Çăлтăртан хĕр пулса тăчĕ


Тулса çитнĕ уйăх тӳпене хăпарса çитсен çăлтăрсем патне хăнана кайса килме шутланă. Çăлтăрсен керменĕ аслă пĕлĕт варринче кăвак шăналăк çинче ялкăшса ларнă. Кунта пин-пин çăлтăрчăк пурăннă. Кăнтăрла вĕсем çывăрнă, каçсерен уя улаха тухнă. Ун чухне кермен алăкĕ пач та хупăнман: шурă, хĕрлĕ, сарă, симĕс, кăвак, пысăкки, пĕчĕкки, вăйли, вăйсăрри, çамрăкки, ватти кермен алăкĕ витĕр унта-кунта вĕçсе çӳренĕ. Хĕр — çăлтăрчăксемпе каччă-çăлтăрчăксем пĕрре кĕнĕ, тепре тухнă. Хĕр-çăлтăрчăксем вăрăм аркăллă сараппанпа, каччă-çăлтăрчăксем вăрăм чаппанпа çӳренĕ. Утнă-чупнă чухне сараппанпа чаппан аркисем ура айне пулса йĕри-тавра кĕмĕл шевле сапаланă. Çăлтăрсем каçсерен улаха тухма юратнă. Çипуçне улăштарнă. Кашниех чи илемлĕ, чи ялтăркка кĕпе-йĕм тăхăннă. Тĕрлĕрен тĕслĕ кĕпесем, пурçăн тутăрсем хĕрлĕн те çуттăн ялкăшса каччăсене илĕртеççĕ, тенкĕ-шăрçаллă çăлтăр пики татах та илемлĕрех çутатать. Пике-çăлтăрсен куçĕсем тенкĕ-шăрçа çинче ялтăртатса йĕри-тавра вут-хĕм сапаççĕ, пăхаттирсен чĕрисене çунтараççĕ. Çăлтăр-пăхаттир чăтса тăраймасть, хăйне килĕшнĕ пикене куç хĕсет, лешĕ тусĕсем сисиччен каччăн карапĕ çине ларса тӳпе тăрăх çул çӳреве вĕçсе каять. Кашни этемĕн хăйĕн шăпи. Турă çырнинчен иртеймĕн, теççĕ ваттисем. Кашни çăлтăрăн Çĕр çинчи этемĕн пекех хăйĕн шăпи. Пĕрисем Çĕр çине, улăхсенчи курăксем çине вĕçсе каяççĕ, çăлтăрсенчен сывлăм пулса йăлтăртатса çиçеççĕ. Теприсем тăп-тăрă çăлкуçсене кĕрсе ларса çăвăнса тухаççĕ те тĕкĕр çине пăхнă пек капăрланса лараççĕ. Çăлтăрсем иленнĕ çăлкуçри шыв сиплĕ те сăваплă шутланнă. Енчен те çемьере кам та пулин чирлесен ваттисем ăна шурăм пуç киличчен çак сиплĕ çăлкуçран ăснă шывпа сипленĕ. Çăлтăрсем чире хăваласа янă. Ĕлĕк-авал ваттисем çăлкуçсене варалама хушман, çăлтăрсем кӳренсе ку вырăнтан пăрахса тарасран шикленнĕ. Виççĕмĕшсем пĕрне-пĕри юратакан куçсене çунтараççĕ, ĕмĕрлĕх телей парнелеççĕ.

Уйăха кермен умĕнче хăйĕнчен кăшт çеç пĕчĕкрех çăлтăр кĕтсе илет. Кун пысăкăш çăлтăра Уйăх та ку таранччен ниçта та тĕл пулман. Çăлтăр куçĕсенчен темшĕн Çĕр çине куççуль тес куççуль мар — ахах пĕрчисем- юхаççĕ.

— Сывлăх сунатăп! Кам эсĕ? Мĕншĕн кулянатăн? Кам кӳрентерчĕ?

— Ырă каç! Мана Ĕмĕтпи тесе чĕнеççĕ.

Çак керменте çуралса ӳснĕ Ĕмĕтпи ятлă пысăк çут çăлтăр пуринчен те хитререх, пуринчен те çутăрах тата ăшăрах пулнă. Ăна пурте хисепленĕ, çав вăхăтрах ăмсаннă та. Ĕмĕтпи Çĕр çинче пурăнакансен ĕмĕчĕсене пурнăçлама пултарнă. Çынсем ĕлĕк ытларах чухне телейлĕ те сывлăхлă, вăй-хăватлă пулма ĕмĕтленнĕ, выльăххи-чĕрлĕххи , тырри-пулли ăнса пултăр тесе кĕл тунă, йышлă çемьесенчи тăвансем çичĕ сыпăк таранах пĕр-пĕрин патне хăнана çӳренĕ, Ĕмĕтпи çынсен ĕмĕчĕсем пурнăçланччăр тесе каçсерен тӳпе тăрăх ярăнса çӳренĕ. Халĕ те вăл вĕсене пулăшасшăн, анчах та яланах вĕсен ĕмĕчĕсене ăнлансах çитеймест: пĕри машина , тепри хваттер, виççĕмĕшĕ укçа ыйтать. Ĕмĕтпи вĕсен ĕмĕчĕсене тивĕçтерет-ха, анчах та темшĕн машина хуçине хваттер те кирлĕ иккен, укçи те кĕсъерен юхсах тăтăр. Машина хуçи хваттерлĕ те, укçаллă та пулса тăрсан, темшĕн хăйĕн хваттерне тăванĕсене кĕртесшĕн мар, сăмах-юмах та сыпăнмасть, калаçу çемье, тăвансен сывлăхĕ пирки мар, ытларах укçа тавра кăна çаврăнать.

— Эпĕ урăх хапсăнчăксен ĕмĕчĕсене пурнăçласшăн мар, манăн хамăн та хитре хĕр пулса Çĕр çинче пурăнса курас килет. Тен, ун чухне эпĕ этемсене ăнланма пултарăп.

Уйăх Ĕмĕтпине пулăшма шутларĕ:

— Эпĕ сана пулăшаймастăп, анчах та санăн ĕмĕтӳ пирки аслă Хĕвеле пĕлтерме пултаратăп. Вăл сана пулăшатех! Вăл пуринчен те пысăкрах, вăйлăрах, çутăрах. Хĕвел çулĕ çывăх мар, сана çăмăлах пулмĕ, анчах та пĕртен-пĕр ĕмĕтрен хакли нимĕн те çук! Эсĕ хăв тĕллевне пурнăçлама хатĕр-и?

— Хаваспах!

Тулли Уйăх хăйĕн çутине сапаласа ярса керменте пурăнакан пур çăлтăра та киле таврăнма чĕнчĕ. Тӳпе ялкăшса кайрĕ.

Уйăх çăлтăрсене Ĕмĕтпи ĕмĕчĕ пирки каласа пачĕ, тăвансене ăна пулăшма ыйтрĕ. Сывлăмпи çăлтăрсем Ĕмĕтпине Хĕвел пайăркисем ĕнтсе ярасран сыхланма нихçан пĕтмен сывлăм шывĕ парнелерĕç. Çăлкуçпи çăлтăрсем хĕре сиплĕ шыв тултарса пачĕç. Юрату çăлтăрсем юрату шевлийĕ чĕртсе пачĕç.

Тăванĕсемпе сыв пуллашрĕ те, вĕçекен турилкке çине ларса, Ĕмĕтпи çула тухрĕ. Чылайччен вĕçме тиврĕ, хăйĕн ĕмĕтне пурнăçлама темле йывăр пулсан та Ĕмĕтпи нăйкăшмарĕ, çул çинче ăна хăй тахçан ырă тунă тусĕсем пулăшрĕç. Çынна ырă туни ырăпах таврăнать теççĕ-çке. Кайсан — кайсан тинех Хĕвел керменĕ патне çывхарчĕ.

 

— Хĕвел, хĕвел, хĕвелĕм,

Эсĕ манăн телейĕм.

Питĕ вăйлă çутатан,

Яланах умра тăран.

 

—Хаклă Хĕвелĕм! Эсĕ çакă çутă тĕнчере пуринчен те çутти, йăлтăркки! Эсĕ, Хĕвел, пурин ĕмĕтне те пурнăçлама пултаратăн, — тесе калаççĕ. Тĕрĕсех-ши ку е халап кăна?

— Тĕрĕсех.

— Мана пулăшаймăн-ши? Манăн хĕр пулса çĕр çинче пурăнса курас килет.

Хĕвел Ĕмĕтпине хăйĕн ăшă пайăркисемпе çупăрларĕ, лешĕ çав тери хитре хĕр пулса тăчĕ. Хĕвел хĕре çĕр çине антарса ячĕ.

Хитре хĕр Ĕмĕтпи Çĕр çинче чылайранпа пурăнать, çемьеллĕ, ача-пăчаллă. Телей çинчен ĕмĕтленекенсене яланхиллех пулăшать. Телее кĕтме пĕлекенсем телейлĕ!

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Лĕпĕшпи (2012-10-27 20:41:34):

Галина Вячеславовна яланхи пекех чуна тыткăнлакан çутă хайлавпа савăнтарать. Маттур, ăнăçу сунатăп!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Яруткина С.В. (2012-10-28 16:11:04):

Галина Вячеславовнăн хайлавĕ кăмăла кайрĕ. Пултарулăх лаççинче ăнăçу пултăр, хисеплĕ ĕçтешĕм!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Маслова И. В. (2012-11-13 22:39:30):

Хайлав çав тери килĕшрĕ. Маттур автор,татах интереслĕ хайлавсем, юмахсем çырма сывлăх пултăр!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

читатель (2012-11-15 15:27:26):

Галина Вячеславовна питĕ маттур!!! Вăл ялан илемлĕ тата интереслĕ хайлавсем çырать!!!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Сидорова Людмила (2012-11-15 23:04:36):

Ку хайлав мана питĕ килĕшрĕ.Унта пурнăçра кирлĕ сĕнӳсем нумай,хăшĕсене çырса та илтĕм.Авторне малалла та ăнăçу сунатăп.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Яркина В.И. (2012-11-17 17:16:55):

Ку хайлав мана питĕ килĕшрĕ. Юмахсем çырма сывлăх пултăр!

 

Григорьева Т С (2012-11-22 21:18:21):

Юмах питĕ интереслĕ,авторăн хăйне евĕрлĕхĕ курăнать.Çирĕп сывлăх Сире, Галина Вячеславовна!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Галина Зотова (2012-11-25 00:08:14):

Ырă сăмахсемшĕн тавах.Мана чăваш ачисен тĕлĕнмелле пысăк фантазийĕ тĕлĕнмеллипех тĕлĕнтерет.Хама илес пулсан, эпĕ кашни конкурсах хутшăнса, шкулти ачасен хайлавсене те çитерсе пама тăрăшатăп.Вĕрентекенсене тата конкурс ертӳçисене çирĕп сывлăх сунса тав сăмахĕ калатăп.

 

Валентина (2012-11-25 11:20:46):

Галина, юмахусем пĕрин хыççăн тепри лайăх.Юмаху килешрĕ.Маттур. Ăнăçу сана.

 

Сергей (2012-11-29 23:13:42):

Юмахусем татах çуралччăр. вулама интереслĕ пулчĕ. Çирĕп сывлăх сана, ăнăçусем.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: