Пушмак йĕрĕ
Алăк сасси илтĕнсен Паня çаврăнса пăхрĕ. Вăл хăй паллакан хĕрарăм пĕр çĕклем çĕтĕк атă-пушмак çĕклесе кĕнине курсан хĕпĕртесе ӳкрĕ те, унăн кăкринчен тĕлĕннĕ çын сасси хĕсĕнсе тухрĕ:
— Ы-ы!..
Хĕрарăм шартах сикрĕ. Паня та çакна асăрхаса шăпăртах пулчĕ. Хăйĕн сасси çынна çӳçентернине вăл ĕнтĕ тахçанах пĕлет. Çав сасă карланкăри сасă чĕлĕхĕсенчен мар, кăкăртан шалтан тухаканскер, аманнă тискер кайăк сассине аса илтерет, çавăнпа Паня çын умĕнче май килнĕ таран шăпăрт тăма тăрăшать.
Хĕрарăм пĕр мăшăр кивĕ атă, тепĕр мăшăр пӳлĕмре тăхăнмалли тапочки тата икĕ мăшăр çăматă йăтса килнĕ мĕн. Вăл вĕсене Паня умĕнчи касăлса-чĕлпĕкленсе пĕтнĕ ĕç сакки çине хучĕ те хăй те çавăнтах — сăран татăкĕсем, пăта-сăмала хурса тултарнă çĕрех — ларчĕ. Вăл ларнă чух Паня урайне хăяккăн хурса çиеле пир çапнă пуканĕ çинчен кăшт çĕкленчĕ, атă калăпĕсене аяккарах илсе хурса вырăн пушатрĕ.
Хĕрарăм атăçă хăйне хирĕç пăхасса кĕтсе илчĕ те аллисемпе хăлаçланса ăнлантарма тытăнчĕ. Питне хĕрле çавăрса тутăр çыхнă пек туса кăтартрĕ, кăкăрне каçăртса илчĕ, унтан аллине кăкри çине хурса Паня çине тилмĕрсе пăхрĕ, çĕтĕк атă-пушмак енне пуçне сулчĕ. Паня куна çапла ăнланчĕ.
Çак кунсенче хĕрарамăн хĕре, таваттăмĕш çул хулара стройкăра ĕçлскенскер, Галя, отпуска таврăнать иккен. Вăл таврăннă тĕле амăшĕ ун валли атă-пушмак юсаттарса хурасшăн.
Куна пĕлсен Паня камăлĕпе пăлханса кайрĕ.
— Ы-ы!.. — ытла хĕпĕртенипе хĕсĕнсе тухрĕ ун кăкринчен.
Атăçă ачалла вăтанса ӳкрĕ, тарласа кайрĕ.
Хĕрарăм атаçă çине «Элĕ питех хыпаланмастăп-ха, пуçăннă ĕçне пĕтерех» тенĕ пек лăпкăн пăхать. Çавăнпа Паня та—хай ĕçĕн ăсти йăлипе — ĕçне тӳрех пăрахасшăн мар, вăл саккăрла пĕтернĕ çип вĕçне сӳтет те кашнине уйрăмшарăн уйăрать, сӳтсе сӳслентерет, сӳсне чĕпĕте-чĕпĕте кăларать, вара чĕркуççи çине хурса ывăç тупанĕпе пусса сăтăрать. Çапла сăтăрнă май ик çип вĕçĕ кашни хăйне уйрăммăн пĕтĕрнет, унтан, иккĕшне пĕрлештерсе тытсан, курăнман машина ĕçленĕ пек, куçа хупса иличчен явăнса ларать.
Атăçă, хăйĕн ăстаçă çаврăнăçулăхне кăтартас тенĕ пек, юриех васкамасть.
Шит тăршшĕ шăрта çемçе вĕçĕнчен чĕпĕтсе пĕр пӳрне тăршшĕ çурмалла чĕлет, аптăрипе асăрханса çип вĕçне шăтарать...
Çип вĕçне сысна шĕрчĕ лайăх лартни хăех атăçă ăсталăхне кăтартать мар-и. Хăшĕсем çип вĕçне шăрт лартма ӳркенсе, йĕппе çĕлеççĕ е тата çип вĕçĕ те тума ӳркенекенсем çекĕллĕ атпăрипе айланаççĕ. Йĕппе çĕлесен çĕвĕ хитре пулмасть, ĕçĕ те чăлхантарать. Çекĕлпе çĕленĕ чух сăранĕ татăлать, çиппи çемçелет.
Паня, пĕр вăхăт хăй патĕнче çын пурри çинчен те манса кайнă пек пулнăскер, хĕрарăм çине куçне çĕклесе хăй умне хунă атă-пушмака пĕрерĕн-пĕрерĕн тытса пăхать.
Хром аттăн тĕпĕ хăйпăнса кайнă, стельки шăрăхпа аптранă йытă чĕлхи пек тухса тăрать. Кунчинче те хыçалти çĕвĕ хушшине хупă рант сӳтĕлнĕ, шалти аçлăкĕ сийĕннĕ, унран, нӳрĕскерĕнчен, чĕр тир шăрши кĕрет. Çăматтин тĕпне тата такам ячĕшĕн çсç виçĕ йĕр чуптарнă. Ӳркеннĕ ĕнтĕ... Йĕрне ытларах чуптарнă пулсан вăл халĕ те чăтмалласкер пулнă-мĕн. Паня хăй нихçан та сакăр йĕр чуптармасăр çăмат тĕп çĕлемен. Куна кӳршĕ ялти Йăван атăçă тĕпленĕ ĕнтĕ, вăл çапла ĕçе çиелтен çеç тăвакан... Кур, хыçне тата çăмĕ те сĕвĕнсе пĕтмен сăран, чĕн пекскер, çĕлесе панă: вăл типсе каçăрăлса çиппине татла, тĕл-тĕл хăмпăлчăллă. Çĕвви те пĕр çĕрте пушă, тепĕр çĕрте сăранне касса кĕнĕ; кукăр-макăр, урлă-пирлĕ...
Юратмасть çав Йăван хăйĕн ĕçне: алăран кайтар та - укçа пултăр ăна. «Паян кай та ыран кил! Паян кай та ыран кил!» — тесе пăта çапать тет вăл атă тĕпне.
Юратмасăр тунă ĕçрен ăçтан япала пултăр ĕнтĕ. Асăрханса çĕлесен ма тикĕс пулмĕ вăл çĕвĕ... Атпăрине тăрри вĕççĕн çеç тире-тире ил, çиелти çипне пĕр еннерех, шалтине тепĕр еннерех сулăнтарса пыр... «Кур, шăрçа пек-çке», — ирĕксĕрех хăйĕн пĕр виçеллĕн выртса пыракан атă хыç çĕвви çине ытараймасăр пăхса илчĕ Паня.
Хĕрарăм аллисемпе каллех ăнлантарать; ку çĕтĕк çăматти — теприн тĕпне хума тет ĕнтĕ вăл. Паня ăнланнине кăтартса пуçĕпе сулать. Хăй те аллипе кăтартать: Галя отпуска таврăниччен сапласа пĕтерсе парăп тет. Хĕрарăм кĕсйинчен хаçатпа чĕркенĕ япала кăларса Паняна тыттарать. Паня аллине хаçат витĕр ăшă çапсанах ку çимелли иккенне пĕлет, васкамасăр хаçат тĕркине салатать. Унта хăйĕн юратнă çимĕçне — ăшне кас суханĕ ярса, тулне ыраш çăнăхĕнчен çупса çатма çинче пĕçерпĕ ал лаппи пысăкăш кукăле курать.
Хĕрарăм кайсан Паня сăмалаллă çип туртса касăлнă аллисемпе кукăле тытса, йĕпе кантăк çинелле пăхса техĕмлĕн çиет.
Тулта вăрăма кайнă йĕпхӳ пĕрĕхтерсе тăрать. Йĕпеннĕ йăмра çулçисем тумлам татăлса аннипе çеç хускалса илеççĕ.
Пиçнĕ сухан çулçинчен çăвара курăк тути лекет те, Паняна ача чухнехи çакăн пек ăшă çумăрлă кун, утă çулнă вăхăт аса килет.
...Ашшĕ таçтан çĕрле таврăннă та колхоз утне килех, пахчари пĕр лаптăк çерем çине, тилхепепе вĕренленĕ. Пӳртре ăшă, хăтлă. Ашшĕ çывăрать-ха. Вăл хуларан çавра мăн кулачă, йăрăмлă пилĕклĕ канфет тата ыхра шăрши кĕрекен кăлпасси илсе килнĕ. Амăшĕ вут хутса кăларнă, кукăль пĕçернĕ... Вăл ачисене пĕрер татăк кăлпассипе кулачă тыттарса хăшне кӳрше, Паняна — ут пăхма ăсатнă.
Пахчара ут пăхма питĕ ырă... Çанталăк ăшă. Чунра хавас. Нӳрелнĕ хăмăт йĕвентен пахчипех чĕр сăранпа ут тарĕ шăрши сарăлнă. Паня ута урапа çумне çавăтса пырса тăратать те хăй ĕмĕрĕнче пĕрремĕш хут ут çине утланать... Учĕ те пĕчĕк. Паня хăй çине утланнине сисмен пекех йĕпе курăка антăхса çиет. Тен, вăл, çумăр айĕнче çӳрекенскер, Паня хăй кĕлеткипе ун çурăмне ăшăтнăран, çумăртан хӳтĕленĕрен савăннă пулĕ...
Пĕтĕм халăх çумăрта килте ларать: канать, çывăрать.
Çак ут çеç, ĕçченскер, çакăн пек çанталăкра та хăйĕн пурнăç йĕркине пăсман. Уншăн çанталăк шавкăнĕ те ним мар. Вăл çеç çавçавах йăваш, йĕркеллĕ юлнă. Вăл çынсем валли çанталăк юсансанах ĕçе кӳлĕнме хатĕрленсе вăй пухать. Унăн çеç çисе тăранма та, выртса канма та вăхăт çук...
Çапла шухăшлать Паня ут çинчен. Ашшĕне вара урăх курнине астумасть вăл... Анчах малтанхи уçăмлă аса илӳ, лашапа çыхăннăскер, лашана курсанах ашшĕ сăнĕ куç умне тухать; çав ĕçчен лашана аса илнĕ маях хăй кăçал колхоза çирĕм мăшăр ытла хăмăт-йĕнерчĕк çĕлесе пани те аса таврăнать.
Хăмăт клещисем, кĕççе, сăран, çӳлти чӳлĕклĕх сӳс тата пĕвен ăшне хума пĕр 15—20 пуш кĕлте килсе пачĕç ăна. Фабрика туса кăларнă пек тăпăл-тăпăл та селĕм хăмăт-йĕнерчĕк çĕлесе пачĕ Паня. Чи кăткăсси — кĕлте улăмĕнчен çавăрса пĕвен ĕлкине тăвасси те типтерлĕн авса çине сăран пусасси кăначчĕ темелле.
Акă халĕ ĕнтĕ унăн Галя валли атă-пушмак тĕплемелле. Ялта Паня тĕплесе-юсаса панă атă-пушмак тăхăнса курман çын çук та. Анчах Галя валли вăл ку таранччен йĕп те тирсе туртманччĕ. Кирлĕ пулман ĕнтĕ ăна. Мĕн тума килте алăпа муталанă япала тăхăнмалла-ха унăн? Ана хула урамĕпе утма юрăхли, капрон чăлхапа тăхăнмалли, çӳллĕ кĕлелли, ташă площадкине çӳремелли кирлĕ... Виçĕм çул кĕркунне-хĕлле тăхăнмалли пушмакпа килнĕччĕ хĕр. Мĕн сăранĕнченччĕ-ши çав пушмак? Тĕве тир сăранĕччĕ-ши — ăшăскер?
Панян сысна тир сăранĕ те ĕне-пăру сăранĕ çеç. Сысна тир сăранĕнчен атă е пушмак пуçĕ çĕлеймĕн: вăл ала пекех шăтăклă. Пĕрре йĕпе çине пуссанах витĕр шыв кĕрет. Тип çанталăкра ĕç патне тухмалли атă кунчи тума кăна. Пăру тирĕнчен хăть сантали çĕлеме пулать. Анчах вăл та йĕпенсенех чуста пек исленсе лĕпĕр каять; шăрăх чух утă пуçтарма та пӳлĕмре çӳреме çеç. Урăх ăçта тухса çӳретĕн унпа?
Çапах та Гальăна лайăхах туса парасчĕ. Тĕпне, тен, кожимит ямалла? Анчах ăна йывăç шпилькăпа çапас пулать, тимĕр пăта ăна начар тытать; çиппе çĕлеме çук — путса кĕмест.
Паня çапла шухăшлакаласа кожимитне тытса пăхрĕ. Ку ытла хулăн та хитре мар пек курăнчĕ. Вара вăл пĕр мăшăр тапочки валли тесех сыхласа усранă вăкăр тир сăран татăкне туртса кăларчĕ. Унтан хĕрарăм килсе панă атă кунчи ăшĕнчен çинçе арланă сӳс çиппи çăмхи илчĕ те кантăк сули çумне çапнă пăтаран çаклатса икĕ хăлаç тăршшĕ сӳтсе кайрĕ, çăмхине аллинче кустарса пычĕ. Тикĕс мар çип пăтаран çакланса чарăна-чарăна тăчĕ, атăçă вара пăта патне каялла таврăнса çипне чĕпĕтсе тикĕслерĕ; сакăр мăшăр хутласан пĕтĕрме тытăнчĕ. Ывăç тупанпе сăтăрмассерен çип пĕтĕрĕнсе кĕскелсе пырать, пружинă пек туртăнса тапать, ик-виç çĕртен хуçланса туратланать. Атăçă пĕтĕрнĕ çипе тип сăран татăкĕпе сăтăрать, сăран айĕнчен çип тикĕсленсе темиçе çул тыткаланă йывăç япала пек якалса-саралса тухать. «Чĕр сăмала юлчĕ-ши ман?» — шухăшлать Паня çипне якатнă май. Сак çинчен сăмала катăкĕ илет те çип çине сăтăрса пăхать. Сăмали çип çине перĕнсенех кăмрăк пек кăпăрр ванса каять, çунăк шăрши тапса тухать. Паня чĕрĕ сăмала шыраса чылайччен хатĕр-хĕтĕр ещĕкĕнче аллине пăтратать, аранах пĕр мăйăр пысăкăш чăмăркка чĕр сăмала тупăнать. Йывăррăн шăвать чĕр сăмала çип тăрăх, çип ăна тӳрех урлă касса кăларать, ирĕлсе çип çине ларнă сăмала алла пĕçертет.
«Чĕр сăмала тупас пулать,— шухăшлать Паня.— Хулана каймалла пулĕ. Магазинсенче— темле... Çулсене асфальт сарнă çĕрте чĕр сăмала купи-купипех выртать теççĕ... Йăван ав пĕркун кайсан çĕлĕк пысăкăш катăк тупса килнĕ тет... Ахалех йăваланса выртать-мĕн... Мана парас çук пуль вăл... Хамăнах пĕрре, колхоз машини пахча çимĕç леçме кайнă чух, пĕрле ларса кайса килмелле-ши...»
Паня сăмалапа туртнă тăкăскă çипе тирсе туртнă чух лайăх шутăр тесе çиелтен пыл карас ăвăсĕпе сĕрсе якатрĕ те Галя амăшĕ килсе панă атă-пушмакпа аппаланма тытăнчĕ. Аттине сӳтсе шӳтерме лахханти шыва пăрахрĕ. Хаçат татăкĕнчен сантали пичĕ ĕлки турĕ те çав ĕлкепе виçсе икĕ сăран татăкĕ касса кăларчĕ. Тĕпне вăкăр тир саранĕнчен касрĕ, вара ăна, хулăнскерне, калăп тĕпне тӳнтерле çапса лартрĕ, пит сăранне лаптăк çăварлă хыпкăчпа çав тери асăрханса туртса каллех калăп çине тӳнтерле май тăхăнтарчĕ. Туртнă чух шӳтернĕ сăранĕнчен хыпкăч тăрăх шăпăртатса шыв юхрĕ.
Сантали çĕленĕ чух — ăна тӳнтер май çĕлесе пиччĕн май тавăрмалла та — тĕпне атпăрипе витĕр тухмалла мар тиресси кансĕр. Чăн та, тул енчен те хĕррипе çĕлеме пулать-ха. Кун пек сантали хитре урара килĕшмест, тĕве ури пек лапчашка вăл. Гальăна епле-ха çавăн пек илемсĕр япала çĕлесе парăн?.. Тăхăнмасть те вăл ăна.
Арина (2023-05-26 11:20:04):
Мама ак çак произведени килешрĕ