтерет.Эпĕ кашни çĕнĕ материалах вулама тăрăшатăп. Виталий Станьял çырнă тарăн , чуна çывăх сăвăсем мана питĕ килĕшеççĕ

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Петрова А.Г. (2012-11-18 20:29:00):

Сăмахсенче ă,ĕ тăррисене лартманнипех йăнăш шыраса ларма кирлĕ мар. Эсир хăвăр чăвашла çырса пăхнă пулсан ăнланма кирлĕ. Кун пек йăнăшсем вĕсем компьютерпа сканерланă чухне çырма пĕлменниинчен килмеççĕ, нумай чухне клавиатура кнопкисем çине пуснă чухне асăрхамасăр каяççĕ.В.Станьял - пултаруллă сăвăç. Паллах, вăл рифмăпа ритм саккунĕсене пирĕнтен темиçе хут ытларах пĕлет!

 

Игорь Сайман (2012-11-18 20:37:30):

Ман "тиркес" шухăш пулман. Мĕн асăрханă - çавна палăртрăм.

 

Игорь Сайман (2012-11-18 20:37:36):

Ман "тиркес" шухăш пулман. Мĕн асăрханă - çавна палăртрăм.

 

Г. Зотова (2012-11-19 07:24:17):

Клавиатура кнопкисем çине пуснă чухне асăрхамасăр каяççĕ çеç мар, клаиатура итлеменни те тарăхтарать: темшĕн "мар" сăмаха яланах икĕ"а" сас паллипе çырать, сăмах вĕçне икшер "е" пичетлет.Ачасен хайлавсене пичетленĕ чухне пилĕкшер хут тĕрĕслесе тухма тивет, çавах йăнăш сиксе юлма пултарать.Çĕнĕ клавиатура туянмалла пуль (çак сăмахсене çырнă чухне те темиçе хутчен икшер "е, ç" çырса пачĕ вăл мана.Виталий Станьял - хастар, чăвашлăхшăн çунакан, çамрăк авторсене хавхалантаракан чăн-чăн чăваш чĕриллĕ чăваш!

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: