Уках хурăнĕ


Çӳлте кулюкка вĕçнĕ чух

Кунĕ пулчĕ тĕтреллĕ...

Халăх юрринчен.

 

1

Çут хĕвелпе çут тĕнче Вăй паччăр çак кунсенче.

К. Иванов

Укахви, вунçичче пуснă хĕр, çĕр çурринчех темиçе те вăрана-вăрана кайрĕ. Темскер хăрах хул — сулахаййи — чавса кукрашки тĕлĕнчен ыратакан пулса ларнă, те çывăрнă чух аяк айне лекнĕ вара: çĕрĕпех канăç памарĕ вăлт темĕнле шалтан туртса ыратать. Укахви, аптранă енне, ăна кăкăр çине хурса та, аяккалла тăсса та пăхрĕ — çук, ниçта чиксе те вырнаçмасть. Юлашкинчен Укахви ыратакан аллипе тимĕр койка пуçĕнчен тытса выртрĕ. Сивĕ тимĕр ыратăва кăшт лăш панă пек. Çапла майлашса Укахви пĕр çур çавра çывăрса илнĕ-и, çук-и — тепĕр авăкран вăл алă паçăрхинчен те ытларах ыратнипе вăранса кайрĕ те самантрах ăна тимĕртен вĕçертрĕ. Амăшĕ астутарнисем аса килчĕç. Вăл каланă тăрăх, тимĕртен тытса çывăрма юрамасть иккен, сивĕ тимĕр ӳт ăшшине хăй çине туртса илет-мĕн.

Чăн та, Укахви халь алă шăнса кайнă пек, сăсă варринче темĕнле сивĕ япала шуса çӳренĕ пек туйрĕ. Кунсăр пуçне тата ăш хыпнă, пыр типсе кайнă, çăварта та тем çилĕм пек çыпçăнать.

Укахви, ĕç кипкипех выртнăскер, салтăнса ӳкнĕ тут-рине тӳшек çинче хыпаласа тупрĕ, хуллен ура çине тăчĕ те урайĕнче выртакан амăшĕпе вун иккĕри йăмăкĕ урлă каçса çенĕке тухрĕ; алă сĕмĕпе витре шырарĕ. Çурри ыт-ла пушă витре урана перĕнсе çĕрлехи шăплăхра хăруш-шăн чăнкăртатса илчĕ. Укахви шарт сикрĕ те пăшт пулса кăшт тăхтаса тăчĕ — никам та вăранмарĕ: кăнтăрла хал-тан ӳкесле ĕçлесе ĕшеннĕскерсем, халь весем хăйсене йăтса тухса кайсан та — мăшт тумĕç... Укахви умлăн-хыç-лăн икĕ курка сивĕ шыв ăçса ĕçрĕ. Пурпĕрех ăш канмарĕ пек. Вара вăл асăрхануллăн алăк сăлăпне кăларчĕ те çе-нĕк умне тухрĕ.

Мĕн вăхăт-ши? Час тул çутăлать-ши? Тухăçа кăшт çеç кăвак сăн çапнă. Автансем авăтни те илтĕнмест. Пӳртре çеç кăмака шăрчăкĕсем тупăшса чăрлаттараççĕ.

Шăпчăксем юрлама пăрахни те чылаях ĕнтĕ, куккук пырне те хăлчăк ларнă. Икĕ-виçĕ эрне каялла çеç-ха кай енчен каç пулса килетчĕ те, мал енчен çутăлса та çывха-ратчĕ. Кун таврăнни уйăх иртрĕ те — вăрăмлансах пы-рать ĕнтĕ çĕр. Тĕрĕссипе каласан, çĕрĕ вăрăм мар-ха, пĕр çавра ыйха тăраниччен çывăрса илмелĕх те çук. Кутăру-çăн Укахви кунсеренех çывăрса тăранаймасть. Тĕттĕмпе киле таврăнатăн та вырмаран апат çинĕ-çименех, ĕç çи-пуçĕпех, вырăн çине тăсăлса анатăн, тӳрех вилнĕ пек çывăрса каятăн: тĕлĕк те тĕлленместĕн... Выртатăн çеç — тен, çывăрса та кайман-и,— тăмалла та: тырă вырма кай-малла... Ку яхăнта тăтăшах çак çут çанталăкăн талăк шутĕнчен çĕр пачах тухса ӳкнĕн, унта кун çеç тăрса юл-нăн туйăнать.

Укахви турткаланса тăмасть — вăл хăех пĕлет ăшă ыйхăпа рехетленсе выртасси кахал йăли иккенне, тата хальхи вăхăтра — нимĕç фашисчĕсемпе хаяр вăрçă пы-нă тапхăрта, вăрçă хирĕнчи тантăшсем-салтаксем чăлăм куç хупмасăр тăхлан çумăр айĕнче выртнă чух — ăшă пӳртре çемçе вырăн çинче çывăрни те çут тĕнче умĕнче тем айăп тунăн туйăнтарса тăрать. Кунсерен ыйхă татас-синчен çăмăлрах терт çук та пек.

Çапах та пит-куç çывăрса тăранайманнипе кунĕпех шыçăнса кайнă пек çӳрет. Çапах та: «Хăçан пĕрре тăрани-ччен çывăрса курăпăр-ши?.. Пĕрре çеç манăн шăм-шак сăлпăр кайиччен ларса канасчĕ»,— тесе шухăшлать Уках-ви хăй ăшĕнче, анчах çăвар уçса çынна каламасть.

Укахви йăрă та чĕрĕ, хаваслă та калаçма, шӳт тума юратакан хĕр ачаччĕ. Халĕ вăл—вăрçă пуçланнăранпа, ахаль чух хăш-пĕр арçын та çитсе курас çук çĕр-тĕлсенче пулнă хыççăн, хăш-пĕр вăйпитти арçын та хуçăлса ӳкмел-ле ĕçсенче пулса курнă хыççăн — улшăнса кайрĕ: ярăнса утнă утти те, çивĕч чĕлхи те улшăнчĕ, янкăс сасси салху çемме куçрĕ, кăмăлĕпе пусăрăнчĕ, сăнне-питне хура-шур тĕсĕ, ĕшенчĕк сĕм çапрĕ.

Çакна Укахви хăй те сисет. Мĕн тăвас-ха, вăхăчĕ çап-ла килчĕ пулсан?

Виçĕ эрне кăна-ха вĕсем, ялти виçĕ хĕр: Укахви, Оль-га, Хĕветли — Е. тăрăхĕнчен окоп чавса таврăнни. Пĕлтĕр çурла уйăхĕнче тухса кайрĕç вĕсем. Мĕн-мĕн курман пулĕ çавă вун пĕр уйăхра — шартлама сивĕре шăн çĕре лум-семпе ватса чавнă чух, сивĕ бараксенче çĕр каçнă чух.

Çаксем сарăмсăрах аса киле пуçласан Укахви çӳçен-се илчĕ те шухăша урăх енне пăрма тăрăшрĕ.

Çук, аса илес килмест вĕсене!

Мĕн-мĕн курса тӳсмерĕ ĕнтĕ халăхĕ! Никама та çăмăл мар: вăрçăрисене те, ялтисене те. Авă халь пĕтĕм тыр-пула алпа выраççĕ. Машинсене майлама ăстаçăсем çук, машинне туртакан утне те тупаймăн — пур вăйпитти ар-çын кăна мар, лайăх лашасем те çара кайса пĕтнĕ. Мĕн-пур ака-суха ĕçĕ хĕрарăм çине тиеннĕ. Çапах та пысăк ĕç тăвать хĕрарăм...

Сахал кирлĕ-им фронта апат-çимĕç, тумтир?

...Укахви, картлашка çинче чарăннăскер, пуçне çĕклерĕ те тӳпенелле пăхса халь мĕн вăхăтне ăнкарма тă-рăшрĕ.

Кĕвенте çăлтăр пуçчиккĕн тăнă, хур кайăк çулĕ те чылаях çаврăннă, шупкалнă. Мал енчен кăштах пĕлĕт хĕрри кăвакарать.

Çур çĕр иртни пĕр-икĕ сехетсем урлă каçнах ĕнтĕ.

Тепре çывăрма выртас — кайран тăрасси татах хĕн, кăтăш пулма та ĕлкереймĕн халĕ — тĕрлĕ шухăш вăрка пуçланă хыççăн.

Укахви пуç тутрине каялла çавăрса çыхрĕ те кĕпине туртса юсарĕ, пĕрене хушăкне тирĕнтернĕ вĕтĕ шăллă çурлине илсе хулпуççи çине хучĕ, тепĕр самантран вăл вĕрлĕк хапхана хуллен уçса урама тухрĕ.

Урам курăкĕ çинче — шурă сывлăм. Пĕве çинчен йăс хăпарать. Ниçта пĕр чун курăнмасть. Пĕр сас-чĕв çук. Ял çинче — хура ашăк пек хура каç.

Укахви урам урлă каçса çырмана анчĕ те пĕве пуçĕпе иртсе ял вĕçнелле пăрăнчĕ. Улăха тухсан укăлча карти хĕррипе сăрт çине улăхрĕ, анкарти çумĕнчи сукмакпа ут-рĕ. Сукмак ăна ял хăрах урамĕн анкартийĕсенех тĕкĕнсе тăракан вар-çырлă пĕчĕк вăрмана илсе кĕчĕ.

Ку вăрман йĕри-тавра утса çаврăнма та çухрăм çурă-ран ытла мар. Вăл тахçан ялăн çурçĕр-хĕвел анăç енĕпе таçта çитиех сарăлса выртакан мăн хура вăрманпа пĕр-лешсех тăнă пулмалла, халĕ вăл ялпа пĕрле хăйĕн «амă-шĕнчен» пĕр çур çухрăма татăлса юлнă.

Ыраш пусси — вăрман урлă каçсанах — Мартин варĕ çумĕнчех.

Укахви вăрмана кĕрес умĕн хăй сисмесĕрех çӳçенсе кăшт тытăнса тăчĕ. Çĕрлехи вăрман кирек мĕнле пулсан та савăклах мар, чуна сивĕ пек — ирĕксĕрех шикленте-рет. Тата çакăн тĕлнех чуна тапратса тăмана ихĕрсе ячĕ.

— Тĕ-в-в-в-ик!..

Укахви чунне хытарса хăра-хăрах шĕшкĕлĕхе кĕрсе кайрĕ, пĕчĕк уçланка тухрĕ. Кунтан çул анаталла ӳкет, пĕчĕк çырма урлă каçсан — каллех тăвалла.

Уçланкăра темĕнле хура мĕлке тăрать. Сылтăмри йы-вăçсем хушшинче, такам çĕнĕ çăпатапа утнă пек, çăтăр-çăтăр, шăтăр-шăтăр тăвать.

Çак сасса кăнтăрла илтнĕ пулсан Укахви ача пек са-вăнса кайнă пулĕччĕ; халĕ вара вăл шиклĕн итлерĕ, ум-ри хура мĕлке çине пĕшкĕнсе пăхрĕ... Йывăç кăкĕ иккен.

«Каçхи куçа тем те курăнать,— шухăшларĕ Укахви.— Çак вырăнтах халиччен пĕлмен-илтмен япаласене те асăрхатăн...»

Кăнтăрла çакăнти тавралăх асамлă тĕнче пек туйă-натчĕ, халĕ вара пачах урăхла.

Çапах каçхи вăрманăн та тĕмĕнле хатарлăрах илем пур. Укахви чунне темĕнле ăнланма çук туйăм çавăрса илчĕ: пĕр енчен шиклĕрех те тепĕр енчен савăнăçлăрахскер. Ку савăнăçли вара: «Эпĕ санран, вăрманăм, кирек хăçан та шикленессĕм çук. Эсĕ мана кирек хăçан та кан-лĕх çеç кӳретĕн, кăмăла уçатăн»,— тенĕ майлăрахскер пулчĕ.

Укахви пек, çут çанталăк илемĕпе савăнма пултаракан кам пур-ши тепре çак таврашра?..

Ялтан эрнелĕхе пĕр çич-сакăр çухрăма çул юсама кай-сан та, внçĕ кунлăх Вăрнара, Çĕмĕрлене, Етĕрнене кан-тăр е тырă леçме кайсан та тăван тавралăхшăн чун тун-сăхласа çитет. Унран уйрăлса кайнă чух — кунта чун савни тăлăх тăрса юлнăнах ăш çунать. Çук, Укахви хăй тусран уйрăлнăн туять... Ун ытамне уяр кайăкĕ пек çу-натсене сарса ыткăнас килет.

Тен, савни çукран çапла-ши? Пĕртен-пĕрех чуна йă-патмалли, шухăш-кăмăла ним пытармасăр уçса памалли тӳрĕ тусĕ Укахвин—тăван тавралăх, ял çумĕнчи хура вăрман... Хăйĕн чи çывăх пĕр-тантăшĕсемпе те — Ольгă-па, Хĕветлипе — çак тавралăхпа калаçнă чухлĕ уççăн, чун татса калаçман Укахви. Хăйĕн мĕн тери хӳхĕм ĕмĕчĕсене каласа паман пулĕ вăл çак вăрмана! Вăл хăйĕн шухăш-ĕмĕтне, мĕн пур хуйхи-суйхине — ытти чăваш хĕрарăмĕ-сем пекех — юрăпа каласа панă. Чăваш çынни юрланине илтмесĕр — унăн шухăш кăмăлне, хуйхи-суйхине никам та пĕлеймĕ. Юрласса та вăл пурин умĕнче юрламĕ. Çывăх тусĕ умĕнче те, тен, упăшки умĕнче те...

Укахвишĕн вара унăн юррине итлеме тивĕç илнĕ çы-вăхран та çывăх тус — тăван тавралăх пулнă.

Çынна хăйĕн тусĕпе калаçнине илтмесĕр нихçан та ăн-ланма çук пулсан Укахвие те унăн чи çывăх тусĕсĕр — çак тавралăхсăр: вăрмансăр, хирсĕр, улăхсăр — ăнланай-мăн çав.

Вăрман ĕлĕкхине тем астуса тулашма тытăнсан — Укахви чунĕ те вăрман кăмăлĕ еннех çаврăнса ӳкнĕ, шел-ленĕ ăна, хĕрхеннĕ... ут чунĕ çав тавралăхăн, çут çанта-лăкăн кăмăл тĕкĕр пек пулнă. Мĕн тери чун ыратнă вăр-ман лăпкă мар чух, çил ачисем нимпе лăплантарса лăп-ланаймасăр йĕрмешнĕ чух, тӳпе сăн-сăпачĕ тĕксĕмленнĕ чух!

Вăрман та хăйĕн хуйхи-суйхине юрăпа каласа панă — кайăк юррисемпе, йывăç тăрри кашланипе, çулçăсем шел-тĕртетнипе...

Пулнă-ши ку таврара урăх кирек те кам пĕр çанталăк кăмăлĕшĕнех хĕпĕртесе ăвăсăн кĕсенлĕ вуллине ытала-кан, çăкан симĕс саппун пек туратти çине пуçа чиксе пĕр ахăлтатса кулакан, тепре куççульне шăлакан?

Ку, тен, темĕнле сывă мар хĕпĕртӳ-ши? Анчах Укахви çьш умĕнче кун пек мар-çке.

Пĕве кĕнĕ хĕр, чун хусканăвне пĕр туйса-сиссе тăра-канскер, хăйĕн ниçта шăнăçайми çамрăклăхĕ чун тусĕ ыйтнă вăхăта — пурнăçăн чи хаклă тапхăрне туссăр-сав-нисĕр ирттернĕ...

Çамрăклăх тан тапнă, çамрăк чĕре вутне, юратăва кама та пулин пĕр-пĕр куçлă-пуçлă, чунлă çынна халаллас килнĕ, анчах савнă туспа калаçасси çыру вĕçне юлнă, сăмах татман, чуна уçман каччи патне вăл виç сăмахлă тӳрмен çыру çеç пĕрререн-пĕрре çырма пултарнă. Хирĕç те çавăн пекех уçăмсăр хыпар илнĕ, каччă вара çĕтнĕ — сасă паман тек... Кун пирки тĕрлĕ хавха çӳренĕ: «вилнĕ», «тыткăна лекнĕ», «аманнă».

Укахви сукмакпа анаталла чупса анчĕ те çырма хĕр-рине çитсе тăчĕ,— сăрт айĕнче ним те курăнмасть. Укахви малалла ярса пусрĕ те — пылчăка ларчĕ.

■ Страницăсем: 1 2 3 4 5 6 ... 12

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Краснова Л. Г. (2020-04-24 14:44:48):

кашни вуламассерен куççуль юхать

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Марина Тинеспи (2021-04-15 18:18:23):

Мĕн тери вирлĕ çырнă, кашни сăмахĕ чуна хускатать, шухăша ярать, мирлĕ пурăнма чĕнет...

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: