Артезиан пăкки
Шыв хăй çулне тупать, теççĕ. Сăмахĕ ку питĕ тĕрĕс-ха. Анчах...
Виçĕмçул пирĕн ялта тĕлĕнмелле патăрмах пулса иртрĕ. Йăлтах шыв пирки. Ун пеккипе чи ваттисем те астăваймаççĕ.
Пĕр ирхине, кĕтӳ хăваласан, çынсем ĕçе тухса кайсан, пирĕн ялăн аслă урамне урăм-сурăм машина ушкăнĕ килсе тулчĕ. Правлени умне пырса чарăннă агрегатсем хушшинче мĕнли кăна çук-тăр! Вĕсен ячĕсене те лайăххăн пĕлсе çитереймĕн. Тăпра пăраламалли хурçă каскăчлă пăрасем. Прицеплă грузовиксем çине тиенĕ шыв пăрăхĕсем. Вĕсене заводран тин çеç шăратса кăларнă тейĕн, çуллахи хĕвел питĕнче симĕссĕн те кăваккăн çуталса выртаççĕ. Тата темĕнле çӳллĕ тимĕр пусмасем пур. Тăватă кĕтеслĕскерсем. Кайрантарах пĕлтĕмĕр: унашкал пусма ячĕ вырăсла «буровая вышка» пулать иккен.
— Ăçта председатель? — хаяррăн ыйтрĕ лутрарах та тапчам арçын. Хăй, хулпуççи урлă офицер сумки çакса янăскер, темĕнле пысăк çар пуçĕ пек курăнать.
Хаяр çын умне колхоз агрономĕ, вăлах колхоз председателĕн заместителĕ, Василий Лукич Самарин хăюсăррăн тухса тăчĕ.
— Председатель Шупашкара кайнă-ха, — терĕ вăл тем айăпа кĕнĕн. — Паян таврăнмалла. Каçарăр та, эсир кам пулатăр?
— Водстрой, Мелиоводстрой! — рапортланă пек хуравларĕ хаяр арçын. — Мехколонна пуçлăхĕ Яков Иванович Шалтыков.
Вăл колхоз агрономне алă пачĕ те, сăран сумкине уçса, унтан пĕр тĕрке хут кăларчĕ.
— Акă план, акă проект, — терĕ вăл çар пуçĕн сассипех. — Геологсем тĕпченĕ те ӳкерне, трест тĕрĕсленĕ, министерство çирĕплетн. Сирĕн колхоза шыв памалла — акă пирĕн тĕп задача. Хăвăрах пĕлетĕр, шывсăр пурнăç çук. Эпир сире артезиан çăлĕсем туса паратпăр. Артези-а-ан! Сăмахĕ мĕн тери янăрать.
Колхоз агрономĕн сăнĕ сасартăк хаваслăн çуталчĕ.
— Вăт ку питĕ аван! — терĕ вăл. — Тахçанах кĕтеттĕмĕр. Тавтапуç сире, — кунта Василий Лукич, «Шывстрой» çыннин аллине тытса, хытă-хытă чăмартарĕ.
— Тав тăвасси кайран та пулĕ, — аллине сулчĕ лешĕ. — Чи малтан пирĕн çынсене вырнаçтармалла. Унтан, хăвăрах чухламалла инçе çул хыççăн вар-хырăм та йăшать. Сирĕн столовăй пекки пур-и?
— Пулать, йăлтах пулать! — ачалла хĕпĕртенĕ кăмăлпах явапларĕ агроном. — Çынсене выртса тăма уйрăм çурт пур. «Чувашия» гостиницăпа танлашаймасть-ха вăл, çапах та килеп-каян тиркенине халиччен илтменччĕ. Апатланмалли столовăй пекки çеç мар, чăн-чăн столовăй пур пирĕн. Хĕлĕн-çăвĕн ĕçлет.
— Эпир хĕллеччен пурăнма шутламастпăр, — пат касса татрĕ сăмаха Шалтыков. — Эрне... Икĕ эрне — ĕçĕ те пĕтне...
Çапла, ĕç-пуç йĕркеллех пуçланчĕ темелле. Столовăйне апатланма кĕрсен, Василий Лукича пĕр япала çеç иментерчĕ.
«Шывстрой» отрячĕн пуçлăхĕ ăна аяккарах чĕнсе илчĕ те карланкă мăкăльне шĕвĕр пӳрнипе шак-шак шаккаса кăтартрĕ.
— Пысăк ĕçе пуçăнас умĕн пăсмĕччĕ, — лĕх-лĕх кулкаласа хушса хучĕ вăл.
— Пурин валли те-и? — пӳлĕннĕ сасăпа ыйтрĕ Василий Лукич.
— Çок-çок, — терĕ Шалтыков, ал лаппипе сывлăша пĕр тикĕс каскаласа, — Вĕсем — мана пăхăнса тăракан çынсем. Вĕсен умĕнче — тум-лам та!..
Столовăйри буфетпа юнашар пĕр улах пӳлĕм пур. Василий Лукич «Шывстрой» çыннине çав пӳлĕме ертсе кĕчĕ те буфетчицăна чĕнсе илчĕ.
— Маруç пĕр çуттине илсе кил-ха, — терĕ.
Маруç нумай кĕттермерĕ, улах пӳлемри сĕтел çине çур литрпа икĕ стакан лартрĕ, Василий Лукич пĕр стаканне çурри таран тултарчĕ, çĕр грама яхăн ĕнтĕ.
— А хăвăр? — куçран чăрр пăхрĕ Шалтыков.
— Юрамасть, пĕвер, — аллипе сылтăм аякне тытса кăтартрĕ Василий Лукич.
Çурри тултарнă стакана Шалтыков куç тĕлне çĕклесе пăхрĕ, йывăррăн сывласа пуçне пăркаларĕ. Кунта Василий Лукич тӳрех сисрĕ: «Чăрсăр пулас ку этем — шухăшларĕ вăл хăй ăссĕн. — Сахал тултарнă имĕш. Виçине çитереймен, картне ларайман».
— Ну, юрĕ-ха, — терĕ Шалтыков, кăмăлсăр кăххăмлатса. — Анчах... анчах лашана кашăкпа шăвăрмаççĕ. Çĕркаç Шупашкарта хытă хĕм панă. Эх, кĕрлеттернĕ!.. Эрекене артезиан çăлĕ пекех юхтарнă... Шуйттан мухмăрĕ! Пĕтĕм ăшчик пăтранать... Çĕр грампах, ненай çав, лăплантараймăн, — лĕх-лех кулса илчĕ «Шывстрой» çынни.
Василин Лукич турткалашса тăмарĕ — тепĕр «порци» хушса пачĕ. Хăй ăссĕн вара тата хытăрах тĕлĕнсе шухăшларĕ: «Ав, еплерех иккен вăл «Шывстрой!»
Апат хыççăн «Шывстрой» çыннисем ĕçе тытăнчĕç. Хăйсем илсе килнĕ мĕнпур агрегатсене ял хыçĕнчи чи çӳллĕ тӳпене кĕрлеттерсе улăхтарчĕç. Ял халăхĕ те кунта чылай пухăнчĕ. Пурин чунĕ те кăсăкланать, пурте шыв кĕтеççĕ. Анчах нумайăшĕ ăнланаймасть: çăл алтма мĕншĕн кунашкал çӳллĕ тӳпемрен тытăнмалла-ха? Çак шухăш тупсăмне тĕпчесе пĕлме чи малтан Лявук мучи хăюлăх çитерчĕ.
— Ĕлĕкрех çăлсене айлăмрах вырăнта алтаттăмар, — терĕ мучи, «Шывстрой» çынни умне тухса тăрса. — Айлăмра та шыв мĕнпур тĕлтех пулаймасть. Шывăн унăн çĕр айĕнче хăйĕн çулĕ пур, хăйĕн тымарĕ. Тĕрĕс çулне тупас тесе, айлăмрă каçхине чӳлмексем ӳпентерсе тухаттăмăр...
— Мĕнле чӳлмек? — шăтарасла хаярран тинкерчĕ «Шывстрой» çынни Лявук мучи куçĕнчен.
— Килти чулмек ара, — лăпкăнах хуравларĕ мучи. — Тăм чӳлмек... Сĕт чӳлмекки... Сăра чӳлмекки... Ара, каланă пеккĕн, чӳлмексене каçхине айлăма ӳпĕнтерсе хăваратăн та ирхине анса тĕрĕслетĕн. Пĕр-пĕр чӳлмек ăшĕ тарланă пулсан — çав вырăнта, пĕлсех тăр, шыв пур. Хăюллăнах çăл алтма тытăн! Чӳлмек ăшĕ тарламан пулсан — унта шыв çук вара. Çĕре алтса-чавса та ан мурикле, çĕр айĕнчи шыв çулне пурпĕрех тупаймастăн.
Кунта «Шывстрой» çынни çаврашка хырамне икĕ аллипе тытсах ахăрса ячĕ.
— Чулмек! Ха-ха-ха! Тăм чӳлмек! Вăт тĕшмĕш халăх, — терĕ Шалтыков, кулма чарăнса. — Çук, хисеплĕ мучи, хальхи саманара тăм чӳлмек юрăхсăр япала. Наукăпа техника революцийĕ... Илтнĕ-и эс çавна? Халь эпир мĕнпур ĕçе наукăпа техника кăтартнă пек туса пыратпăр, — çумĕнчи сăран сумкăран «Шывстрой» çынни каллех пĕр тĕрке хут туртса кăларчĕ. — Акă вăл план, акă проект! Эпир тытăнсан, çул тăваткалĕнче те çăлкуç таптарса кăларатпăр.
Хĕрсе пынăçем Шалтыков митингри пекех калаçма тытăнчĕ. Хăй сăмахĕнче вăл ялăн пулас сăнлăхне пĕр-пĕр поэтран та илемлĕрех ӳкерсе кăтартрĕ.
Ял хыçĕнчи тӳпемре артезнан çăлĕнчен шыв кулен-çĕрĕн фонтан пек тапса тăмалла имĕш. Çĕр айĕнчи тимĕр пăрăхсем тăрăх шыв ялăн мĕнпур урамĕсене çитмелле. Кашни урамра шыв ăсмалли икшер колонка пулать. Ме сана, кил хапхи умĕнчех тăрна куçĕ пек тăра шыв тапса тăрать — тух та ăс, тух та ăс!
Фермăсем патĕнче тата икĕ артезиан çăлĕ пулмалла. Витесенче — автопоилкăсем. Калапăр, паниçке тутлă апат çиет-çиет те чăпăрт шыв сыпса илет...
Кунта Лявук мучм «Шывстрой» çыннине пӳлмесĕр каллех тӳсеймерĕ.
— Чим-ха, ырă çыннăм, — терĕ вăл яланхи тӳлек сассипе, — çак çӳллĕ тӳпем айĕнче шыв пуррипе çуккине ăçтан пĕлетĕн-ха эсĕ?
— Пĕлеççĕ! — аллине çеç сулчĕ Шалтыков. — Эпир кун пек мар çӳллĕ тӳпемсем куркаланă, Аллăмĕш çулта эпĕ Атăл–Дон каналне тунă çĕрте ĕçленĕ. Варваровское водохранилище тенине илтсе-и эс, мучи?
— Илтсех кайман çав, — именнĕн каярах чакса тăчĕ Лявук мучи.
— Вăт эс илтмен, эпĕ унта çӳллĕ тӳпемсене ав çавăн пек пăрапа пăраланă, — мăнаçлăн тĕллесе кăтартрĕ Шалтыков хĕвел питĕнче çуталса ларакан агрегат çине. — Пĕррехинче çапла пăраларăмăр-пăраларăмар та çĕр айĕнчи шыв таппи пирĕн пăрана вышки-мĕнĕпех тапса сирпетрĕ. Тем çӳллĕш фонтан пĕрхĕнет çӳлелле. Кăшт кăна пĕлете перĕнмест. Çĕр айĕнче сĕм авалтан пухăнса тăнă тинĕс пулнă иккен. Чăн-чăн тинĕс! Вăт çавă тапса тухнă та ĕнтĕ эпир пăраланипе. Епле чармалла-ха ку фонтана? Мĕнле пăкăламалла? Чармасан — пĕтĕм таврана шыва путарма пултарать. Взрывсем туса аран чартăмăр. Вăт сана, мучи, çӳллĕ тӳпем!..
Лявук мучи хирĕç нимĕн те чĕнеймерĕ, халăх хушшине кĕрсе пытанчĕ кăна. «Шупашкартан килнĕ пысăк çын умĕнче намăс куртăм», — терĕ пулас.
Çав кунран пирĕн ялта хĕрӳ ĕç хускалчĕ. «Шывстрой» çыннисем ял хыçĕнчи çӳллĕ тӳпеме кăна мар, мĕнпур урамсене, фермăсем çывăхĕнчи пĕтĕм улăх-çарана пăраласа, алтса-чавса пĕтерчĕç. Кашни урама шыв ăсмалли икшер колонка лартрĕç. Анчах...
Унтанпа ĕнтĕ виçĕ çул иртрĕ. Артезиан çăлĕсемпе колонкăсем тип-типех лараççĕ. Çук, çĕр айĕнчи çăлкуç çĕр çине тапса тухма хăй çулне тупаймарĕ. Ун вырăнне, виçемçулхи пăтăрмах вăхăтĕнче, «çунакан çутă шыв» Шалтыков карланкнне чиперех çул тупнăччĕ. Çак «Шывсгрой» ăсти «аншарли технологийĕпе» ытларах кăсăкланнă иккен, артезиан технологине вара пăсмаллипех пăснă...
Сăмах май асăрхаттарсах хăварăпăр: ĕç-пуç пур çĕрте те пирĕн ялти пех пăсăк пымасть. Кӳршĕри «Хĕвелтухăç» колхозра, авă, артезиан çăлĕсенчен тăрна куçĕ пек тăрă шыв тапса кăна тăрать. Унта та «Шывстрой» çыннисемех ĕçленĕ, анчах Шалтыков «команди» мар...
Эпир çеç телейсер пултăмăр. Юрать-ха, Йăмраллă варта пирĕн икĕ çăл пур. Вĕсене Лявук мучи меслечĕпе тахçанах алтнă. Ара, чӳлмек тарлаттарса... Ял халăхĕ куллен çавăнтан шыв ăсса пурăнать. Фермăсенчи выльăх-чĕрлех валли паян кун та Тарăн варти пĕверен пичкепе шыв турттаратпăр. Вăхăт питĕ хăвăрт иртет пулин те, ял çыннисем леш «Шывстрой ăстин» ятне пурпĕрех манмаççĕ.
Шалтыкова малтан «эрех пăкки» те ят панăччĕ. Кайрантарах ку ят улшăнчĕ. Çывсем халь тек-текех ыйтаççĕ:
— Ăçта çӳрет-ши çав артезиан пăкки? — теççĕ. — Эх, пĕрре вĕлтрен милĕкпе вĕтелесчĕ!..
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...