Хурах
Хурах ятпа сана пĕлетпĕр.
Урак та Вырăх тенисем
Хурах тени кăна пулать-мĕн.
Хурах тесен те сумлă паттăр
Йышне кĕретĕн эс паян.
Чăвашлăхран писмерĕн эсĕ,
Ăна упрасшăн ăнтăлса
Мăсăльманла йĕрке тытмарăн.
Тытнах пулсан — чăваш кун-çулĕ
Кĕскелнĕ пулĕччĕ пайтах.
«Тăван чĕлхе те хамăр Турă
Епле-ха манăçтăр вара? —
Çапла татса каларăн хьптăн.
Асаттесем пире ылханĕç,
Кун памĕç пурнăçа тăсма.
Ай-хай Алмуш! Исламсăр-мĕнсĕр
Хăпмашкăн çук-им хасартан?
Багдадăн хӳглĕхĕ — самантлăх,
Вăйпа тĕне кĕртме ан хуш.
Курсам: икке пайланчĕ халăх,
Йăхсем ахаль те туслă мар.
Пире чăмăртаса тăрайĕ
Ĕмĕртенхи тăванлăх çеç.
Хам ятăма улăштараймăп,
Манаймăп хамăр чĕлхене.
Сăвар, пăлхар та парăс йăхĕ
Исламланса пĕтесшĕн мар.
Вăл йышланса çаплах пурнасшăн,
Киремете асла хурать.
Ав Чĕкету чапа кăларчĕ
Чӳк вырăнне Çăв çырминче.
Асту, Алмуш, килес кунсемшĕн
Пĕрлех тӳр килĕ кĕрешме.
Сăвар йăхне суран тусассăн
Суранланма ан тивтĕр сан...»
Сăвар сăмахĕ çакăн евĕр
Халь илтĕнсе тăрать пире.
Чăваш пулса юлма хускатнă
Çак ĕç паян та пурăнать.
Куратпăр, вăл Алмуш пуçарнă
Ĕç хӳттинчех упранчĕ-мĕн.
Кун-çул хистенĕ çуралмашкăн
Чăваш, ислам йăлисене.
Шухăшсем
Use AI to build a website by just enteri...
В мире, где чистота и здоровье становят...
Лазерный уровень легко помещается в су...
Ready to accelerate your website ...
В современном мире, где качество и безо...
Use AI to build a website by just enteri...
Get more leads for your chuvash...
Working to energize your website ...
Ever thought how chuvash...
Looking to boost your website tra...