Пурнăç çулĕ такăр мар


Пĕрре çапла пире Пушкин ячĕпе хисепленекен театра репетици курма илсе кайрĕç. Тĕнчери паллă режиссер Мейерхольд Мольерăн «Дон Жуанĕ» тăрăх репетици ирттерет. Сцена çинче Ленинградри чи паллă артистсем: Михаил Горьевпа Горин-Горьянов, Царев тата ыттисем те. Мейерхольд Мускавран спектакль лартма килнĕ. Мейерхольд артистсене сцена çинче хăйсене мĕнле тыткаламаллине кăтартнине çăвара карсах пăхса ларатпăр.

— Вăйлă кăтартать, — тет манпа юнашар ларакан çаврака питлĕ, вăтам пӳллĕ, куçлăх тăхăннă студент. — Эпĕ Мускаври театр институтне куçатăп.

— Эсир студент-и?

— Çапла.

— Ăçта вĕренетĕр?

— Моховая, вăтăр тăваттăмĕш çурт.

— Моховояран-и? Эпĕ те çавăнтан.

— Эсир ăçтан?

— Шупашкартан. Атăл çинчен. Пĕлетĕр-и?

— Чăваш-и?

— Чăваш.

— Эпĕ те.

Эпир тăван чĕлхепе калаçма пуçларăмăр.

— Артист пулма шутлатăр апла?

— Çапла. Эсир?

— Эпĕ Шупашкарта театр студине пĕтертĕм. Чăваш театрĕнче ĕçлерĕм. Халĕ режиссер пулас ĕмĕтĕм çуралчĕ.

— Апла Шупашкарта та театр пур-и?

— Пур. Чăваш театрĕ.

— Чăвашла выляççĕ-и?

— Чăвашла. Чаплă артистсем пур. Максимов-Кошкинский, Петр Осипов, Ольга Ырзем, Игнатий Молодов тата ыттисем те...

— Эсир ăçтан вара? Шупашкарта театр пулнине те пĕлместĕр.

— Эпĕ чăвашранах. Вăрмартан. Арапуç чăвашĕ. Пахча-çимĕç шкулне пĕтертĕм, агроном пулаймарăм, артист пулас тетĕп.

— Апла каяр Мускава. Унтă, пĕлетĕн-и, мĕнле пысăк театрсем, чаплă мастерсем ĕçлеççĕ. Станиславский Константин Сергеевич — тезка, мана та Константин теççĕ, анчах Сергеевич мар, Иванович. Немерович-Данченко, мĕнле ăслăскер, Таиров, Мейерхольд, каллех — Мускавран, А. Попов, илтнĕ-и? Мĕнле чаплă артистсем унта. Качалов, Леонидов, Москвин, Тарханов, Игорь Ильинский, Тарасова.

— Леш, кинора вылякан-и?

— Çапла, унта МХАТ, Малый театр. Курнă-и эсĕ унти спектакльсене, Профсадовский, Мичурина-Самойлова, Рыжова артистсене? Вахтангов театрĕнче хăçан та пулсан пулнă-и? «Турандот» спектакле курнă-и? Курман пулсан кур.

Эпĕ те Константин Ивановича:

— Ленинград калама çук хитре хула. Эрмитаж, Исаакиевский соĕор, тĕлĕнмелле музейсем. Театрсем те начар мар, артисчĕсем те чаплисем пур. Симонов, Меркурьев, Толуĕеев, М. Юрьев — трагик, Горин-Горьянов — комик. Певцов, Корчагина-Александровская...

Репетици тăватă сехете яхăн пычĕ. Пуçра спектаклĕн тĕп шухăшĕ те юлмарĕ. Мейерхольд сцена çинче хăвăрт чупса-утса çӳрени халĕ те куç умĕнчех.

Константин Ивановичпа эпир час-часах тĕл пулаттăмăр. Вăл мана Шупашкарти театр çинчен каласа паратчĕ, артист юлташĕсенчен илнĕ çырăвĕсене вуласа паратчĕ. Вăл нумай пĕлни мана тĕлĕнтеретчĕ. Килтисем те çырмаççĕ, савнă Санюк та чĕнмест, мана манчĕ пулĕ...

Часах Константин Иванович Мускаври Луначарский ячĕпе хисепленекен театр институтне, режиссерсене хатĕрлекен факультета вĕренме кайса кĕчĕ. Мана кичем пула пуçларĕ, Чăваш театрĕ çинчен каласа параканĕ те никам та çук. Санюк та чĕнмест. Анчах кичемленме вăхăт пулмарĕ. Кăнтăрла — вĕренӳ, каçхине — театрсем.

Çапла, эпĕ Ленинграда, унти халăха чунтанах юратрăм. Театрсăр пĕр кун та пурăнман. Мана юлташсем тĕрлĕ институтсене, вечерсене илсе кайсах тăратчĕç. Студентсем кăна мар, педагогсем те юлташсем пекех çывăхланса кайрĕç.

— Посмотрите, как танцует сын мужика, — тесе мухтатчĕ учитель. Шел, пурĕпĕрех вырăс артисчĕ пулаймарăм.

Пĕрре çапла театртан спекталь курса таврăнсан:

— Танцуй, Никитин, теĕе телеграмма, — теççĕ мана юлташсем...

Телеграмминче вара çапла çырнă:

«Срочно приезжай, Присудили отца на десять лет», — тенĕ. Телеграмма ярса манăн пурнăçа йăлтах арпаштарса ячĕç. Хамăн та телеграммăна директора кăтартмалла пулман. «Поезжайте, привезите соответствующие документы», — терĕç.

Яла çитрĕм. Аттене тĕрмене хупнă. Савнă Санюка вăрласа кайнă. Ял совет председателĕ те пирĕнпе урăхларах, малтанхи пек мар. Справка пачĕ. Халăх тăшманĕн ачи тесе институтран та кăларса ячĕç. Яла таврăнтăм. Вожатăй пулса ĕçлеме тытăнтăм. Эпĕ таврăннишĕн анне питĕ савăннă. Атте те часах тĕрмерен тухрĕ. Çапах та малалла вĕренес шухăша пăрахмарăм. Ара, вĕренни çăкăр ыйтмасть-çке-ха.

Кĕçех эпĕ музыкăпа театр техникумĕн иккĕмĕш курс студенчĕ пулса тăтăм. Çирĕме яхăнччĕ студент. Мана вăхăтлăха Кузьмин Алексей студентпа пĕр койка çине вырнаçтарчĕç. Вăл яштака, пысăк хура куçлă, кăмăллă ачаччĕ, анчах час-часах ӳсĕретчĕ. Тата вăрăм пӳллĕ, имшертерех ача — Павел Димитриев. Сăрă ăстисемччĕ. Тепĕр енче кĕтесре Иванов Геннадипе Тарасов Димитриччĕ. Тачка туталлă Николаев Николай вырнаçнăччĕ. Ачисем питĕ тăрăшатчĕç. Уроксем хыççăн та музыка инструменчĕсене алран ямастчĕç. Пĕри скрипка çинче, тепри виолончель çинче сĕрме тытăнатчĕç. «Айдар вăйлă, Айдар хăватлă, Айдар!» — тесе кăшкăрса яратчĕ Николаев хăйĕн хулăн та селĕп сассиле.

Чарăнма ыйтсан:

— Эп Айдара вылятăп, Виноградова улăштаратăп, — тетчĕ. — Эпĕ искусствăшăн çуралнă.

Тан-танн! туса илетчĕ Воробьев рояль клавишĕсене пуса-пуса шĕвĕр сăмсине каçăртса. Чăнах та, вăл выляма ларсан пурте шăпланса тăрса итлеме тытăнатчĕç, ытти пӳлĕмсенчен пухăнатчĕç. Кунта Лукин та йăл-йăл кулса тăратчĕ, Орлов-Шуçăм та каçăрăлса пырса кĕретчĕ, Лебедев Герман та тимлесех итлетчĕ. Чăнах, талант пулнă çав Элпуç ачи — Геннадий.

Хамăн педагогсене: Эдмин Давьщович Феертака, Мария Николаевна Фигнера аса илес килет. Эдмин Давыдович пысăках мар, тăрăхла питлĕ, шĕвĕр сăмсаллă, кăвак куçлăччĕ. Уроксенче вĕрентме пуçласан сывлама хăраса лараттăмăр. Студентсенчен хăшĕ те пулин урока килмесен е кая юлса çитсен пăсăрлантаратчĕ вара. Çапах эпир ăна хисеплеттĕмĕр, юрататтăмăр та. Мария Николаевна питĕ сăпайлă, пысăк культурăллă педагогчĕ. Кăшкăрмастчĕ, пысăк хăмăр куçĕсемпе пăхса илетчĕ, хĕрлĕ тутине пăркалатчĕ. Вăл пăхни чĕренех пырса лекетчĕ. Упăшкипе арăмĕ пире, ялтан килнĕ чăваш хресчен ачисене, культурăллă артистсем тума пĕтĕм вăйне парсах тăрăшатчĕç.

1933 çулта Шупашкарта ача-пăча театрĕ уçăлчĕ. Ăна уçаканĕсем пирĕн педагогсем Э. Феертакпа М. Фигнер пулнă. Малтанхи артистсем музыкăпа театр техникумĕнчи театр уйрăмĕнчен вĕренсе тухнăскерсем пулнă. Мана та театра илчĕç. Режиссер ассистенчĕ туса хучĕç. Ун чухне Нямань çырнă «Таптас» пьесине хатĕрлеме пуçланăччĕ. Декорацине те хамăрах лартаттăмăр. Артистсем хăйсен ĕçне çав тери хăвăрт тата тĕплĕн тума тăрăшатчĕç. Эдмин Давыдович пĕрре мар, темиçе хутчен тутаратчĕ. «Декорацие хăвăрт улăштарни спектаклĕн ритмне чакармасть, — тетчĕ. — Урĕк-сӳрĕк ĕçлесен спектакль сӳнсе ларать». Пирĕн Александр Каттай артист таçта кайнипе учитель рольне манăн хатĕрлеме лекрĕ. Пĕр çывăрмасăр тенĕ пекех роль вĕрентĕм. Акă Мускава каймалли кун та çывхарса çитрĕ. Спектакльте кирлĕ костюмĕсене валеçсе пачĕç. Чăматансене те майлаштарса хутăмăр. Декорацисене арçынсене валеçсе пачĕç. Простыньсемпех чĕркесе хутăмăр. Темле чĕркесен те вăрăмрах патакĕсем пурпĕрех курăнатчĕç. Мускава çитсен трамвайсене кĕнĕ чух:

— Куда везете эти дрова? — тетчĕç.

— Не дрова, а декорация, — теттĕмĕр.

— Мы — артисты, — тет Николаев Николай.

— Что-то не похоже, — тет проводник.

Ара, эпир ялтан килнĕ шăкăр-макăрсем кăначчĕ-çке-ха. Эпир Мускаври çамрăксен театрĕнче чарăнтăмăр. Кунта пирĕн чăвашла спектакль вылямалла. Театрĕ пысăк, хитре, таса. Репетици туса ирттертĕмĕр. Тепĕр кунне режиссерсемпе артистсем пирĕн спектакле пăхрĕç. Вĕсем хушшинче Наталья Сац драматург пур терĕç. Спектакль пĕтсен вĕсем сцена çинче пурăнма тăрăшнине палăртса хакларĕç. Пирĕн раĕочисем çуккине, декорацине те хамăрах лартнине пĕлсен тĕлĕнчĕç, мухтарĕç. Чăн-чăн артистсем терĕç. Кăнтăрла эпир музейсем курса çӳрерĕмĕр, каçхине — театрсенче. Пысăк артистсем мĕнле вылянине курса тĕлĕнтĕмĕр. Сцена çинче чăн-чăн пурнăç.

— Пирĕн çавăн пек вылясчĕ, — тет Димитрий Тарасов.

— Ай-уй, — тет Ильин Аĕрам.

— Вĕренсен — пулать. Тăрăшса ĕçлесен — тухать, — тет пирĕн çамрăк режиссер Владимир Сергейчă.

— Эх, Качалов, Москвин, Тарханов, Леонидов вылянисене курасчĕ, — тетĕп эпĕ.

— Вĕсене курас пулсан МХАТа каяс пулать.

— Игорь Ильинский вылянисене те курасчĕ, — тетĕп эпĕ.

— Пирĕн Вахтанговăра каякан «Принцесса Турандот» юмаха курмасăр каяс марччĕ Мускавран, — тет Владимир Сергеевич.

Ĕмĕтсем пурте пурнăçа кĕреймерĕç пулсан та, эпир Мускавран питĕ хавхаланса, çунат хушса таврăнтăмăр. Маргарита Николаевна «Лешкăпа кушак» пукане спектакле лартма пуçларĕ. Мана карчăкпа сысна — Хавруç Иванова ролĕсене пачĕç. Эпĕ сысналла хитре нăриклетме пултарнăран пулĕ, мана Маргарита Николаевна:

— Эсĕ Ленинградри артистсенчен те лайăхрах вылятăн, — тесе мухтатчĕ.

— Ара, эпĕ кĕтӳçĕ пулнă. Сыснасен характерне лайăх пĕлетĕп, — теттĕм.

Пирĕн юратнă педагогсем пире пăрахсах Ленинграда тухса кайрĕç. Вĕсем вырăнне Ленинградранах Леонид Сергеевич Вивьен ученикĕ Борис Праудин килчĕ. Çаврака питлĕ, пысăк çамкаллă, хĕрлĕ çӳçлĕ, хăмăр куçлă, вăтам пӳллĕ, вăтăр çулсене çитнĕ тĕреклĕ арçын. Авланнăскер. Арăмĕ питĕ илемлĕ артистка. Кăмăллăскер, йăл-йăл кулса кăна тăрать. Праудин та кăмăллă çын. Хăйне питĕ сăпай тытать. Кăнтăрла пире «Актерское мастерство» тата «Режиссура» вĕрентет, каçхине ТЮЗ валли спектакль лартма хатĕрлентерет. Пирĕнпе репетици тăвать.

Чи малтан вăл Василий Алакер çырнă «Кахал» комедипе паллаштарчĕ. Ун чухне çак комеди авторĕ — В. Алакер та пынăччĕ. Эпĕ ăна пĕрремĕш хут куратăп. Вăтам пӳллĕ, тăрăхларах питлĕ, кăмăллăскер, васкамасăр калаçать. «Кахал» комедие мĕнле çырни çинчен каласа пачĕ. Мана кахал Лариван ролĕ çав тери кăмăла кайрĕ. Çак роль хамăр ялти кахалсене аса илтерчĕ. Арпус Микулайĕ калаçнипе хусканăвĕ, аран-аран утни куç умне тухса тăчĕ. Анук рольне Анфиса Долговăна пачĕç. Ку рольпе эпĕ çав тери юратса ĕçлерĕм. Уйрăмах Анкăна юратса пăрахни е кахал хăйĕн философийĕпе кăмака çинче сӳтĕлсе ларни — çак вырăнсем мана питĕ кăмăла кайрĕç. Çĕнĕ педагог, Борис Интригович, васкамасăр, алла мĕнле тытнине, мĕнлĕ пăхнине темиçе хут тутарса, темиçе хут калаттарса пăхнă хыççăн тин малалла каятчĕ. Костюмсем хатĕр, декоради те пур. Режиссер ыйтнине тăватпăр пек. Спектакль хатĕр темелле. Халăха та кăтартма юрать пек. «Анчах кахалăн тем çитмест, — тет комеди авторĕ. — Чисти кахалах пек ĕнтĕ, калаçăвĕ те, хусканăвĕ те».

— Тата мĕн çитмест? — тетĕп эпĕ пăлхансарах автора.

— Ман шутпа, пурте вырăнта пек, — тет Алакер. — Анчах Лариван Анккăна юратса пăрахнă хыççăн хăйне йĕркеллĕрех тытма пуçламалла, ӳрĕк-сӳрĕк çӳремелле мар. Тăхăнасса та тасарах тăхăнмалла. Питне çеç мар, мăйне те çумалла. Юрату ура çине тăма, чăн-чăн çын пулма пулăштăр.

Кун пек асăрхаттарни пире килĕшрĕ.

«Кахал» спектакльпе каникул вăхăтĕнче ялсем тăрăх тухса кайрăмăр. Халăх спектакле питĕ кăмăлласа йышăнчĕ. Часах рецензи те тухрĕ. Акă мĕн çырчĕç: «Кахала выляканĕ хăйне чисти кахал пек тытрĕ». Спектакль хыççăн кашни ялтах хăйсен кахалĕсемпе танлаштаратчĕç.

— Эсĕ чисти пирĕн ялти каснă-лартнă Арпус Микулайĕ. Ăçтан эсĕ çавăн пек пулма пултарнă? — тетчĕç.

Сăнанă. Кашни ялтах кахалсем пур-çке. Кашнинченех мĕн те пулин илсе пĕр сăнар тунă. Кашни «кахал» пĕр мар ĕнтĕ. Пĕр евĕрлĕхĕ — шухăш-кăмăлĕнче. Ĕçлес пулать, анчах нимĕн те тăвас килмест. Тепри сăмахпа темĕн те тăвать. Ĕçне тытăнсан вара мĕнле те пулин пăрăнса юлать. Тепри вара калаçма та ӳркенет. Манăн Лариван — çав юлхавсен хушшинчи кахал.

Пире, студентсене, пьесăсенчен пĕр-пĕр сыпăк хатĕрлеме хушрĕç. Пĕрер сăвă та вĕренмелле терĕç. Эпир Ильина Марусьăпа Павловăн «Ялта» драминчи Елюкпа Çтаппан ролĕсене хатĕрлес терĕмĕр.

Çурхи хĕвел пĕçертет. Атăл тапраннă. Çамрăксем Атăл хĕррине васкаçсĕ. Эпир те, студентсем, занятисем пĕтсенех çавăнта васкаттăмăр. Уйрăмах манăн унта поэтсене тĕл пулас килетчĕ.

Петĕр Хусанкай тĕрĕллĕ кĕпепе, шурă туяпа, кăтра çӳçлĕскер, час-часах унта çӳрет тетчĕç. ăна пирĕн студентка Васильева Галя юратса пăрахнă тет. Ара, пирĕн студентсем те сăвăсем çыратчĕç. Хăйсен сăввисене саспа вуласа паратчĕç. Эпĕ тата вĕсенчен мĕнпе кая?

Юрату çинчен сăвă çырма пуçларăм.

 

Юрататăп, саватăп,

Ыталатăп, чуптăватăп...

 

Тăхта-ха, мĕнле-ха эпĕ ăна курмасăрах, кăмăла каймасăрах çырма пуçларăм? Çĕнĕрен çыратăп:

 

Кăвак куçа куратăп,

Кăвакарса каятăп.

Ăшшăн пăхнине туятăп,

Чĕлхене çухататăп.

Ыталатăп, чăмăртатăп,

Сывламасăр чуптăватăп.

Таврана та пăхмастăп,

Сыв пулмасăр чупатăп.

 

Хамăр хушăри поэтсене вуласа кăтартас — Пушкай ытла вĕçкĕн, Каттай каçăхсах кулма тытăнĕ.

Уроксем хыççăн хамăр ачасене юлăр-ха кăштахлăха терĕм. — Эсĕ Ильинапа этюд тума пуçланă пулас. Асту, — тет Пушкай.

— Тăхтăр-ха, — тетĕп эпĕ, — ĕç унта мар-ха. Эпĕ сăвă çыртăм.

— Апла эпир йышлансах пыратпăр, — тет Каттай.

— Ха-ха! — кулать Иван Никифоров-Вашки.

Эпĕ вулама пуçлатăп:

 

Кăвак куçа куратăп,

Кăвакарса каятăп.

Ăшшăн пăхнине туятăп,

Чĕлхене çухататăп.

 

— Аван, вăйлă. Чăн Есенин, — тет Иван Вашки. Вар тытса кулаççĕ манран.

— Сан кăна «Капкăна» Иван Мучие кайса памалла, — тесе тăрăхлаççĕ. Мĕн тетĕр? Çаксен кулли пулас мар тесе тытрăм та çыртăм пĕр юптару — «Инхоз сысни» ятлăскер. «Капкăн» редакцине тухса утрăм.

— Иван Мучие курасчĕ те... — тетĕп çитсенех. Умра хĕрĕхелле кармашнă, тăрхала питлĕ, хулăн туталлă, пысăк куçлă çын тăрать. Хăй тĕрленĕ кĕпе тăхăннă. Кĕпи çийĕн пиншак уртса янă.

— Эпĕ пулатăп-ха вăл, — терĕ хайхи. Сасси хăйĕн хулăн, пӳлĕме чĕтретсе кăна тăрать. — Мĕн кирлĕччĕ, çамрăк çыннăм?

— Сăвă илсе килтĕм. Вуласа пама юрать-пш?

— Сăвă вулама кунта филармони мар, — пӳлчĕ мана Мучи. Унтан çавăнтах çемçелчĕ, вуласа пама ыйтрĕ. Пӳлĕме пĕри кĕрет, тепри тухать. Телефон шăнкăртатать. Мучи мана итленĕ хушăрах çынпа калаçать, телефон трубкине тытать. Эпĕ çаплах вулатăп. Сысналла нăриклететĕп.

Лăх-лăх-лăх! кулса ячĕ Мучи. — Ăçта вĕреннĕ вара эсĕ капла нăриклетме?

— Кĕтӳçре çӳренĕ чух, — тетĕп.

— Халĕ ăçта? Вĕренетĕн-и?

— Музыкăпа театр техникумĕнче вĕренетĕп.

— Нăриклетме пултаран, анчах çырма вĕренеймен-ха. Малтанах пысăках мар пьесăсем çырса пăх, сценкăсем, — ăс парать мана «Капкăн хуçи».

— Сăвă пирки мĕнле? — тетĕп.

— Сăввунта шухăш пур сан, анчах тӳрлетмелле ăна, вара кайĕ. — Çапла хавхалантарса ăсатрĕ мана Иван Мучи.

Пьеса çырас ĕмĕт çуралчĕ. Хам ĕмĕрте пĕр пĕчĕк пьеса та пулин çыратăпах терĕм. Часах бюрократсене хĕртсе пĕр пайлă «Эсех çĕнтертĕн» ятлă мыскара çырса пăрахрăм. «Капкăн» редакцине вĕçтертĕм.

■ Страницăсем: 1 2 3 4 5 6 7 8 9 ... 11

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Геннадий (2020-04-05 19:08:59):

Питĕ кăсăкланса вуласа тухрăм . Пуçламăшне "Т.А. " журналта вуласа вĕçне шыраса кунти страница çитрĕм . Пур !

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: