Хĕвел ансан Хĕветĕр
Хветĕр. Ай, каларăн. Качча илессе шансах тăратăн пуль ĕнтĕ çавна?
Зина. Шанатăп.
Хветĕр. Шанах. Шаннă кайăк мĕнле тет-ха?
Зина. Пурне те ху пек ан шутла.
Хветĕр. Ха! Çын вăл çынах ĕнтĕ, ылтăн купи мар. Алли-ури пур, пичĕ-куçĕ те...
Зина. Ылтăн купипе мар, çынпа пурăнмалла теççĕ, тата чĕрепе кăмăл та пурин те пĕр мар.
Хветĕр. Хĕ! Чĕре, кăмăл.... Каларăн та!
Зина. Вăл эрех ĕçмест, ятлаçмасть. Ăслă та тӳрĕ чунлă. Пĕр-пĕрне чунтан юрататпăр. Щш
Хветĕр. Э-э, пĕлтем, пăру пĕк йăваш тесшĕн ентĕ эсĕ. Пăру та çавăн пек, эрех ĕçмест, ятлаçма пĕлмест.
Зина. Чарăн! Чарăн, ухмах, йĕркеллĕ çын вăл: ыттисене хисеплеме пĕлет, сан пек иртĕхмест, çынпа та аван, ĕçлеме те пултарать. Эс, пур, çаплах çыпçăнатăн. Ну, кала, çын-и эс?
Хветĕр. Пĕлетпĕр эпир хамăр кам иккенне. Тĕнчере ман пек çынсем сахалтарах-ха. Ак эпĕ миçе хĕр курман, савнă çын тесен — пĕр эсĕ çеç.
Зина. Каллех ху юррунах юрлатăн, суеçĕ. Яр, пăрăн çул çинчен.
Хветĕр. Мĕнле калас, юрататăп пулсан? Ямастăп.
Зина. Тилĕ вĕт эсĕ. Тилĕ.
Хветĕр. Тӳсме хатĕр тем каласан та, шăрттан туса кăмакана çеç ан ларт. (Пĕчĕк пауза.) Чим, Зина, эс кама çав тери хăватлă юратма пултаратăн? Учитель-и? Агроном-и? Кам вăл сирĕн савнийĕр, инженер-и?
Зина. Тракторист.
Хветĕр (шăхăрать). Хи! Каларăн. Мана эс трактор курман çын терĕн пуль. Ха-ха-ха!
Зина. Ма кулатăн?
Хветĕр. Култаратăн та... Эх, Зина, Зина, хĕрхенетĕп сана. Çамрăк çав, мĕнле эс хăвна хаклама пĕлместĕн, сан сăнупа... Мĕнле ăнланмастăн эс мана?
Сасă. Сан пек йăх-яха мĕнле ăнланмалла тетĕн? Ах, ĕçкĕ пички, аскăнчăк, кунта çӳретĕн иккен!
Хветĕр (шартах сиксе). Ах! Мĕн пулса тухрĕ капла! (Тулалла тухма тăрать, ăна хирĕç Манилова кĕрет.) Кала, кам килнĕ унта?
Манилова. Кукаму.
Хветĕр (хăраса). Мĕн кирлĕ мара калаçатăн эсĕ? Кала. кам унта?
Манилова. Кĕрсен курăн.
Алăка шаккаççĕ.
Сасă. Уçăр.
Хветĕр. Пĕтрĕ пуç. Ку ман арăм сасси-çке?
Манилова. Арăму çав. Мĕн курăн ĕнтĕ!
Зина. Авă мĕнле каччă эсĕ.
Хветĕр. Эс мĕншĕн мана малтанах систермерĕн?
Манилова. Ăçтан сана систерĕн, хĕрсе кайнă та итлесшĕн те пулмарăн-иç.
Хветĕр. Пĕлтермелле пулнă, ахаль-и эпĕ сана... Ух! Зина, çапла, эпĕ авланнăччĕ те паçăртан вара, сана курсан хам арăмран уйрăлтăм, чăн калатăп сана, пурăнмастăп унпа!
Зина. Ан çыпăç! Сăпса!
Тося. Уçăр тетĕп алăкăра. Вăл кунта вĕт, эп ăна хам куçпа хам куртăм.
Хветĕр. Зина, хĕрхен мана...
Зина. Хăп ман çумран, ирсĕр сăпса. Ак пĕтĕмпе калăса паратăп арăмна.
Хветĕр. ТăхТа, эс апла ан калаç-ха, ман ахаль те пуç çурăлать. Чӳречерен сикес мар-ши?
Чӳречерен шаккани илтĕнет.
Меликов сасси. Зина килчĕ-и?
Зина. Ах, Коля çитрĕ-çке... Коля, Коля, кĕр, кĕр. (Алăка уçма чупать.) Пĕр хулиган ман çума çыпçăнать.
Хветĕр кравать айне пытанать. Зина алăка уçсанах Тося вирхĕнсе кĕрет.
Манилова. Ну, мĕн кирлĕ сана, хулиганка! Паçăр, паçăр тарăхтартăн. (Тумланса.) Эпĕ милицие пĕлтеретĕп.
Тося. Часрах кай, эс паçăрах кайрăн-çке, милицийӳ ăçта? Кай, кай, хăвнах лайăх пулать. Пĕтĕмпе ухтарттаратăп, тен, пичкипех денатурат тупĕç.
Манилова (шарт сиксе). Çук, кунта хăвăн упăшку лартса хăварни кăна пулма пултарать.
Хветĕр (кравать айĕнчен). Пĕтереççĕ-çке анра пуçсем.
Тося (йĕри-тавра пăхкалать). Ак хайхискерĕн сасси илтĕнет, хăй çук. Ну, ăçта ман упăшка текенни, ăçта пытаннă эс, çĕр çăтман? Сĕтел тулли ĕçме-çиме. Хăнисем ăçта пытаннă вара?
Манилова (витлесе). Ак ман кĕсьере.
Тося. Кĕсьере мар-ха, çак кравать айĕнче тем мăшăлтатнă пек туйăнать. (Урисемпе тапать, унтан туяпа тĕксе пăхать.)
Сасă. Ай! Ай!
Тося. Ай тетни-и? (Кравать айĕнчи Хветĕре туяпа чышать.) Ак сана! Ак сана!
Зина, Микулай кĕреççĕ.
Микулай. Ăçта вăл хулиган?
Зина. Кунтахчĕ.
Тося. Э-э, парам-ха сана тата! Ак ăçта сан канашлусем, ак ăçта иккен совещани. Тата!.. Тух, чупкăн, хĕвел ансан тухса каян та çутăличчен çĕтсе çӳретĕн. Килте ачусем чарусăрланса кайрĕç...
Хветĕр. Чим-ха, чунăм, хамах тухам. Эсĕ кунта килте мар, намăса пĕлесчĕ. Шăпрах пул!
Тося (туйипе тĕксе). Эс килте-и? Ĕçкĕ пички, намăсланма эп сан пек аскăна кайман, ĕçке ермен. (Туйипе тĕкет.)
Хветĕр. Ай-ай! Ыраттаран-çке эс капла!
Тося. Ыраттăр çав, ыраттăр. Ман чуна пайтах ыраттартăн, вунçичĕ çул хушшинче мĕн чухлĕ куççуль тăкнă пуль сана пула. Хĕрех çула çитетĕн, чупма çаплах пăрахмастăн. Тьфу, намăссăр, йытă, кĕççе пит...
Манилова (Зинăна). Сан пирки ак манăн ырă мар ят илтмелле пулать. Мĕн çав ача-пăчаллă çынпа çыхланмалли пур?
Зина. Маюк инке, мĕн сӳпĕлтететĕн? Хăй çыпăçать вăл.
Тося. Э-э, апла-и? Эсĕ, çамрăкскер, çак ват супнăран урăх каччă тупаймарăн-им-ха?
Микулай. Мĕн илтетĕп, Зина?
Манилова. Мĕншĕн тупман, тинех пĕлсĕ çитрĕм-ха. Яла пырсан пĕринпе вăл, хулара — тепринпе пулас? .
Зина. Суя!
Тося. Пĕлетĕп. (Зинăна.) Вăл сана чĕлхипе йăпăлтат-са çавăрчĕ-и-ха? Ăна пултарать вăл. Кинона, театра ертсе кайрĕ пуль? Киноран тухсан ресторана. Атăл хĕррйне, леш енне, вăрмана... Чăтлăхра чечек те татса пачĕ пулĕ-ха?
Зина. Мĕн, эсир чăнахах мана çавăн пек ухмах тесе шутлатăр-и?
Тося. Чим-ха, хĕрĕм. Кунта эсĕ айăплă мар. Айăпли акă кам? (Хветĕр еннелле кăтартать.) Вăл чее. Анчах, хĕрĕм, сан мĕншĕн авланнă çын çумне çыпăçмаллаччĕ?
Зина. Эпĕ ун çумне нихçан та çулăхман, çулăхас та çук, хăй вăл пиçен пек.
Тося (пӳлсе). Вăл-и? Пиçен мар, çилем! Эх, çавăн пек арçынсене! Ак ку ман тутăр. Ăçтан лекнĕ кунта? (Хветĕре) У-уй, намăссăр!
Хветĕр. Ăна ан тив, вăл ман.
Тося. Сан мар, базăн. Ыранах министр патне чупатăп, сире мăшкăллама памастăп. Веçех каласа паратăп. Спекуляци пирки те пурне те каласа паратăп. (Арча çинчи туфлине илсе.) Ку тата?
Меликов. Ăна ан тивĕр, вăл манăн парне. Паçăр савни валли тесе илсе килнĕччĕ те... ăна мансăр пуçнех парнесем паракан пур иккен.
Хветĕр. Тося, Тосенька, ан шавла-ха, арăм пек пул.
Тося. Акă сан çамрăк арăму! Эсĕ, хĕрĕм, парнӳсене пуçтар, хулăм укçи вырăнне пултăр, сан çапах качча каймалла.
Зина. Итле эс, инке, хĕр чысне таптасшăн.
Хветĕр. Тося, Тося, чунăм, арăм, ан петер, эпир çапах вунçичĕ çул пĕрле пурăннă, ача-пăча! (Тося тухса каять.) Ан кай-ха, каçар. Каçар, тек нихçан та ют арăмсем патне чупмастăп, килтен те тухмастăп. (Маниловăна) Ух, сана! Тăмана!
Манилова. Тăмана! Фх, базăри йĕке хӳре!
Хветĕр. Пыр-ха базăна, кăтартап сана йĕке хӳре! (Шăл витĕр.) Спекулянт!
Манилова. Эс ху спекулянт! Жулик! Базăра мар сан вырăн, тĕрмере!
Хветер. Унта сан валли те вырăн тупăнĕ-ха. (Кайма тăрать, Зинăна.) Пар парнесене каялла.
Зина. Мĕнле парне?
Хветĕр. Туфли, пан-бархат.
Зина. Мĕн эсир, ухмаха ернĕ-им? Нимĕнле парне те илмен эп сиртен.
Хветĕр. Мĕнле? (Маниловăна.) Манилова гражданка, ăçта хунă вара эсир ман парнесене?
Манилова (сунтăхран япаласем кăларса Хветĕр еннелле перет). Ме, ил хăвăн парнӳсене, вăрланă япалусене!
Хветĕр. Эпир санпа тĕл пулăпăр-ха.
Манилова. Сутра-и?
Микулай (Хветĕре). Тĕрмере-и? Акă мĕнле герой эсĕ, Дон Жуан!
Хветĕр. Дон Жуан мар, Федор Федорч! (Тухса каять.)
Зина. Дон Жуан мĕнне те пĕлмест вăл.
Манилова (алăка уçса Хветĕр кайнă еннелле сурать). Тьфу!
Микулай. Ăçта лекнĕ эсĕ, Зина? Ытла та таса мар чунлă çынсем кунта.
Зина (чăматанне илсе, япаласене пуçтарать). Кунта эпĕ тек пĕр минут та юлмастăп.
Микулай. Тĕрĕс, Зина! Каятпăр яла, эпĕ сана качча илетĕп.
Зина. Эпĕ санпа пымастăп, эсĕ мана шанмастăн, парнӳсене те ил каялла!
Микулай. Шанатăп, анчах кунта хăвармастăп.
Зина. Институт пĕтермесĕр шутламастăп та качча кайма.
Микулай. Пĕтер, институтне те пĕтер, мана та пĕтер.
Манилова. Ай, ытла та чăтăмсăр. Тата кĕвеçекен каччă эсĕ.
Микулай. Кайрăмăр кунтан, Зина.
Зина. Кайрăмăр, яла мар, общежитине.
Ч а р ш а в
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...