Шăнкăрч
Эпĕ шăнкăрч йăвине
Тухса çакрăм ирхине
Çӳлĕ йывăç тăррине,
Итлемешкĕн юррине.
Пăхрăм икĕ сехетрен:
Вăл ларать — мĕн юрласа.
Хĕпĕртерĕм чĕререн,
Аялтан ăна курса.
«Пин-пин çухрăм вĕçсе пуль
Çитрĕн эсĕ, — терĕм эп, —
Кунта халĕ хăна пул,
Чĕппӳне вĕрент вĕçме».
«Мĕн хăни? Эп — хăна мар, —
Терĕ шăнкăрч йăваран, —
Ман анне тĕнче курма,
Пĕлтĕрех çăмартаран
Кăларса, çак туратран
Мана янă вĕçтерсе.
Хăна мар — эп, ху куран,
Киле çитрĕм халь вĕçсе.
Эпĕ килтĕм, ак, кунта.
Питĕ ăшă пулсан та
Кăнтăрта, анчах, туртать
Çĕршыва пире чунтан!
Лайăх мар читре, начар!
Чун канать Тăван çĕрте».
Эп ăнлантăм шăнкăрча:
Вăл, чăнах, кунта-килте.
Шăнкăрч çат! çат! тутарса
Çапса илчĕ çунатне.
Шăхăрса та савăнса
Шăрантарчĕ юррине.
Шухăшсем
Our AI-powered traffic service delivers ...
I've noticed that your chuvash...
Attract high-intent, keyword and locatio...
Attract keyword-driven visitors to your ...
Grow your website traffic with our AI-po...
Attract engaged, keyword-driven traffic ...
Grow your site with our AI-driven traffi...
Discover how our AI can skyrocket your c...
I've noticed that your chuvash...
В случае если нужен быстрый сервис VPN, ...